Кӗскисем
Анне тутлӑ апатпа сӑйлать, хуралнӑ кӗпе-йӗмсене ҫӑвать, кашнинех кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса пуҫсенчен ачашлать.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Йӗкӗт ҫук-ҫук та хӗрӗн мӑкрӑлса тӑракан кӑкӑрӗсем, хулӑнланса хӑпаракан урисем ҫине вӑрттӑн пӑхкаласа илет.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Арсен Ваганович лабороторине таврӑнсан хӑй патне Ҫинукпа Кирюка чӗнсе илчӗ, кӗскен ректор хушӑвне пӗлтерчӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Шанатӑп, Сере… — вӗҫлеймерӗ калас сӑмахне Света, каччӑ каласа пӗтерме май памарӗ: тута ҫумне тута ҫыпӑҫрӗ.
Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив
Романти ытти пархатарлӑ сӑнарсем те хастар чун-чӗреллӗ, пысӑк ӗмӗт-тӗллевлӗ, вулакансен кӑмӑлӗпе килӗшӳллӗ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Энӗшкасси ялӗн ӗлӗк-авал ҫӗр нумай пулни тата вӑл ҫӗре мӗнле ҫухатни ҫинчен те ял хушшинче тӗрлӗ халап ҫӳрет.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Михаил Ульянов, Василий Лановой, Юрий Яковлев пек ҫынсемпе курнӑҫнӑ, паллӑ театрсен спектаклӗсемпе киленнӗ.
Чӑваш пичечӗн Ренессансӗ таврӑнӗ-и? // Надежда Смирнова. Хыпар. — 2015, 16 январь/кӑрлач (No 4/5). — С.1, 4
Ҫавӑн йышшисемпе пӗрмаях сасӑ хӑпартса калаҫма, «тавҫӑрусӑррисене» ӑнлантарма, вӗсенчен ҫирӗп ыйтма тивнӗ.
Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10
«Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман-трилогишӗн ӑна Чӑваш АССРӗн К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗпе наградӑланӑ.
Сӗм аваллӑха чӗртекен Куҫма Турхан // Н.КАЛАШНИКОВА. «Каҫал Ен», 2020.10.30
Тулта, урам енче — кӗр-кӗр те шӑй-шай илтӗнсе кайрӗ: уроксем пӗтнӗ иккен те, ачасем шкултан кӗшӗрленсе анаҫҫӗ.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла, савни савӑкӗпе савӑнса, пӗр каҫ, икӗ каҫ, виҫӗ каҫ, тӑватӑ каҫ, ӗмӗр-ӗмӗр ларӗччӗ Нина Виталипе ытамлӑн.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кам ӑсли, кам чи-чи пултарулли шухӑшласа кӑларнӑ-ши сана, чӗре асамӗ, кӑмӑл ҫуначӗ — савӑк-савӑк йӑпанӑвӑмӑр?
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Чӑваш наци телевиденийӗ» ҫумӗнче кино уйрӑмне йӗркелени ниепле те ҫӑлӑнӑҫ утравӗ пулассӑн пек туйӑнмасть.
«Ытлашши ҫӑвар» ятлӑ кино ӳкерес килет // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... eres-kilet
Вӗсен ячӗ папирус ятлӑ ӳсентӑран ятӗнчен пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫырмалли листсене ҫав ӳсентӑран тунинчен тунӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Рим консулӗ пулнӑ, Краспа тата Юлий Цезарьпе пӗрремӗш триумвират (влаҫа тытса тӑма тунӑ виҫӗ ҫын союзӗ) тунӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Пӑрӑнчӑкран ҫуран, ярса пуспа, — хӑйпе хӑй калаҫса малалла иртрӗ Андрей Васильевич, тенкел ҫине пырса ларчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑв та тавҫӑрманах мар, ав: чылай чухне пӗр енлӗн кӑмӑлпа кӑна нимӗне те, нимӗне те вырӑнтан тапратма май ҫук.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Калаҫмаллисем пур, — алӑкӑн ҫӳлти тӑпси тӗлне сырӑнса тулнӑ тусана пӳрнипе мӑкӑлт! тӗкрӗ Кронид Евграфович.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кил хуҫи вара, ӗҫ пӗтернӗ хыҫҫӑн, тав тӑвас кӑмӑлпа, пулӑшакансене пӳрте чӗнчӗ, апат лартрӗ, сӑра-сӑй кӑларчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Чӗнесси-мӗнӗ… — куҫранах чӑрлаттарса ыйтнӑран, тӳрех нимӗн те тавӑрса калама аптӑрарӗ Андрей Васильевич.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.