Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

«Вӑрӑм та ҫӑмӑл мар ҫулпа утрӗ ҫак хушӑра пӗлӳ ҫурчӗ: педагогсен династийӗсем улшӑнса пычӗҫ, вӗрентӳ мелӗсем ҫӗнелсе тӑчӗҫ, ӗҫе чунтан парӑннисем, ачасене кӑмӑлтан юратакансем хушӑнсах тӑчӗҫ. 87 кӑларӑмра 6319 ача алла документ илнӗ. Вӗсенчен 454-шӗ - медалистсем. Наукӑн тӗрлӗ отраслӗнчи 30 ытла паллӑ ученӑй пулни статистика ҫеҫ мар, ҫитӗнӳсен чӗрӗ историйӗ, вӗсем паянхи кун та шкулпа ҫыхӑнура», - терӗ юбилейпе саламласа Рудольф Селиванов.

Куҫарса пулӑш

90 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51082-90-c ... li-numaj-2

Ула Тимӗр пур-ҫук укҫапа — паянхи пӗртен-пӗр пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗпе — ҫыхӑннӑ кӗтмен-туман япала сиксе тухнипе ҫухалсах кайрӗ, пӗр авӑк чӗлхесӗрленнӗ пек чӗмсӗр тӑчӗ, вара, ним тума пӗлмесӗр, курткин малти кӗсйинчен ытти укҫинчен ҫырткаламаллисем туянма уйӑрса чикнӗ 1 тенкине васкамасӑр, хӑйне хисте-хисте, питнекуҫне хаяр чӗпӗтекен пӑрӑҫ чӑмланӑ пек йӳҫӗхтерсе-пӗркелентерсе кӑларчӗ те хӗрарӑмӑн ал лаппи ҫине, ҫӳҫ пӗрчи ҫине, йӑпӑшт хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Обществӑлла-политикӑлла ӗҫсене маттур хутшӑнакансене, тӗп библиотека библиотекарьне Н. В. Антоновӑна, «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующине А. О. Поляковӑна, Кӗҫӗн Каҫал культура ҫурчӗн заведующине А. Н. Трофимовӑна Хисеп грамотисем, Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫурчӗн культорганизаторне А. Н. Можаевӑна, Тукай ялӗнчи библиотекаре Ц. А. Моторинӑна, округри тӗп культура ҫуртӗнчи халӑх театрӗн режиссерне М. П. Шумилкинӑна Тав Ҫырӑвӗ парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Совет тапхӑрӗнче -лӑх(-лӗх) аффикс, яланхи йӗркерен тухса, причастисем, наречисем, местоименисем, -сӑр аффикслӑ паллӑ ячӗсем, сӑмах майлашӑвӗсем, падеж формисем ҫумне хушӑнса ҫӗнӗ япала ячӗ тума пуҫларӗ: пуласлӑх, шӑтаслӑх, курайманлӑх, пӑхӑнманлӑх, пӗрлелӗх, вӑрттӑнлӑх, хӑвӑртлӑх, тӑтӑшлӑх, аваллӑх, харпӑрлӑх, мӗнлелӗх, айӑпсӑрлӑх, чунсӑрлӑх, хӑрушсӑрлӑх, икӗпитлӗх, вунӑкунлӑх, пилӗкҫуллӑх, пӗршухӑшлӑх, хутпӗлменлӗх, камӑнлӑх т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Предприятисем, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерсе, Тӑван ҫӗршыв валли продукци ытларах кӑларни, унӑн хӑй хакне йӳнетсе пыни, автоматизаципе механизаци, резервсемпе тата малта пыракансен опычӗпе туллин усӑ курни, перекетлӗхшӗн кӗрешни, ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе вӑйлатни, коммунизмла ӗҫ коллективӗсен ятне илессишӗн кӗрешни, коммунизмла ӗҫ ударникӗсен кулленхи пурнӑҫӗ, ҫичӗ ҫуллӑх ҫыннисемпе вӗсен ӗҫӗсем — ҫаксем пурте передачӑсенче тӗп вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Хӗллехи кермене ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кайни, шурӑ чехсене аркатни, чӑваш тӑрӑхӗвче алхаснӑ Калюков бандин юлашкийӗсене тытма пулӑшни, колхоз тунӑ ҫӗре ҫанна тавӑрса хутшӑнни, кӗҫӗн ывӑлӗсем пуҫ хунӑ хыҫҫӑн иртнӗ вӑрҫа хӑй ирӗкӗпе кайма тӑрса ӑна унта яманни («Шӗшлӗн» сулахай ури уксахлать) тата ытти, тата ытти пирки те шухӑш ҫӑмхине ҫӑмхалама тытӑннӑччӗ те — ҫывӑхрах, ҫӳл енчен, кулӑс сассине янках чун кӗни — ун чӗрине шартах ҫуй сапрӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче ял уявне ирттерчӗҫ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округ депутачӗ Александр Зайцев, чӑваш халӑх поэчӗ Валери Тургай, Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Любовь Полякова, «Единая Россия» партин ӗҫ тӑвакан секретарӗ Людмила Макарова, «Родина» хресченпе фермер хуҫалӑхӗн директорӗ Анатолий Потемкин пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе саламласа малашне те ҫак ырӑ йӑлана пӑрахмасӑр ӑна малалла тӑсса пыма ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%97/

Анчах чӑкӑртӑш, шакӑрчаллӑ, тӗнккес, никрес, икӗ питлӗ Ҫтаппана — «тимӗр пӑрҫана», унӑн юман чукмар пек алли час-часах пуҫран ҫӳлерех ывӑтӑна-ывӑтӑна хӑпарнине, хӗрарӑмсене ӗнсисем хыҫне йӑва ҫавӑрнӑ шуйттансенчен ытла та чурӑссӑн, мурлансах тасатнине пӗлсе, ялта ун ҫумне яланлӑха тӗршӗнесшӗн, унпа пурнӑҫа пӗрле ҫавӑрасшӑн ҫунакан инкесемех е «пиҫсе ҫитнӗ, анчах татӑлмасӑр юлнӑ ҫырласем» — хӗрсем — «парка ӳснӗ ӗшнере» те тупӑнман.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ӑна уҫнӑ ҫӗре муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, администрацин строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗпе тирпей-илем управленийӗн начальникӗ Равиль Ямалетдинов, Турхан территори пайӗнначальникӗ Алина Антонова, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Семенов мӑшӑрӗпе, Раҫҫей спорт мастерӗ, Раҫҫей шайӗнчи категориллӗ судья Сергей Семенов, Иван Антонович мӑшӑрӗ Анисия Рыбкина тата ыттисем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тренерсене асӑнса - турнир // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51804-tren ... nsa-turnir

Ярусов ҫырӑвне тӗлӗнсе вуларӗ Курмышов: партком секретарӗ ӑна «асӑрханса та тирпейлӗн, хӑй ҫинчен усал сӑмах сартармасӑр» ӗҫлесе пурӑнма сӗнет; хӑшӗсем «Тылымри комиссара парткомра сӳтсе явма» сӗнеҫҫӗ иккен те — вӑл вӗсемпе нихҫан та килӗшмӗ, мӗншӗн тесен ҫирӗп шанать Курмышова, анчах, татах асӑрхаттарать Ярусов, «треста ырӑ мар сас-хура ҫитермелле» ан тутӑрччӗ урӑх, ҫитменнине, вӗсен хӑйсен те трестра «лару-тӑру чаплах мар» иккен…

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Василий Краснов-Асли, Леонид Агаков, Александр Алка, Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккӑвӗ, Георгий Ефимов, Юрий Скворцов, Хӗветӗр Уяр, Анатолий Емельянов, Анатолий Кибеч, Александр Галкин, Василий Давыдов-Анатри, Мария Волкова, Мария Ухсай, Александр Кӑлкан, Юрий Сементер, Николай Теветкел, Лаврентий Таллеров, Любовь Мартьянова тата ытти вун-вун пултаруллӑ сӑмах ӑсти хӑйсен литература ӗҫӗсене чӑн малтан «Тӑван Атӑл» журналта кун ҫути кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Пурнӑҫра, чӑнах та, ниепле ӗненмелле мар ӗҫсем пулса иртнӗ: салтаксем хӑйсен амӑшӗсемпе ашшӗсене шыраса тупма масар шӑтӑкӗсенчен тухса тӑнӑ, ашшӗсем вара, хӑйсем вилнине куҫ кӗрет курнисем каласа кӑтартнисене сирсе ярса, шурлӑх шывӗпе тулнӑ фугас шӑтӑкӗсенчен, лачакасенчен, ҫуртсен ишӗлчӗкӗсем айӗнчен, вут-ҫулӑмпа ҫунса кӗлленнӗ, снарядсен осколкӗсемпе сухаласа пӗтернӗ ҫӗр айӗнчен, ҫӗрелле пусӑрӑнса анакан тар тӗтӗмӗ ӑшӗнчен тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Ҫуралнӑ ҫӗршывра» (1951) ятлӑ сӑвӑсен сборникӗнче вӑл Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ совет воинӗсем мирлӗ ӗҫе гвардилле хастарлӑхпа тытӑнни ҫинчен тулли кӑмӑлпа каласа парать: вӑрҫӑра танкист пулнисем тракторсемпе комбайнсем ҫине куҫса лараҫҫӗ, саперсем ҫӗнӗ кӗперсем тӑваҫҫӗ, кавалеристсем выльӑх-чӗрлӗх фермисенче ӗҫлеҫҫӗ, ҫапӑҫусенче чапа тухнӑ командирсене ял ӗҫченӗсем пысӑклатнӑ колхозсен председателӗсем пулма суйласа лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Нӑрваш Шӑхалӗнчи, Первомайскинчи, Турханти, Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш (ҫак кунхине те ФСКра ГТО нормативӗсене паратчӗҫ) тата Феизов ячӗллӗ Шӑнкӑртамри вӑтам шкулсенче, Пӑлапуҫ Пашьел, Ыхра Ҫырми, Сӑкӑт, Тутар Сӑкӑт территори пайӗсенче, Патӑрьелӗнчи тӗп больница, муниципалитет округӗн администрацийӗнче, 26-мӗш пушар чаҫӗн коллективӗсенче ГТО нормативӗсене тултарас тӗллевпе хастар ӗҫленине палӑртрӗ Анатолий Семенович.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗхре - пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51798-timl ... -yjtusem-3

Шыльӑк карти патне ҫитсе ӳксен, курчӗ: Полина аркисене кутӗк тытнӑ хура кӗрӗк тӑхӑннӑ, чӗркуҫҫийӗсенчен хуҫкаланкаласа, авӑнкаласа, аллисене кӗпе чӳхенӗ пек сулкаласа юрлакан туй арӑмӗсем, кӗвӗ ҫемипе шарттин-шарттин алӑ ҫупакансем, ӑмӑртса тӑпӑр-тӑпӑр, хоп-хоп ташша тӗвекен-сӗвекен, лапчӑна-лапчӑна илекен, сике-сике ҫавраҫил пек пӗтӗрӗнекен нухрат тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ каччӑсем хушшипе кӗлет патнелле кусӑрка ҫил ачилле кусать иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӑнаса тӑракан зонӑна вара 10 ҫухрӑм чикӗре вырнаҫнӑ ялсем кӗреҫҫӗ: Атнар ял тӑрӑхӗн Атнар сали, Иккӗмӗш Липовка, Туканаш, Сорӑм, Шорово ялӗсем; Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗн Уйпуҫ, Малиновка, Ҫӗн Ирчемес ялӗсем; Тралькасси ял тӑрӑхӗн Шуккакасси, Тралькасси, Карӑкҫырми, Мучикасси, Турхан, Кив Ирчемес ялӗсем; Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн Дубовка тата Пчелка ялӗсем; Пантьӑк ял тӑрӑхӗнчи Лоба тата Хватукасси ялӗсем; Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи Сӗнтӗкҫырми ялӗ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Питлӗхсӗр, ӑшӑ тытман баракӗнче (унӑн шӑтӑкӗҫурӑкӗсене питӗрнӗ-мӑкланӑ пулин те) хӑватлӑ, хаяр Хӗл Мучи хӑйӗн шатӑр-шатӑр сиввипе ҫамрӑксен кун йышши йывӑрлӑха та чӑтас тӳсӗмлӗхне те тӗрӗслерӗ: каҫсерен тимӗр кӑмакана «хырӑмӗ» хӗп-хӗрлӗ пуличченех хутсан та пӳлӗм ир енне (уйрӑмах кутсӑр-пуҫсӑр, сӗмсӗркке ҫил ачисем ҫак ҫурт витӗр харсӑррӑн вӑшлатнӑ тапхӑрсенче) самаях сӳрӗлсе янкӑртатрӗ, ҫавна пулах шыв пӑрланичченех сивӗнни те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пур енче те ҫӳллӗ-ҫӳллӗ тусем, тӑррисене шур мамӑк витнӗ тейӗн, кӑштах пӑхса тӑрсан — вӗсен ҫийӗнче супӑнь кӑпӑкӗ явӑнать пек; пӗр ик-ҫӗр метр анӑҫарах — тарӑн ҫырмара шыв юхать, ҫул хӗрринчен вунӑ-вунпилӗк утӑмранах вӗтӗ хӑвалӑх пуҫланать, темиҫе ҫӗрте пысӑк тӗмеске пур; тӗрӗссипе, вырӑнне тӳремлӗх тесе калама майӗ те ҫук, ик-виҫ ҫухрӑм тухӑҫалларахра пуҫланса каякан сӑрт-тусен хысакӗ майлӑрах вӑл, Тылым еннелле сӗвекленсе пыраканскер.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Вӗсене Физкультурник кунӗ ячӗпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, округӑн вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.А.Комиссарова, «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Л.М.Макарова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х. Денисов саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех