Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Миҫе ҫул пӗрле пурӑнать вӑл Чураппапа, унпа пӗрле мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ вӑхӑт, мӗн чухлӗ инкеклӗ кун пурӑнса ирттернӗ, иккӗшӗнчен пулнӑ хӗр ачана вун ултта ҫити пӑхса ӳстернӗ, пурнӑҫ юратусӑр та пулман темелле, ҫапах та вӗсем ку таранччен чун-чӗре, шухӑш-кӑмӑл тӗлӗшӗнчен пӗр пек ҫынсем пулса тӑраймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сылтӑм енчи пая тата урӑх паллӑ мар числосем кӗреҫҫӗ пулсан, вӗсен физикӑлла пӗлтерӗшне пӗлес пулать, вӗсем ӗлӗкрех вӗреннӗ мӗнле урӑх величинасемпе ҫыхӑнса тӑнине астуса илес пулать, ҫав ҫыхӑнусене формулӑпа ҫырса кӑтартас пулать; сылтӑм енче паллӑ величинасем ҫеҫ юличченех ҫавӑн пек туса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

июлӗн 24-мӗшӗнче – 15.30–21 сехетсенче, июлӗн 25-мӗшӗнче – 6–8 сехетсенче тата 16.10 – 19 сехетсенче, июлӗн 26-мӗшӗнче – 6–8 сехетсенче, 16.10–19 сехетсенче тата 0.20 сехетрен тытӑнса, июлӗн 27-мӗшӗнче – 6–8 сехетсенче, 17.25 – 20.35 сехетсенче, июлӗн 28-мӗшӗнче – 6–8 сехетсенче, 12.45–14.55 сехетсенче тата 2.25 сехетрен тытӑнса.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей чемпионатне йыхравлаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

О₁С₁В₁-пе A₁E₁R₁ треугольниксем пӗртан тата О₁С₂В₂-пе А₂E₂R₂ треугольннксем пӗртан; ҫапла вара f₁-пе f₂ вӑйсем тивнисем пӗр-пӗринпе шайланаҫҫӗ, ҫавӑнпа пӗтӗм тивни каллех F₁-пе F₂ вӑйсем тивниех пулса тӑрать, анчах та халь ӗнтӗ вӗсем пӗр точкӑна лекнӗ пӗр тӳрӗ лини тӑрӑх тата пӗр еннелле выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

М.Игнатьев ачасене профессин вӑтам пӗлӗвне тата хушма пӗлӳ парассипе Чӑваш Ен пухнӑ паха опыта федераци центрӗ, уйрӑммӑн илсен нумаях пулмасть республикӑра пулнӑ Дмитрий Медведев премьер-министр ҫӳлте асӑннӑ колледжа тата унта пурнӑҫа кӗртекен вӗренӳ программисене пысӑка хурса хакланине аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӑл хӳтӗлевҫӗсем валли ӑшӑ ҫӑм чӑлхасем ҫыхать «Муниципалитет округӗнче ырӑ чӗреллӗ ҫынсем пурри савӑнтарать. Вӗсем ҫӗршыв хӳтӗлевҫисемшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, килтен аякра тӑракансене тимлӗхпе ӑшӑлӑх ҫитерме хутшӑнаҫҫӗ»,- каласа парать Патӑрьелӗнчи халӑха социаллӑ тивӗҫтерӳ паракан центр специалисчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлевҫӗсене - ҫӑм чӑлхасем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52446-kh-t ... ch-lkhasem

Унтан чашка ҫине мӗнле те пулин груз хураҫҫӗ; ҫак грузӑн йывӑрашӗ пластинкӑна цилиндр ҫумне ҫыпӑҫтарса тӑракан вӑйпа пӗртан пулмалла; вара а пластинка цилиндр ҫумӗнчен кӑшт уйӑрӑлмаллах цилиндр ӑшне кӑштах шӗвек яраҫҫӗ, пластинка цилиндр ҫумӗнчен хӑпӑнни ҫийӗнчех цилиндртан шыв юхса тухнипе паллӑ.

Куҫарса пулӑш

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Асӑннӑ проекта Пушкӑртстан Республикинчи социаллӑ аталанӑва пулӑшу памалли Ыркӑмӑллӑх фончӗ пурнӑҫланать, ӑна 6 ҫултан пуҫласа 12 ҫула ҫитичченхи ачасем валли уйӑрнӑ; чӑваш чӗлхине упрама чӑваш литературине популяризацилес тата тӑван чӗлхепе мультимедиа продукчӗсем туса хурас тӗллеве пуҫарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек библиотекинче чӑваш чӗлхине упраса хӑвармалли проект пурнӑҫланать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... at-4020548

Урама час-часах тухкалама пуҫласан, юлташӑмсем мана та, ушкӑн вӑййисене ертсе, хӑйсенчен «хӑйпӑтса», катертсе хӑвармастчӗҫ-ха, анчах хӑйсем, мана е куршанак, е «пиҫсе ҫитмен ҫӗр ҫырли» вырӑнне ҫеҫ картса, ҫав-ҫавах хапӑлпах йышӑнмастчӗҫ, маншӑн хӑйсен чун-чӗре калинккисене яриех уҫса яма васкамастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ҫыравра пухнӑ информацие тӗпе хурса ҫӗршывӑн ҫитес ҫулсенчи объективлӑ тата тӗллевлӗ аграри политикине йӗркелеме, ялти ҫивӗч ыйтусене тивӗҫлипе хаклама, унти лару-тӑрӑва ҫӗнетсе улӑштармашкӑн эффективлӑ программа туса хатӗрлеме, ҫапла вара Раҫҫей экономикин аталанӑвне ҫӗнӗ варкӑш кӗртме май килӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Сӑнран тесен, унччен хура пулнӑ ҫӑра ҫӳҫӗ халӗ кӑлкан пек шуралса кайнине, сарлака ҫамка айӗнчен яланхи пекех тӗпчесе пӑхакан симӗсрех ӑслӑ куҫ тавра хуҫалана пуҫланӑ пӗркеленчӗксене тата нумай пулмасть ӳстерме тытӑннӑ мӑйӑхне, ҫӳҫӗ пекех шап-шурӑскерне, шутламасан, Петр Никифорович питех улшӑнман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр чухне пулсан, Тимуш ҫак чӑкӑлтӑш этемпе, ял ҫине элек сарма та ҫынна ҫисе калаҫма ҫеҫ тухакан пакӑлтипе, ӗмӗрне пӗр-пӗччен, ниҫта ӗҫлемесӗр, чире хывса ирттернӗ ват урҫапа, калаҫса та тӑрас ҫукчӗ, анчах халь Тимуш чарӑнсах алӑ тытрӗ, куҫран пӑхса йӑлтӑр кулчӗ, кӗсйинчен пӗр ывӑҫ мӑйӑр кӑларса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Равнодействующи чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ, хушӑнакан вӑйсен суммипе тан пӗлтерӗшлӗ ҫакӑн пек чухне пулать: ун пек чух хушӑнакан вӑйсем хушшинчи кӗтес нульпе тан пулмалла, урӑхла каласан, хушӑнакан вӑйсем иккӗшӗ те пӗр тӳрӗ лини тӑрӑх пӗр еннеллех тивмелле (ку — вӑйсене хушассин пӗрремӗш тӗсӗпе пӗре килет).

Куҫарса пулӑш

1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

КПСС Центральнӑй Комитечӗн черетлӗ Пленумне тата СССР Верховнӑй Совечӗн суйлавне хатӗрленнӗ май, радио ӗҫ ҫыннисен кулленхи ҫитӗнӗвӗсене палӑртса, икӗ суйлав хушшинчи ӳсӗмсем, халӑхӑн, коммунистсемпе партире тӑманнисен никам ҫӗнтерейми блокӗн кандидачӗсем ҫинчен очерксемпе ытти передачасем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Вӗсене «Тинӗсре пулнисен Комсомольски районӗнчи тӑванлӑхӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Евгений Орешкин, районти ветерансен совечӗн председателӗ Юрий Тимофеев, ЧР ҫар комиссариачӗн Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Герольд Серебров саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Пуҫарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫи, вырӑнти «Туслӑх» вокал ансамблӗн членӗ Венера Акимова ял ҫыннисен ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшнисене, хӑйсен вӑхӑтне тата вӑйне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ ял ҫыннисене тав сӑмахӗ каларӗ, малашне ҫӗнӗ клуб ял ҫыннисемшӗн чӑннипех ту культура вучахӗ пулса тӑрассине шаннине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Офицер пулма ӗмӗтленекенсене курсант акӑ мӗн каларӗ: «Сызраньти летчиксен авиаци аслӑ училищине вӗренме кӗрес шухӑшлисене летчик пулма сӗнетӗп. Ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама талпӑнӑр. Спорта юратӑр, кӗлеткене пиҫӗхтерме вӑхӑт тупӑр. Шкулта ӑс пухнӑ чухне физика предметне уйрӑмах лайӑх вӗренӗр».

Куҫарса пулӑш

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Кӗнекери кашни калаврах расна геройсем, тӗрлӗ халӑхсен ывӑлӗсем, анчах вӗсене пурне те пӗр хӑватлӑ туйӑм — иксӗлми патриотизм, Тӑван ҫӗршыва нимрен те ытларах юратни пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ тӑвать, пӗр тӗллев патне илсе пырать: тӑшмана ҫӗнмелле, совет халӑхӗн чысӗпе никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑвармалла!

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫамрӑк вӑй-хал темерӗн, виҫеллӗ сарлакан илсе, ҫависене сулмаклӑн, ыткӑнтарса сула-сула яраҫҫӗ те парка ҫӗкленнӗ, ашкӑрса ӳсекен симӗс курӑк, ҫулӑнса, ӗретӗн-ӗретӗн ҫаврӑнса ӳкет, купаланса, карталанса юлать, таврана пехетлӗ те сиплӗ шӑршӑ сарать, ҫамрӑксен чун-чӗрине чӗрӗ пурнӑҫ сӗтекне сӑрхӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Уйсене ҫитсе курса ертӳҫӗсемпе специалистсем пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашнӑ, ака-суха ӗҫӗсем мӗнле иртнине, ҫурхи тата кӗрхи культурӑсен мӗнле сорчӗсене акнине, вӗсен паха енӗсемпе ҫитменлӗхӗсене, мӗнле хими препарачӗсемпе усӑ курнине сӳтсе явнӑ, ака ӗҫӗсене чи лайӑх пурнӑҫланӑ хуҫалӑхсене палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хире тухса хак панӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d1%85%d0 ... b0%d0%bda/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех