Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Куна, паллах, ӗненес те килместчӗ, анчах пӗри те тепри ҫакнах ҫирӗплетме пуҫласан, ирӗксӗрех шухӑша каятӑн: апла-тӑк, Сӑрҫи арҫынни ҫавӑншӑн кӑна ҫӳрет, ясар шухӑшпа ҫеҫ, мӑнукне качча илесси асӗнче те ҫук ӗнтӗ, каяннӑй ҫыннин!

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ухвина кинемие ҫакӑ та шутлаттармасӑр пултараймарӗ: ялти сӑмах вӑйланса-хушӑнса пырса, «Укҫине унпа арлӑ-арӑмлӑ выртса пурӑнать…» тесси патнех ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Чӗлхи лайӑхрах пулсан ҫеҫ…

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ӑна качча илес тесе килнисем пӗри те ку ачаран юлмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Укҫинепе килнӗ каччӑ ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑманнине, ахаль ҫын пекех пулнине курсан вара пирӗн Ухвина кинеми тепӗр хут тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ: унра мӗнех лайӑххине тупнӑ-ши Окҫок?

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Анчах кӑштах хӑрарӗ те: ытлашши чипер пулӗ те, унпа калаҫма та пӗлмӗ…

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫавӑнпа ӑна курас та килчӗ: мӗнлерех ҫыншӑн мӑнукӗ аплах улшӑнчӗ, мӗнлескерне пуринчен те мала хурать?

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Вӑл ҫуталса чиперленсе ҫӳрени, чип-чипер ӗҫленӗ ҫӗртех хӑйне пыра-пыра ыталани шӑпах ҫав Сӑрҫи каччипе ҫыхӑннине чухларӗ ӗнтӗ кинеми.

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мӑнукӗ, авӑ, лешне хытах шанса-ӗненсе пурӑнать пулас.

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мӗн тӑвас тенине тӑвӗ те — курса та юлаймӑн хайхискере.

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Усал шухӑшпа мар-и?

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Мӗншӗн-ха Сӑрҫире пурӑнсах хӗршӗн кунта ҫитиех килет?

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫавӑнтанпах шухӑшлама пӑрахмарӗ Ухвина кинеми: мӗнлескер вӑл ҫав каччӑ?

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Окҫок патне Атая Сӑрҫирен каччӑ килкелесе ҫӳрет тесе сарӑлнӑ сӑмаха мӑнукӗ те хирӗҫлемерӗ ав.

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Валерий, паллах, ак ҫакна чухлаймарӗ: Ухвина кинеми ун ҫинчен пӗркунтанпах шухӑшлать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Унашкал ҫирӗп карчӑк патне мӑнукӗ ют каччӑ ертсе килтӗр-ха».

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ман ҫинчен Оксана ӑна малтанах пӗлтернӗ пуль ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Э-э, Оксана каларӗ-ҫке, сакӑрвуннӑсене ҫитет…

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Интереслӗ, миҫе ҫулта-ши вӑл?

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Тиркерӗ-тӗк, апат антарасси пирки калаҫмӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех