Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳстерсе (тĕпĕ: ӳстер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Обществӑн пур членӗсем те творчество ӗҫне хутшӑнма пултараҫҫӗ, обществӑн художествӑллӑ пуянлӑхне ӳстерсе, аталантарса пырассине художествӑллӑ пултарулӑхра ӗҫлекенсен анлӑ массине профессилле искусствӑпа ҫыхӑнтарса пырса кӑна хӑпартма пулать, тенӗ КПССӑн ҫӗнӗ Программинче.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫак театр коммунизм анлӑн тума тытӑннӑ тапхӑрти халӑхсем КПСС ҫӗнӗ Программипе хавхаланса ҫӗкленнипе кӑна пулма пултӑрчӗ тесен те ӳстерсе каланиех мар.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Ҫырма-ҫатра халӑха выҫӑ хӑварать», — тесе ӳстерсе ҫырнӑ-тӑр Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мирун мучипе Мӗтри кабинӑна вырнаҫса ларсан шофер машинӑна самантрах вырӑнтан хускатрӗ, унӑн хӑвӑртлӑхне ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ку сӑмахсем ӳстерсе каланӑн туйӑнатчӗҫ те, Ҫимӗккассинчен илсе килнӗ ҫамрӑк арӑм куҫ тӗлне лексех кайман.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫавӑн пекех пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми ҫитӗнтерсе сутнӑшӑн та пулӑшу параҫҫӗ: 1 тонна пахча ҫимӗҫ ӳстерсе сутнӑшӑн — 2 пин тенкӗ, 1 тонна ҫӗр улмишӗн 3 пин тенкӗ субсиди илме май пур.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Ҫавӑнпа ҫарне ӳстерсе вӑйлатма Ӑҫтан кирлӗ васкаҫҫӗ пухӑнма…

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сирӗн ӗҫӗр ӑс-хакӑл тӗнчине, культура пуянлӑхне аталантарма пулӑшать, эсир ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ технологисене тӗпе хурса ачасен тавракурӑмне ӳстерсе пыма пӗлетӗр.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Сирӗн ӗҫӗре пурнӑҫлама ҫӳллӗ шайри кӑмӑл-сипет тата иксӗлми вӑй-хал, ҫирӗп чун хавалӗпе чӑтӑмлӑх кирлӗ, унпа пӗрлех пӗлӗве тата ӑсталӑха тӑтӑшах ӳстерсе тӑмалла.

Ваша работа требует высокой моральной и физической подготовки, силы духа и стойкости, а также постоянного совершенствования навыков и знаний.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн ҫарӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/27/gla ... aet-s-dnem

Хуҫалӑхри тӗп кӗтӳ йышне тӗрӗсленӗ ӑратлӑ ҫамрӑк ӗнесемпе ӳстерсе пырасси ҫине те вӑлах тимлӗх уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11683 ... -clen-sh-n

— Ҫӳреҫҫӗ ӗҫлӗ ҫынсене чӑрмантарса, преступленисен шутне ӳстерсе!

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ҫумалла-тасатмалла-и, пахчаҫимӗҫ ӳстерсе пухса кӗртмелле-и… - кашнинчех пулӑшма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Пурис сехӗрленсе ӳкрӗ, вара, вӗр тӗттӗм вӑрманта чӑннипех тӑр пӗччен тӑрса юлас хӑрушлӑх сиксе тухнине ӑнкарса, куҫӑм хӑвӑртлӑхне малтанхинчен те ытларах ӳстерсе ячӗ: чӑш-чашш, ҫӑт-ҫат, шӑт-шат, шӑтӑр-шӑтӑр…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Умри чӑрмавсене ҫӗнтеркелесе пынӑ май вӑл куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пычӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ут вӗттӗн те чупасшӑн пулчӗ: ку хатар вырӑнтан часрах тарса ӳкес, юнавран сыхланас килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрманти кашни килкӗне, пулан-пулмана пуҫтарса ҫӳресен…» — машина сулӑмне кӑрӑссӑн ӳстерсе газ педалӗ ҫине хыттӑн пусрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫын ҫӳллӗш ҫеҫ ӳснине пула кутамас курӑнаканскер тураттисене ҫӗр ҫумӗнченех пур еннелле те ӳстерсе янӑ та тапчам ӳтлӗ-тирлӗ патша майри пек саркаланса ларать, патне те пырса ан тӗкӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗншӗн деталь хакне ӳстерсе ҫыратӑн?

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тӗрӗс, пирӗн ӗҫ тухӑҫлӑхне кунран-кун ӳстерсе пымалла.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ку сӑмахсем ӳстерсе калани мар.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

— Чуниллисемшӗн мар эсӗ, вӗсене хӑйсене тӗпӗ-йӗрӗпе аркатса тӑкма мана ӳстерсе ҫитӗнтернӗ!

— Не для палачей ты меня вырастила, а им на погибель!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех