Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Халап мар вӗт-ха вӑл, чӑн япала: чӑваш ачисем Тутаркаса пырса кӗрсен, тутар ачисем вӗсене чулпа пенӗ, хӑйсем чӑваш ялне пырса кӗрсен, лешсем вӗсене ҫӗҫӗпе хӑваланӑ, икӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринне выльӑхӗсене вӑрланӑ, лаша вӑрлани те пулкаланӑ, пасарта-мӗнре ҫапӑҫса кайсан, чӑвашсем тутарсене, тутарсем чӑвашсене вӗлерес пек хӗненӗ, ҫӗрле ҫурчӗсене вут тӗрте-тӗрте янӑ, икӗ ял айккинчи улӑха кашни ҫул тенӗ пекех юнпа хӗретнӗ, утта пӗр ҫулхине, маттуртарах пулса, атӑлкассем ҫулнӑ, тепӗр ҫулхине, пуртӑсемпе хӑратса, тутаркассем пуҫтарса кӗнӗ, лашасемпе выртма каяс умӗн ачасем кашни ҫулах ваттисенчен «Кӑҫал ҫаран камӑн пулать?» тесе ыйтнӑ, выртма кайсан та атӑлкассем килсе тапӑнасса кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӗпрел лесничествин участокри вӑрманҫине Сагит Зиннурович Махмутова; «АгроТрансПорт» обществӑн тракторист-механизаторне Ильмас Анверович Низамова, Анат Чакӑ ял библиотекин заведующине Владимир Васильевич Токмакова; Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн «Государев Амбар» обществӑн ӗҫ сыхлавӗ енӗпе специалистне Лилия Рафаэловна Гиматдинована, «АгроТрансПорт» обществӑн тракторист-механизаторӗсене Юрий Петрович Биктирякова тата Анатолий Петрович Хохлова, «Цильна» обществӑн ветеринари фельдшерне Ильнар Рустемович Ситдикова, хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫине Ильгам Диганшинович Халимова Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Тавне тата Тав ҫырӑвӗсене пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫӗсене хисеплесе // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634

«Хаҫатра ӗҫлеме татах та интереслӗрехчӗ. Ирхине 5 сехетрех районти ялхуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле колхозсемпе совхозсенчи фермӑсене ирхи сӑвӑма тухса каяттӑмӑр. Унти лару-тӑрупа тӗплӗн паллашаттӑмӑр. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртса, вӗсене ҫийӗнчех пӗтерес тесе район хаҫатӗнче ҫырса кӑтартаттӑмӑр. Фермӑсене - хӗле, ялхуҫалӑх техникине ҫур акине мӗнле хатӗрлени ҫинчен рейд материалӗсем тӑтӑшах ҫыраттӑмӑр. Паллах, критикӑлла материалсем пирки хӑш-пӗр хуҫалӑхсен руководителӗсем кӑмӑллах пулман ӗнтӗ. Хаҫат пулӑшнипе район руководителӗсем ҫавӑн пек пуҫлӑхсене вырӑна лартнӑ, ҫитменлӗхсене ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтерме хушнӑ», - калаҫӑва малалла тӑсать Вячеслав Григорьевич.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Вӗсем: С.А.Алиуллов («Дружба»), И.Н.Евгеньев («Гигант»), Н.К.Крылов («Знамя»), Н.Д.Краснов («Россия»), В.Я.Титов («Заветы Ильича»), М.М. Гибатдинов («Алга»), М.М.Сурнаев («Луч»), М.А.Маторин («Заря»), И.Ф. Мулгачев («Урожай»), Т.П.Казаков («Красный Октябрь»), Д.Г.Герасимов («Восток»), В.Т.Краснов («Комсомольский» совхоз), П.И.Сорокин («Агропромхимия»), И.Ф.Гоголев (Комсомольски вӑтам шкулӗ), М.В.Орлов (КПСС парти райкомӗ), М.П.Боровков (сӑра тата тутлӑ шывсен завочӗ), П.П.Порфирьев (РАПО), Г.В.Краснов (МПРЭО), Л.А.Драндров (МПМК), Н.Е.Браницын (райпо), О.И.Кульгеева (РСУ), Т.Г.Краснова («Эмитрон»), В.К.Кудрявцев (РТП), В.Е.Воронов (райӗҫтӑвком), А.А.Микенина (ҫыхӑну узелӗ), А.Г.Скворцова (Комсомольски ял Совечӗ), В.П.Ефремова (РБУ).

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

РФ Ҫурт-йӗр Кодексӗн 161 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн вӗсем ҫакна виҫӗ меслетпе тума пултараҫҫӗ: хваттерсен шучӗ 30-тан ытларах пулсан патшалӑх ҫуртӗнче пурӑнакансен харпӑрлӑх хуҫисене тӳрремӗнех тытса тӑни (непосредственное управление собственниками помещений в многоквартирном доме, количество в котором составляет не более чем 30); пурӑнмалли ҫурт-йӗр хуҫисен юлташлӑхӗпе е пурӑнмалли ҫурт-йӗр кооперативӗпе е ытти специализациленӗ потребитель кооперативӗпе управленийӗ туни (управление товариществом собственников жилья либо жилищным кооперативом или иным специализированным потребительским кооперативом); организацин управляющийӗн управленийӗ (управление управляющей организацией).

Куҫарса пулӑш

Хуҫасӑр ҫурт юхӑнать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51869-khuc ... t-yukh-nat

Ку списока тата та малалла тӑсма пулать. Вӗсенчен пӗри вӑл - Елизавета Федоровна Васильева - филологи наукисен кандидачӗ, доцент, Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Ҫынни питӗ ырӑччӗ. Кашниех унӑн ырӑ ятне чӗрере упрать, - терӗ Геннадий Дегтярев хӑйӗн вӗрентекенӗ пирки. Елизавета Васильевӑн ҫутӑ сӑнарне тӑванӗсем, юлташӗсем, хӑй вӑхӑтӗнче ун патӗнче вӗреннӗ, халӗ округри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем аса илчӗҫ. «Елизавета Федоровна хӑй вӑхӑтӗнчен маларах утнӑ ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та унӑн ӗҫӗсене тӗпчесе те ҫитереймен-ха. Паянхи куна тата икӗ ал ҫырӑвӗ упранать, вӗсене пичетлесен татах пуҫтарӑнса калаҫӑпӑр», - терӗҫ пӗр ҫемьери пек ӑшшӑн иртнӗ тӗлпулӑва вӗҫлесе.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ячӗ халӑхра упранать // Марина МИХАЙЛОВА. https://cv42027.tw1.ru/yira-yache-xalaxr ... ranat.html

Хаҫатсенчен эпир ҫакӑн пек тӗслӗхсем ҫырса илтӗмӗр: ҫуртсем тӑвакан завод, резецсем тӑвакан завод, приборсем тӑвакан завод, машинӑсем тӑвакан завод, вагонсем юсакан завод, ҫурма фабрикатсен комбиначӗ, бульдозерсен машинисчӗсем, автокрансен машинисчӗсем, экскаваторсен машинисчӗсем, хурансен машинисчӗсем, модӑсен ателйи, катушкӑсен намотчикӗ, вагонсем сӳтекен цех, вагонсене ҫуса тасатакан машина, автомобильсен водителӗсем, автомобильсене юсакан слесарьсем, трамвайсемпе троллейбуссене юсакансем, мастерсем-сантехниксем, инженерсем-сметчиксем, инженерсем-водопроводчиксем, оюлицовщиксем-плиточниксем, автобуссене ҫӑвакан, ҫусен (вырӑсла масло) технологийӗ, сувенирсен фабрики, машинӑсен паркӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Текстне пӗр улӑштармасӑр илсе кӑтартатӑп: «Прохоров Василий Матвеевич, 1921 ҫулта ҫуралнӑ, рядовой колхозник пулса ӗҫлет, партире тӑмасть. 1946 ҫулта бригадӑри ӗҫсене салатса янӑшӑн бригадиртан кӑларнӑ.1948 ҫулта халиччен пурӗ те 19,8 ӗҫкунӗ кӑна тунӑ. Эпир пурте пӗлетпӗр, вӑл аманса пӗтмен, армире служит туман. Вӑй питти ҫын. Хальхи вӑхӑтра колхозра пачах ӗҫлемест, урӑх ҫын патӗнче платникре ӗҫлесе ҫӳрет тата хӑйшӗн Чиркин лесник патӗнче ӗҫлет. Прохоров Василин арӑмӗ те колхозра ӗҫлемест. Ӗҫкун тумаллли минимума тултарман пулсан та Прохоров Васили 0,25 га улма пахчипе усӑ курать. Вӑл государство умӗнчи парӑмсене пурнӑҫлама пуҫӑнманпа пӗрех. Сӑмахран, сӗт 150 литр вырӑнне пӗр литр та паман. 50 ҫӑмарта та паман».

Куҫарса пулӑш

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur

«Республика пурӑнмалли вырӑн тӑвассипе курӑмлӑ ҫитӗнӳ тӑвать, — терӗ М.Игнатьев. — Кашни ҫын пуҫне ӑна хута ярасси федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракан регионсен йышӗнче шутланать. Раҫҫей строительство министрӗ Михаил Мень пушӑн 10-мӗшӗнче, эпӗ унпа курнӑҫнӑ чухне, ҫӗршыври ансат мар экономика лару-тӑрӑвне пӑхмасӑр Чӑваш Ен строительстви, вӑл шутра пурӑнмалли вырӑн хута ярассипе, пысӑк калӑпӑшлӑ пулнине палӑртрӗ. Нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсем хӑпартассипе пӗлтӗр ӳсӗм ҫулӗпех талпӑннӑ: строительство калӑпӑшӗ 2014 ҫултинчен 19% пысӑкрах. Ҫав вӑхӑтрах хваттер ыйтӑвне татса парас текенсен тупӑшӗ пӗчӗкленнине шута илсе уйрӑм ҫынсем валли пурӑнмалли вырӑн виҫӗмҫулхинчен 29% сахалрах тунине йышӑнатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Мобильлӗ бригада диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрне кӗрекен ӗҫсене ҫыннӑн ӳсӗмне кура пурнӑҫланӑ: функционаллӑ тата лаборатори диагностики ирттернӗ, ҫав шутра анализсем те илнӗ, куҫӑн шалти юн пусӑмне тӗрӗсленӗ, врач-терапевт консультаци панӑ. Кашни тӑваттӑмӗш ҫыннӑн йывӑр чир пуҫланас хӑрушлӑх пур. Кун пек пациентсене диспансеризацин иккӗмӗш тапхӑрне яратпӑр. Ҫавӑн пекех ӗҫлекенсене флюорографи тата маммографи меллӗ вӑхӑтра тухма май паратпӑр. Почта ӗҫченӗсене чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсенчен сыхланас тесен мӗн тумалли, гипертони кризӗ, ҫивӗч коронарлӑ синдром тата пуҫ мимин юн ҫаврӑнӑшӗ тӑрук пӑсӑлсан мӗнле пӗрремӗш пулӑшу памалли ҫинчен каласа панӑ», — пӗлтерет больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫе пырсах сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

«Шкулпа ача сачӗ хушшинче уйрӑмлӑх пысӑк. Малтанах, паллах, пӗчӗккисемпе ӗҫлеме йывӑрччӗ. Юнашар опытлӑ пулӑшакансем пулни, ачасене хытӑ юратни ӗҫе хӑнӑхма пулӑшрӗҫ. Халӗ вара хама урӑх вырӑнта курмастӑп та. Манӑн анне те вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Вутланри ача ҫуртӗнче тӑлӑх ачасене пӑхнӑ. Ҫулсем иртсен те вӗсем пирки пӑшӑрханатчӗ. Ачасене юратасси ҫапла йӑхран-йӑха куҫать пулӗ. Хамӑн хӗрсем те воспитатель профессине суйласа илчӗҫ. Эпӗ хамӑн ӗҫпе хӑпартланатӑп. Ача садне куллен ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа ҫитетӗп. Кунта мана пӗчӗккисем йӑл кулӑпа кӗтсе илни савӑнтарать, вӗсен хаваслӑ сасси хавхалантарать. Манӑн тӗллев — вӗсене лайӑххине, ыррине вӗрентесси, тавракурӑмне ӳстересси, тӗрлӗ енлӗн аталантарасси», — тет юбиляр.

Куҫарса пулӑш

Яланах ачасем хушшинче // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%8f%d0%b ... %87%d0%b5/

Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн С.В. Захарован парнисене ҫӗнсе илессишӗн, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Н.И. Пуклакова асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусем, СССР спорт мастерне Н.Гренадерские асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. СССР спорт мастерӗсене С.С. Уливанова тата Н.А. Сейфуллина асӑнса самбо енӗпе турнирсем, Олимп чемпионӗн В.С. Соколовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн бокс енӗпе турнир йӗркелетпӗр. Унсӑр пуҫне йӗлтӗрпе чупса мала тухассишӗн Вӑрмар округӗн чемпионачӗсем, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем хушшинче «Активлӑ вӑрӑм ӗмӗр» фестивальсем, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн мини-футбол енӗпе турнир тата ытти мероприятисем те иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Депутатсен Пухӑвӗн ларӑвӗнче Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗн ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен сектор заведующийӗ Алевтина Медведева Чӑваш Республикинчи Патӑрьел муниципалитет округӗнчи муниципаллӑ пурлӑха 2024 ҫулта приватизацилемелли планпа, 2025-2026 ҫулсенче муниципаллӑ пурлӑха приватизацилемелли тӗп енсем, ҫавӑн пекех Патӑрьел муниципалитет харпӑрлӑхӗ шутланакан пурлӑха 2025 ҫулта приватизацилемелли прогноз планӗ тата 2026-2027 ҫулсенче приватизацилемелли тӗп енсем, муниципалитет пурлӑхне шута илмелли Положение ҫирӗплетесси, муниципалитет округӗн администрацийӗн право тата кадр ыйтӑвӗсен пай начальникӗ Наталия Каргина муниципалитет округӗн Уставне улшӑнусем кӗртесси пирки тухса каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ ҫулхи бюджета йышӑнчӗҫ // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52088-vic- ... jysh-nch-c

Эсӗ: «Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — чей кашӑкӗ ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса тупнӑ хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, кӗрнеклӗ, вӑйлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр, чирлӗ; пӗрисем хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — чӑлах, илемсӗр, асси; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем — юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат… Апла пулсан, пӗрисемшӗн ҫӑтмах ҫӗр ҫинче те, леш тӗнчере те, теприсемшӗн — леш тӗнчере ҫеҫ. Ку питӗ пысӑк танмарлӑх вӗт-ха», — терӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

- Преступниксем банк, право хуралӗн сотрудникӗ, патшалӑх ҫӑмӑллӑхӗ кӳрекен работник тесе шӑнкӑравлаҫҫӗ, сирӗн ятпа пӗрисем кредит илесшӗн пулнине пӗлтереҫҫӗ, укҫа-тенкӗне тӑшмансен патшалӑхне куҫарса панӑ тесе те айӑплаҫҫӗ; сутуҫӑсем тӳлевсӗр сайтри пӗлтерӳпе тавар туянакансене укҫине маларах куҫарма е тата укҫа куҫарма банк карттин реквизичӗсене ыйтаҫҫӗ, ярса панӑ каҫӑм (ссылка) урлӑ ӗҫ тума хушаҫҫӗ те перекетри укҫана касса илеҫҫӗ; сотовӑй компанинчен сим-карттӑн срокне тӑсас тесе улталаҫҫӗ; компьютер вӑййисем урлӑ ачасене мӗн те пулин туянма ыйтаҫҫӗ; ватӑ ҫынсене вӗсен ҫывӑх ҫынни аварие ҫакланнӑ, ҫак ыйтӑва татса пама укҫа кирлӗ тесе суяҫҫӗ; ҫӗмӗрнӗ аккаунтсем урлӑ кивҫен укҫа куҫарттараҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ултав ҫӗр ҫулпа, чӑнни пӗр ҫулпа утать... Е мошенниксенчен мӗнле хӳтӗленмелле? // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52454-ulta ... t-lenmelle

От лица командования и личного состава войсковой части - полевая почта 29681 хочу выразить искреннюю благодарность за Вашего сына, нашего сослуживца сержанта Петрова Ивана Валерьевича - участника Специальной военной операции на Ореховском направлении Запорожского фронта. Сегодня он с честью, с оружием в руках выполняет все поставленные перед ним задачи. Защищает мирных жителей, женщин и детей, не дает в обиду стариков. Мы очень признательны Вам, ведь благодаря Вашему воспитанию сержант Петров Иван Валерьевич является опорой не только государства, но и нашего будущего - наших детей, родных и близких. В годы Великой Отечественой войны деды перегрызли глотку фашистской гадине. Их подвигами гордится не одно поколение!

Куҫарса пулӑш

Ентеш черетлӗ отпускра пулчӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12724-entesh ... skra-pulch

От лица командования и личного состава войсковой части - полевая почта 29681 хочу выразить искреннюю благодарность за Вашего сына, нашего сослуживца сержанта Петрова Ивана Валерьевича - участника Специальной военной операции на Ореховском направлении Запорожского фронта. Сегодня он с честью, с оружием в руках выполняет все поставленные перед ним задачи. Защищает мирных жителей, женщин и детей, не дает в обиду стариков. Мы очень признательны Вам, ведь благодаря Вашему воспитанию сержант Петров Иван Валерьевич является опорой не только государства, но и нашего будущего - наших детей, родных и близких. В годы Великой Отечественой войны деды перегрызли глотку фашистской гадине. Их подвигами гордится не одно поколение!

Куҫарса пулӑш

Ентеш черетлӗ отпускра пулчӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12724-entesh ... skra-pulch

Вӗрентӳ тытӑмӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Чӗчкен тӗп шкулӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекене И.Р.Мингалеевӑна, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхин вӗрентекенне Т.В.Тимофеевӑна, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн учитель-логопедне Т.Н.Герасимовӑна, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн музыка учительне Е.В.Федотова, Хирти Явӑш тӗп шкулӗнчи кӗҫӗн классен вӗрентекенне Г.Р.Фаряховӑна, Хырхӗрри тӗп шкулӗнчи кӗҫӗн классен вӗрентекенне Н.М.Лукияновӑна, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн поварне Н.С.Индюковӑна, Александровка тӗп шкулӗн директорне Е.Н.Соколовӑна, «Радуга» ача сачӗн воспитательне Т.А.Саванинӑна, Урмаел вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классене вӗрентекен А.Х.Тукаевӑна Комсомольски муниципаллӑ округӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Уявпа вӗсене муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, администрацин финанс пайӗн начальникӗ Светлана Чернова, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу кӳрекен «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» патшалӑх фончӗн Чӑваш Енри филиалӗн Патӑрьел округӗнчи социаллӑ координаторӗ Алена Петрова, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн Патӑрьелӗнчи уйрӑмӗн председателӗ Алена Горшкова, муниципалитет округӗнчи Ашшӗсен канашӗн председателӗ Николай Андреев, Улатӑр тата Пӑрачкав епархийӗн III округӗн благочиннӑйӗ, Патӑрьелӗнчи Турӑ Амӑшӗн Державная турӑшӗ ячӗллӗ чиркӳ настоятелӗ Александр Синяков иерей, Чӑваш Енри мӑсӑльман тӗн управленийӗн председателӗ Мансур хазрат Хайбуллов саламласа ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ҫывӑх ҫыннисене - уяв саламӗ // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52921-patt ... uyav-salam

Унти «Демографическая карта республики» пайра ҫапла калани пур: «После того, как были сооружены Карлинская, Тетюшская и Алатырская засеки, южные края стали безопасными для оседлого земледелия. И хотя некоторая часть приказанско-заказанских чувашей-язычников возвращается в XVI-XVII веках в Закамье, другие их группы переселяются на территорию Чувашии, деревни: Старые Шигали, ныне Анчикасы Цивильского района, Дальние Шигали, ныне Ямбахтино Вурнарского района (халӗ пирӗн районта), Ближние Сормы Канашского района, а также Старая Сорма (на реке Кувагале). Переселенцами из Казанского уезда основаны деревни Мамышево, Большие Мамыши Чебоксарского района, Татмыш-Ягутли, ныне слившаяся с селом Янгличи Канашского района и т.д.».

Куҫарса пулӑш

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех