Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Арҫын куҫӗ тӗлне килекен, ҫил ҫук майӗпе шӑпӑрт, тарӑн шухӑша путнӑн, пӗр ухӑнмасӑр, хускалмасӑр канӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑх юрри ӗнӗрлесе ларакан йывӑҫсенчен йӑпӑшланса ӳсекен вӑркӑля тирек ҫеҫ, ҫу варринче мамӑк кутлӑ маҫака ҫаврӑнаканскер, шӑпӑрлӑ ҫара (сыхланса юлнӑ, саралнӑ пӗр-ик ҫулҫине шута илмесен) тураттисене ҫӳлелле чӑнк кӑнтарнӑскер, халӗ вилтӑпри палӑкӗ пек хуп-хура: ҫи-пуҫне тӑхӑнса хывассипе вӑл яланах малта.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗнче класлӑ СССР тата Раҫҫей спорт мастерӗсем Фаина Краснова, Александра Деверинская, Сергей Титов, Владимир Афанасьев, Антонина Петрова, Александра Сорокина, Сергей Емельянов, Ирина Юманова, Кирилл Фролов (ҫӑмӑл атлетсем), Зефер Якушев (грекла-римла енӗпе кӗрешесси), Борис Глинкин (кире пуканӗн спорчӗ), Иван Калля (троеборье), Наталия Шайманова (йывӑр атлетика), Ринас Садаров (корэш) муниципалитет чысне ҫӳле ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Спорт шкулне - ҫур ӗмӗр // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51874-spor ... ne-cur-m-r

Ҫӳлте, пӗрремӗш этажри вестибюльте, нихӑҫан, нимӗнле усал, хаяр вӑй та хавшатайми, путлантарайми ҫамрӑклӑх, яшлӑх «чуччӑвӗ ярӑнса», вут-хӗмленсе, студентсем, ытларах аслӑрах курссенче вӗренекенсем (паллах, вӗсем те ачаллах ӗҫ туртине тӑмасӑр, «Сталин икерчине» ҫимесӗр ӳсмен), шуххӑн «кулса-выляса, тунсӑхпа кичемлӗхе «арпалантарса» вашкӑрттара-вашкӑрттара, кӗвӗ ҫемипе йӑкӑш та йӑкӑш, вӑшш та вашш вальс ҫавӑрттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче (ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулчӗ ку) Ула Тимӗрӗн пӳлӗмре пӗрле пурӑнакан чи ҫывӑх юлташӗ, ют чӗлхесен факультетӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Саша Петров, каҫхине, ҫывӑрма выртас умӗн, хыпӑнса ҫулӑмлансах, ҫӗр айӗнче темле хаклӑ мул тупӑннӑ пек вӑрттӑн-хӗрттӗн савӑнса, пӗлтерӳ тума васкарӗ: чукун ҫул станцинче йӑтмарҫӑсем кирлӗ иккен — тавар пуйӑсӗн пӗр вакунне шултра сахӑр тултарнӑ михӗсенчен пушатмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чаплӑ хӑнасем сцена ҫине тухса сӑмах каланӑ хыҫҫӑн ӗмӗрӗпе колхозра ӗҫленӗ Леникоида Агафоновапа Юлия Андреевана, Сергей Васильевпа Лена Владимирована, Галина Герасимовапа Лидия Ильинана, Михаил Кирилловпа Георгий Кузьмина, Нина Петровапа Лидия Петрована, Мария Павловапа Любовь Семенована, Людмила Синчуковапа Алексей Степанова, Валерий Степановпа Агнесса Филиппована (вӗсем сӑн ӳкерчӗкре) Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем ял историне пуянлатаҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2024 ... ta-3850193

«Канаш» хаҫатӑн журналисчӗ Ульяновска ҫул тытса тарӑн шухӑша путрӗ: «Чӑнах та, Тӑхӑрьял тӑрӑхӗ — поэтсемпе ҫыравҫӑсене ҫут тӗнчене парнелекен литература ҫӑлкуҫӗ. Тен, манӑн хайлавӑмсем те ҫав ҫӑлкуҫа типме памӗҫ. Эпӗ ахальтен-им Раккассинче, чӑваш прозипе поэзийӗн легенди — Валентин Урташ — ҫут тӗнчене килнӗ Ҫӗр-анне ҫинче ҫуралнӑ...» Кӗмӗл кӳлӗ патӗнче, Тӑхӑр ялӑн садӗнче, Тӑхӑр тӗслӗ ташӑ пур, Ҫитмӗл тӗслӗ юрӑ пур.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унта нумай регионти «иккӗмӗш ҫӑкӑр» туса илекен, унран апат-ҫимӗҫ хатӗрлекен, минерал удобренийӗпе тивӗҫтерекен, ӳсен-тӑрана сӑтӑрҫӑсенчен хӳтӗлемелли хими им-ҫамӗ, вӑрлӑх, ял хуҫалӑх техники сутакан предприятисем хӑйсен продукцийӗпе паллаштарчӗҫ, районсен тата ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, мӗн пур харпӑрлӑхлӑ хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем, тӗпчевҫӗсем, экспертсем мероприятисене хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех — «иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫинчен // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/petempeh-ikk ... ar-cinchen

Светлана Енилина ку енӗпе «пӗр муниципалитета та тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартаймастӑп» тесен Михаил Васильевич сасӑ хӑпартнӑ пек те пулчӗ: «Эпир 2 ҫулта йыша 10% пӗчӗклетме йышӑннӑччӗ. Ҫакна ҫирӗп сӑнаса пырӑпӑр. Ку чи малтанах хуласемпе районсен администрацийӗсен штачӗсене пырса тивет. Тӗп хула уйрӑмах хӑйӗн интересӗсене хӳтӗлеме юратать. Хӑйӗнне мар, патшалӑх интересӗсене хӳтӗлемелле. Вӑхӑт — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен».

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ку вӑхӑтри туй арӑмӗсен тумӗсенче ҫакӑн пек пайсем пулаҫҫӗ: капӑр кӗпе (ӑна ҫутӑ, илемлӗ тавар-пусмаран ҫӗлеҫҫӗ, тӗрлемеҫҫӗ, анчах расна пӗрмесемпе, хуртасемпе, лентӑсемпе илемлетеҫҫӗ); пуҫ ҫинче ⎼ хушпу (халӗ ӑна чылайрах ӗлӗкхи шурӑ сурпансӑрах тӑхӑнаҫҫӗ); мӑй ҫыххисемпе кӑкӑр ҫине ҫакмалли эрешсем (тепӗр чухне пӗр пысӑк кӑкӑр эрешӗ ҫеҫ); аркине тӗрленӗ саппун; пиҫиххи; ҫум ҫаккисем вырӑнне тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем ҫакаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ан тив, Крапивин кулӗ-и унран, хӑй юратнине арҫынна пирвай калама хӑйнӑ, тен, пӗрремӗш чӑваш хӗрарӑмӗнчен, е хӑй унран тахҫанах сивӗннӗ ӗнтӗ, ҫамрӑк чухне те юратнипе мар, Альтюка тавӑрас тӗллевпе кӑна ҫӳренӗ тесе калӗ-и, е хӑй ӗнтӗ сумлӑ ҫын, Сӑпани вара, унчченхи пекех, ахаль хӗрарӑм шутӗнчен тухайманнипе вӗсен ӳлӗм пӗрле пуласси пирки ӗмӗтленме те кирлӗ мар тейӗ-и — ҫыхӑнса-чӑлханса ларнӑ тӗвве пурӗпӗр салтмаллах-ҫке.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уй курма РФ Федераци Канашӗн членӗ Вадим Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ, «Единая Россия» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн заместителӗ, Олимп чемпионки Елена Николаева, Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Районти уй-хирти ҫурхи ӗҫсем пирки райадминистрацин ялхуҫалӑх пайӗн ертӳҫи П.Тремасов, вӑрттӑн ӗҫлеве чакарас, ӗҫ укҫи тӳлемелли вӑрттӑн схемӑсене пӗтерес тӗлӗшпе район администрацийӗн экономика, пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн ертӳҫи М.Павлова, пурте усӑ куракан автоҫулсене тытса тӑрассипе район администрацийӗн капиталлӑ строительство, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн ертӳҫи Н.Петров чарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Оборона министерствин тӗп архивӗнче эпир Алексей Филипповича «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» ордена мӗншӗн пани ҫинчен ҫырса хунине тупрӑмӑр: «Во время прорыва обороны противника в районе местечка Ракув (Польша) 12.01.45 г. огнем своего миномета уничтожил три пулемета, разрушил наблюдательный пункт и подавил огонь одного орудия на прямой наводке. В составе батареи отбил контратаку противника и уничтожил до отделения пехоты противника».

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Кӗнекере ҫакӑн пек ҫырнисем пур: «Интересно отметить, что среди известных нам бойцов 333-го полка чуть ли не треть — выходцы из Ибресинского района. Это Федор Авдеев, Иван Васильев, Борис Григорьев, Лазарь Данилов, Дмитрий Зиновьев, Алексей Евграфов, Алексей Краснов, Александр Лазарев, Иван Малышев, Илья Матвеев, Егор Максимов, Иван Мешков, Павел Попов, Константин Родионов, Федор Степанов, Иван Толстов и Мефодий Степанов».

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Татӑлсах йӗчӗ Ула Тимӗр арӑмне юлашки ҫула ӑсатнӑ май, пӗтӗм халӑх умӗнче: «Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, Полина… Пӗлетӗп: эпӗ те айӑплӑ сан умра. Каҫар. Уйӑхпа хӗвел умӗнче тупа тӑватӑп: сана эпӗ юлашки сывлӑш тухичченех чӗрере упраса, яланах асӑнса пурӑнӑп… Санӑн яту, санӑн сӑнару яланах манӑн пурнӑҫ ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатса тӑракан ҫӑлтӑр пек пулӗ. Ҫӗр ҫыртса калатӑп: урӑх нихӑҫан та никампа та ҫемье ҫавӑрмӑп…», — тесе чунлашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арӑмне сахалтарах ӗҫлеттерес тӗллевпех гастрономи магазинӗнче яшка пӗҫермелли, кантрашка карчӑкӗ каларӑшле, ҫурма хапрӑк-катлитсем, кукли пӗҫермеллисем туянчӗ, колхозӑн хваттерне кӗртсе хучӗ те парикмахерскине кайрӗ, ҫӳҫ кастарчӗ, сухал хыртарчӗ, чи хаклӑ одеколонпа ҫӳҫ-пуҫне, пит-куҫне сапма хушрӗ, парикмахера, яла пырсан, хӑйсем патне хӑнана кӗме сӗнсе, хваттерне таврӑнчӗ, лашине шӑварчӗ, кӳлчӗ, хуларан тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачапа вилӗм // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 157–165 с.

Чыслава шалти ӗҫсен районти пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Лилия Забирова, асӑрхав тата профилактика ӗҫ-хӗлӗн районти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, «Вӑрнар район патриочӗсем» обществӑлла пӗрлӗхӗн председателӗ Ярослав Никифоров, «Ҫарти тӑванлӑх» организацин Вӑрнар енчи уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ Юрий Никифоров тата ыттисем хутшӑннӑ, вӗсем мероприяти ҫӳллӗ шайра иртнине, ҫамрӑк ӑру ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленнине ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк патриотсем - кӑтартуллӑ смотрта // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11890-ca ... ll-smotrta

Марафона хутшӑнас текенсем фондӑн расчет счечӗ ҫине ҫак реквизитсемпе укҫа куҫарма пултараҫҫӗ: Чувашское региональное отделение Общероссийского общественного благотворительного фонда «Российский детский фонд» расчетный счет / 40703810075220160067 в Чувашском Отделении / 8613 ПАО Сбербанк г. Чебоксары БИК 049706609 к/с 30101810300000000609 ИНН 2128005408, КПП 213001001. «Назначение платежа» тенӗ ҫӗрте «Урмарский муниципальный округ» тесе палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пулӑшасси — пӗрлехи тӗллев // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12003-achase ... khi-t-llev

Хальхинче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2012 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнчи 428-р номерлӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ята Раиса Васильевна Абрамова, Зоя Николаевна Андреева, Виталий Арсентьевич Вадейкин, Юрий Харитонович Голицын, Валентина Петровна Краснова, Николай Витальевич Морозов, Ираида Львовна Павлова, Любовь Марровна Прокопьева, Николай Семенович Семгайкин, Людмила Сергеевна Шишкова тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранӗсем // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2012.09.08

«Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫакӑн пек пысӑк пулӑшу кӳнӗшӗн Чӑваш Республикин Правительствине пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр. Пире мӑшӑрӑмпа иксӗмӗре ҫурт-йӗр туянма йывӑртарах пулатчӗ. Ҫӗнӗ хваттерте аслӑ ачасем пурӑнӗҫ. Аслӑ ывӑлӑмӑр Даниил вӗренсе тухнӑ ӗнтӗ, строительство сферинче ӗҫлет. Хӗрӗмӗр Дана кӑҫал повар-кондитер дипломне алла илчӗ, вӑл ҫак профессинчех вӑй хурасшӑн», — каласа парать 5 ача амӑшӗ Ольга Вениаминовна.

Куҫарса пулӑш

Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет_35 (11022) // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12387-numaj- ... -timl-khre

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех