Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Кун йӗркинчи чи ҫивӗч ыйтусем: ҫурхи шыв-шур тапхӑрне ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярасси, ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру, районта Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне кирлӗ пек хатӗрленесси, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонне хутшӑнас ӗҫе ҫивӗчлетесси тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӗсемех акӑ мӗне лайӑх ӑнланма тивӗҫ: Акимов Курмышова тарӑхнӑран ҫеҫ участокри йӗркене хытарса лартрӗ, ҫынсене «сывлама та памасть», Курмышов ҫук пулсанах, ун кӑмӑлӗ лайӑхланӗччӗ, йӗркеллӗ канса, «культура ҫинчен манмасӑр», лайӑх ӗҫлесе илсе пурӑнӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫулӗ те унӑн ҫирӗмрен иртнӗ, малти сылтӑм ури уксахлани те кӑшт палӑрать — ҫапах та кӗлетки чипер: мӑйне кукӑртса тытать, пуҫне, мухтанса пек, сылтӑм еннелле пӑрса чупать — хуҫин сылтӑм аллинчи тилхепине куҫран ҫухатмасть, вӑл чӳхенсенех, лапчӑнса юртать.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

ТР социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ, Хусан хулин муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн Ӗҫтӑвкомӗн социаллӑ хӳтлӗх управленийӗн пуҫлӑхӗ Г.Т.Минкина каланӑ тӑрӑх, кӑҫал шӗкӗр хулара «Хусан – ырӑ ӗҫсен территорийӗ» девизпа ыр кӑмӑллӑх акцийӗсемпе мероприятисем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Хӗрсене вӑл курайми пулса ҫитнӗ, ма тесен ӑна ялан тенӗ пекех сӑн-питрен чиперрисем лекнӗ, анчах чунӗсемпе хӑвӑл евӗр пушшисем, хӑвӑртрах качча сиксе тухас тесе пӗр шухӑшсӑр ар ҫыхӑнӑвне кӗме хатӗр пулни тарӑхтарнӑ, пур хӗрсем те ҫапла-ши тесе пуҫне ватнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ун чухне, Пантиков тухса кайсан, Пятина йывӑр шухӑшсем сырӑннӑччӗ, тарӑху та ҫук марччӗ, редактора тавӑрса, хӑй шухӑшне ҫирӗплетме тӗслӗхсем тупса кӑтартма хушасшӑнччӗ, анчах стройуправленисенчен килекен ырах мар хыпарсем ӑна асӑрхануллӑ пулма хистерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫак питех те кисрӗнӳллӗ вӑхӑт, пысӑк пӗлтерӗшлӗ событисемпе пуян тапхӑр Чӑваш ҫӗршывне те пырса перӗнмесӗр хӑварман, кунта пурӑнакан мӗнпур ҫынсен кунҫулӗнче палӑрса юлнӑ, пӗтӗм пурнӑҫ йӗркине, авалтан пыракан йӑласене — пӗтӗмпех те тӗппипех улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Шкулсенче «ӳсӗм вырӑнӗсемсӗр», ятарлӑ лабораторисемсӗр, вӗренӳ класӗсемсӗр пуҫне вӗренӳпе производство класӗсем хастар йӗркеленеҫҫӗ, ҫакӑ шкул ачисене профессие маларах суйлама май панисӗр пуҫне вӑхӑтлӑх ӗҫлемешкӗн пӗрремӗш професси илме те пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/gazeta/12828-ch-vas ... rupa-tukhr

Хӑшӗ-пӗри, тӗмӗ е ҫӗр айӗнче-и, хӑйӑр тӗмески ӑшӗнче-и, йывӑҫ хӑвӑлӗнче-и, таҫта ҫӳлте йывӑҫ тӑрринче-и, хӑйӗн лӑпкӑ, хӳтӗ йӑвине кун ҫути тӗксӗмленмесӗр пӑрахса каймасть), вара чак вӑрманӑн хатарлӑ тӗттӗмлӗхнелле ҫутта йӳней хатӑррӑн, мӑйӑрласа кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл, ҫак пӑр сӑвая килсе ан ҫаптӑр тесе, пакурпа ун ҫулне айккинерех пӑрса яма тӑчӗ, анчах шутланӑ пек пулмарӗ: шӑнса ларнӑ ҫӑпати пӑрлӑ хӑма ҫинче шуса кайрӗ те, карлӑкран та, сӑвай юпинчен те тытса ӗлкӗреймерӗ — ури-аллисене чармакласа, Палас тӗпне чӑмрӗ…

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак кунхине пограничник-ветерансемпе ашшӗ-амӑшӗ умӗнче чикӗ хуралӗнчи салтаксен унчченхи тата хальхи ҫи-пуҫне, пограничниксен символика-юпине, иртнӗ ҫул хамӑр вӑйпа кӑларнӑ «Я служил на границе» кӗнекене тата ыттине те музей фондне управа парнелерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat

Ӗнтӗ тӗпри туй шавӗ ҫеҫ мар, кашни урамрах, кашни килте тенӗ пекех шӑпӑлтатни-шӳтлени, купӑс кӗввипе юрлани-ташлани, савӑнни-кулни, тӑванла-пӗлӗшле ырӑ сунӑм, кӗреке калаҫӑвӗсем илтӗне пуҫларӗҫ — чӑвашӑн ӗмӗрсенчен пыракан ҫакнашкал йӑли ҫапла сас парать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Альберт Кузьмина, «Турхан» ЯХПК председательне Николай Михайлова, кӳршӗ ялта пурӑнакан Григорий Прокопьева, Александр Васильева тата ҫак пархатарлӑ ӗҫрен айккинче тӑрса юлман кашни ҫынна чӗререн тав тӑватпӑр, — палӑртаҫҫӗ хастарсем.

Куҫарса пулӑш

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Пирӗн паттӑр ентешӗмӗре — Арапуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 2022 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчен мобилизаци йӗркипе Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Евгений Николаевич Ларионов сержанта РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе ҫак кунсенче «Хӑюлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар задачисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлать // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12351-car-za ... -purn-clat

Ачасене пӗлӳ парас енӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене сарасси, районти вӑл е ку учителӗн паха опычӗсемпе паллаштарасси, предметсене вӗрентнӗ чухне темӑсене туллин уҫса парса ачасем патне пуриншӗн те ӑнланмалла илсе ҫитересси тата ытти нумай ыйтупа тимлеме тивет.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Кунта кӗнӗ ҫыннӑн кашниннех вӑхӑчӗ питӗ те шутлине кура тӑркач тӳрех мала иртме, диспетчерсене сӑмах хушма хӑяймарӑм эпӗ, ҫавӑнпа алӑк патӗнче кӑштах тӑтӑм та, кирлӗ пулсан тем чухлӗ те кӗтме хатӗр ҫын пек, пӗртен-пӗр пуш пукан ҫине лайӑхах вырнаҫса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Э-э, Кӗркури, ку перекет мар вара», — сас кӑлармасӑр ӳпкевлӗ-сивлеклӗ куҫӑма сиктеретӗп эпӗ кил хуҫи ҫине, унтан, инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшма татах та витӗмлӗрех япала шыраса, урайӗнчи чӗрӗ ҫӗрулми тултарнӑ мӑн чашӑк патне ыткӑнса ҫитрӗм те кукленсе лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Михаил Васильевич тата Аньхой провинцийӗн кӗпӗрнаттӑрӗн заместителӗ Лю Ли ЧР Министрсен Кабинечӗ тата Китайри Аньхой провинцийӗн Халӑх правительстви суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника тата гуманитари енӗпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӗсем темиҫе ушкӑна пайланса ял тӑрӑхӗсене ҫитрӗҫ, халӑхпа тӗл пулса информкун темисене - ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелесси, ҫурхи ака ӗҫӗсем, ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑхӑтри пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, ЧР Министрсен Кабинечӗн 2018 ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем - сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чылай ҫитменлӗх тупса палӑртрӗҫ // А.ОРИНОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Радио тӑрӑх КПСС Центральнӑй Комитечӗ партин XXII съездне туса панӑ отчета, партин ҫӗнӗ Программипе Уставӗн проекчӗсем ҫинчен тунӑ докладсене тата ҫӗнӗ Программӑпа Устава вуласа панӑ, съезд ҫинчен информацилле пӗлтерӳсемпе дневниксене тӑтӑшах парса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех