Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Кӗскисем

Йӗрке хуралӗнче пуҫлӑхра ӗҫлекен тӑван патне шӑнкӑравларӑм, хуйхӑ пирки ӑнлантартӑм.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Кирек мӗнле пулсан та тырпул тухӑҫӗ хамӑр епле ӗҫленинчен, еплерех тӑрӑшнинчен килет.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Унӑн ҫанталӑка та сӑнама пӗлмелле, сисӗм-туйӑм енӗпе ыттисенчен те уйрӑларах тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Право пӗлӗвӗн урокӗсем, тӗлпулусем, лекцисем тата ыт.те - ҫак ӗҫӗн усси пурри куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫавӑн пекех Типшӗмсем пӗр пек тӑхӑннӑ, парикмахерскинче те пӗр пек прическа кастарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫӗршывӗпе илсен сӗт производстви пӗлтӗр 2015 ҫулхи шайрах юлнӑ, 30,8 млн тоннӑпа танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫлӑха ӳстерме майсем пур // Ирина Павлова. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

А.Рыбкин картинисем Николай Комаров ӳнерҫӗпе Юрий Броницын поэта та хавхалантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Пер-пӗрне кӳрентерни, шанманни, темле хаярлӑх — ҫавсем вырнаҫмарӗҫ-ши пирӗн чунсенче?

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Ҫакӑн евӗр ФАПсем Александровка тата Хырай Ӗнел ялӗсенче ҫывӑх вӑхӑтра хута каймалла.

Куҫарса пулӑш

ФАПсем хута каяҫҫӗ // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ҫамрӑксене тарӑн пӗлӳ панисӗр пуҫне патриотпа воспитани парас ӗҫ ҫине тимлӗ пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Ун айӗнче ҫӗрӗн ҫиелти сийӗ хӑвӑрт ӑшӑнать, типмест, вӑрлӑх патне сывлӑш лайӑх пырать.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкместех: аслисене кура ачасем те усал сӑмах калама вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Курни-илтни пӗтӗмпех чул ҫинче юлать, – терӗ шкул директорӗ Татьяна Павловна Ефимова.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06

Рецепчӗ: каланхоэ сӗткенне пӗр виҫепе новокаинӑн 0,5 процентлӑ шӗвекӗпе хутӑштармалла.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Подразделенири юлташӗ сем ӑна кӗркунне комсомол организацийӗн секретарьне суйлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Г. Краснов-Кӗҫӗнни поэт ҫӗнӗ ҫӗре каякан ҫамрӑксем ҫинчен лирикӑллӑ повеҫ шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Халӑх, истори, уйрӑм ҫын ӑрӑскалӗпе психологийӗ ҫинчен вӑл халӗ те тарӑн шухӑша ярать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

«Ӑшӗнчи темӑ» тӗлӗшпе тата авторсен юратнӑ шухӑшӗсене пӑхсан, кусем виҫӗ тӗрлӗ повеҫ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Калас пулать, ку повеҫре сӑнлассинчен каласа пани ытларах, ҫапах та вӑл усӑллӑ кӗнеке.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Учреждени пуҫлӑхӗ ҫак заявлени тӑрӑх айӑпланакана нимӗн те хӑратман вырӑна куҫарать.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех