Кӗскисем
Хӑҫан-хӑҫан такам-такам та ҫав шырлан умне ҫитсе тӑмаллине пуҫ тавра каялла-маялла хӳтерсе пӑхрӗ те — шутсӑр салхуланчӗ, шутсӑр кичемленчӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Виталий (ку вӑл Виталий пулчӗ) кабинӑран вашлаттарса сикрӗ те хӑпӑл-хапӑлах малтан кайри борта, хыҫҫӑн сулахайрипе сылтӑмрине янках уҫса ячӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сӑрана мӗн авалтан хӗрарӑмсем хатӗрленӗ, паянхи кӑларӑмра хаҫат тусӗсене унӑн рецепчӗпе Яманкасси ялӗнче пурӑнакан Зоя Зайцева паллаштарӗ.
Наци продукчӗ туристсен кӑмӑлне кайма тивӗҫ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/18/%d0%bd%d0% ... %82%d0%b8/
— Каҫарӑр, маларах аякрисене пӗлтерме тиврӗ, — хуравларӗ посыльнӑй, хӑй ҫавӑнтах, сӑмах шала кӗрсе каясран асӑрханса, вӑшт ҫеҫ тухса шӑвӑнчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӗтел ҫине самантрах кукӑль-пӳремеч, кӑмакара пӑшӑхласа пӗҫернӗ хур тушки, тӑварланӑ хӑяр, йӳҫӗтнӗ купӑста, карас пылӗ, сӑра кӑларса лартрӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Разведчиксем леш енчи йывӑҫсем хушшине кӗме тытӑннӑччӗ кӑна — сасартӑк флангсенчен икӗ енчен те тӑшман пулемечӗсем шатӑртаттарма пуҫларӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Конвоир, чӑнах та, бинт тӗркипе йод илсе тухрӗ, унталла-кунталла пӑхса илчӗ те, офицерсем ҫуккине курса ӗненсен, япаласене Ваньккана тыттарчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шухӑшӗ ку Валет тимӗр ещӗкри укҫана Короле парас мар тенӗ хыҫҫӑнах йӑшӑлтатма тытӑннӑччӗ-ха, ҫапла тума сӑмах татсан вара ҫирӗпленсех ҫитрӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Халӗ чи кирли — хурахсен ушкӑнне хамӑр ҫынна вырнаҫтарасси, — тепре шухӑшларӗ Крапивин, уҫӑ чӳрече умӗнче пирус мӑкӑрлантарса тӑраканскер.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сӑпанин унпа каясах та килместчӗ (Пикмӑрса йӑхӗ Кашкӑрсемпе нихӑҫан та туслӑ пулман), анчах ҫӗннине шырама хӑнӑхнӑ кӑмӑл ҫӗнтерчӗ-ҫӗнтерчех.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах ҫак ытахаль сӑнсене пӑхса тӑракан Калюковӑн, темшӗн, чӗри хӗссе-хӗссе ыратрӗ, куҫӗ шывланчӗ, пыра темле мӑкӑль пырса капланнӑн туйӑнчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Бухарин майлисен шухӑшӗпе, ятарласа тунӑ индустриализаци усси пысӑках мар-мӗн, экономика хӑй саккунӗсемпе кӑна аталаннине нимӗн те ҫитмест.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗр килнӗскер тесе, Петр Никифорович пирвай республикӑпа пӗтӗм ҫӗршыври лару-тӑру ҫинчен каласа пачӗ, унтан тин район пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ:
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑйсем патне хӑнасем пырасса кӗтмен хӗрарӑмсем, Никифоровпа Крапивин вырӑсла хапха калинккине уҫса кӗрсен, вӑтаннипе аванмарлансах кайрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑсӑруклӑ пустав ҫӗлӗк, фуфайка, кирза атӑ тӑхӑннӑ вӑл, ҫапах кӗлетки йӑрӑс та яштака, тыткаласса та хӑйне мӑнаҫлӑ тыткалать, пуҫӗ ялан каҫӑр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тавралӑх хӑвӑрт тӗттӗмленчӗ, ҫӳлелле пӑхсан, уйӑрса илме ҫук: те юман турачӗсем каркаланса тӑраҫҫӗ хӑвӑл хӗррипе, те ҫывӑхри йывӑҫ турачӗсем.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сиксе чӗтресе — пуҫӑмран сӗртӗннӗ хулӑн пусмана тӳсӗмсӗр алӑпа сиртӗм те аялалла анма пикентӗм; чунӑмри тӑвӑла пула урасем хуҫланасшӑн мар.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унта хутшӑнакансем хӑйсен ҫемйисем, ачисем, мӑнукӗсем, тӑван тавралӑх, юратнӑ чӗр чун ҫинчен ырӑ юмахсем шутласа кӑларнӑ, ӗҫӗсене капӑрлатнӑ.
Юмахсен кĕнеки пичетленнĕ // В.Рафинов. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04
Пӗлтӗр коопераци организацийӗсем халӑхран 1,1 миллиард тенкӗлӗх ял хуҫалӑх продукцийӗ тата чӗртавар туяннӑ, вӗсемшӗн 658 миллион тенкӗ тӳленӗ.
Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Пӗрремӗш ушкӑн инваличӗсене республикӑри уйрӑм Мускав облаҫӗнчи Волоколамск хулинчи куҫ курманнисен реабилитаци центрне 2,5 уйӑхлӑха ярать.
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№