Кӗскисем
Малтан темле юрӑсен альбомӗ пекки пуль тенӗччӗ, анчах та вырӑнӑн-вырӑнӑн строфасене тем тӗрлӗ тӳрлетсе пӗтернине, хуша-хуша ҫырнисене курсан: «Хӑ, поэтесса пулса тухмарӗ пуль тата ку ман апӑрша?» — терӗ лесник, шутсӑр тӗлӗнсе, вара вулама пикенчӗ.
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
2005 ҫултанпа ветерансен вырӑнти советне Л.М.Тихонова (Ҫӗнӗ Шӑхран), В.В.Микенина («Слава» ЯХПК), Е.В.Сергеева («Луч» ЯХПК), В.И.Тяканова (Ҫӗнӗ Сӗнтӗр), А.С.Васильева (Хирти Мӑнтӑр), В.Г.Портнов (Ҫӗнӗ Кипеҫ), М.И.Михайлова (Аслӑ Ҫӗрпӳел) ӑнӑҫлӑ ертсе пыраҫҫӗ.
Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/
1) тӑван чӗлхе сӑмахӗсем (халӑх терминӗсем): ҫӗр, типҫӗр, ҫеҫенхир, шыв, юханшыв, вар, ҫырма, юхӑм, кӳлӗ, шурлӑх, тинӗс, утрав, пыр, тӳрем, айлӑм, лапӑ, ту, сӑрт, ҫурҫӗр, кӑнтӑр, хӗвеланӑҫ, хӗвелтухӑҫ, уйӑх, хӗвел, ҫӑлтӑр, алтӑр ҫӑлтӑр, ҫурҫӗр ҫӑлтӑр т. ыт. те;
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Удмурт Республикипе юнашарах вырнаҫнӑ хулара ҫур ӗмӗр ытларах каялла Кама ҫинчи чи хӑватлӑ Воткинск гидроэлектростанцие хута янӑ, 1980 ҫулта физкультура институчӗ уҫӑлнӑ, пирӗн саманара вара сӑрт-ту йӗлтӗрҫисен тата биатлон центрне туса пӗтернӗ.
Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.
Буржуйсем, хӑйсен авалхи пек хресченсемпе ӗҫлекенсене пусмӑрласа пурӑнмалли йӗрке пӗтнине кура, кивӗ ҫартан юлнӑ офицерсене тата юнкерсене пухса, ӗҫлекенсемпе хресченсен Канашӗ ирӗкне хирӗҫ хӗҫ-пӑшалпа тӑчӗҫ, Канаш ирӗкӗпе вӑрҫӑ тапратса ячӗҫ.
Юпа уйӑхӗнчи революци виҫҫӗмӗш ҫула кӗрет // А. Краснов. «Сунтал», 1919 ҫул, чӳк уйӑхӗ, 5№. — 131–133 с.
Укҫа тытса курман пӗр-пӗр айвана тата улшуҫсем кӗмӗл укҫа вырӑнне ниме тӑман ҫеҫтенкӗ тыттарса хӑвараҫҫӗ те лаша илеҫҫӗ е хӑйсем тӳленӗ укҫапа мӑкӑрич тӑваҫҫӗ, ут хуҫине тӑватӑ уран тӑракан пуличчен ӗҫтерсе ӳсӗртсе кӗсье тӗпӗсене якатса каяҫҫӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Хӑйне хӑмасемшӗн ятласран хӑраса, Яков Петровича ертсе килнӗ пулмалла», — кулса илчӗ ӑшӗнче Анатоли, Марина Петровнӑпа Валинкка тумӗсене улӑштарма кӗнӗ малти пӳлӗм алӑкӗ умӗнче вӑйлӑ кӑтра ҫӳҫне якаткаласа тӑракан Леонид Федорович ҫине пӑхса.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
— Нимене килнӗ пӗтӗм йыш пӗчӗк ушкӑнӑн апатланнӑ хушӑра кӗрхи кун, ҫерҫи сӑмсинчен те кӗскескер, иртрӗ те кайрӗ, тет, — хушса хучӗ те Пруткин текенни, унта-кунта ахӑл-ахӑл кулма тытӑннине илтсе шӑпланчӗ, хӑй те кулкаласа, енчен енне пӑхкаласа тӑчӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Даллес ҫапла каланӑ: юлашки вӑхӑтра Пӗрлешӳллӗ Штатсем виҫӗ хутчен — Корейӑра, Индо-Китайра тата Тайвань районӗнче — «вӑрҫӑ пуҫланас патнех» ҫитсе тӑчӗҫ, анчах «чарса тӑракан» ӗҫсем пулӑшнипе виҫӗ хутӗнче те вӑрҫӑ пуҫланассине сирсе ячӗҫ, тенӗ.
Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.
Хӑнасемпе пушарнӑйсем, пушар хуралӗн ветеранӗсем Елчӗкри культура ҫурчӗн фойинче пушара, ытти чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва хирӗҫ кӗрешекенсен ӗҫӗ-хӗлӗпе, ҫамрӑк пушар дружинисен хушшинче йӗркеленӗ конкурссен ӳкӗрчӗкӗсемпе интересленсе паллашрӗҫ.
Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Оля, укҫа хума панӑ йӑлтӑркка сумкине, амӑшӗнчен карт туртса, ывӑтса янӑ, каҫхи апатне шӑкӑр-шакӑр пуҫтарса, кухнине кӗртсе лартнӑ, сивӗ тытнӑ чухнехи пек чӗтресе, укҫа ҫухатаканпа вӑхӑт ирттернин усси ҫуккипе упӑшкине кино курма илсе тухса кайнӑ.
Юрать-ха, мунчине сутмарӗҫ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 144–156 с.
Ҫӗре пулӑхлатмалли кальциллӗ хутӑшсем ҫаксем: кальцит, акшар тӑмӗ, доломит ҫӑнӑхӗ, сӳнтернӗ тата сӳнтермен извеҫ, сланец кӗлӗ, цемент тусанӗ, торфотуф /торф кӑларакан вырӑнсенче аялти сийӗ/, кӳлӗ извеҫӗ /авал кӳлӗ пулнӑ вырӑнсенче кӑлараҫҫӗ/, гипс.
Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№
Очеркпа ҫыхӑннӑ пӑшӑрхану-хумхану, паян стройкӑра ҫӳренисем таҫта аякка-аякка, иртнӗ вӑхӑта, чакса кайрӗҫ, кунта эпӗ урӑх нимшӗн те мар, пӗр Григориу ҫуралнӑ куна паллӑ тума ҫеҫ килнӗн, ҫак телейлӗ мӑшӑр телейӗпе савӑнма ҫеҫ килнӗн туйӑна пуҫларӗ.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ку таврана пӗрремӗш хут килсе тухнӑ ҫын, пӗр-пӗр ҫӳллӗрех сӑрта хӑпарса тӑрсан, хӑй тавра тӗлӗнмелле ӳкерчӗк курать: пӗлӗтелле кармашнӑ нефть вышкисем, кунӗн-ҫӗрӗн нефть уҫлакан насуссем, пӑрӑх хума горизонтран горизонта ҫити чавнӑ траншейӑсем…
Пушкӑрт ачи // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Кӗтне ҫинче те пулса кур, Сергей Тихоновичӑн вилтӑприйӗ ҫине те пырса пӑх, Петр Семеновичпа пӗрле мотоцикл ҫинче те кисренсе ҫӳре, эпир генералпа утакан сукмака та шыраса туп, Атӑл ҫинчи йӑмраллӑ-хурӑнлӑ ялти «Светланка» чечекӗсене те кайса кур…
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫак пилӗк ҫул хушшинче республикӑри муниципалитет пӗрлӗхӗсенче 13 пин ытла предприниматель сехечӗ ирттернӗ, 20 пин ытла проекта пӑхса тухнӑ, вӗсенчен пурнӑҫланӑ проектсем 50% ытла, инвестици сумми - 114,1 миллиард тенкӗ, 26 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.
Радий Хабиров Пушкӑртри бизнес-шерифсен институтне хакланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/novosti/2024 ... an-4007331
И.С. Дубанов тӗпчевҫӗ хӑйӗн «Топинимический словарь» кӗнекинче пирӗн районти Киччӗ, Красноармейски тӑрӑхӗнчи Шӑпӑрлӑвар, Каҫал таврашӗнчи Асанкасси, Элӗк тата Пизенер Туктамӑш ялӗсен ҫумӗнчи Эрех ҫырмисен пӗлтерӗшне эрех юхтарнипе ҫыхӑнтарнӑ.
Йӗрӗх ҫырмисенче эрех юхтарнӑ-и? // Владимир ШАКРОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... uhtarna-i/
«Ку ҫуртра 190 хваттер. Патшалӑх хӑй ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫланӑ. Ҫынсене пурӑнма хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче халӑха патшалӑх хваттерпе тивӗҫтерме шантарни, пурнӑҫа кӗни паха», - тесе хушса каланӑ Олег Николаев.
Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl
Ҫапла ӗнтӗ, кирек мӗнле чӗлхене, вӑл шутра чӑваш чӗлхине те, социолингвистика тӗлӗшӗнчен, урӑхла каласам унӑн обществӑри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ енчен, тӗпчес тетпӗр пулсан, чи малтан вӑл (чӗлхе) хӑйӗн функцийӗсене мӗнле формӑпа пурнӑҫланине пӗлмелле.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Савелийпа София Белковсем ытти чухне Мускавра пурӑнаҫҫӗ, Иван Хрисанов Атнаша Самара хулинчен канма килнӗ, Илья Чернов — Шупашкар каччи, Арсенийпа Ульяна Мартыновсем Канашран килсе ҫӳреҫҫӗ, Игнатпа Милана Касьяновсем Шӑхасан салинче пурӑнаҫҫӗ.
Сывлӑх кунӗ ачасене савӑнӑҫ кӳнӗ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81%d1% ... ay%d0%bde/


