Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳстерсе (тĕпĕ: ӳстер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тавлашу хакне ӳстерсе.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫи япали хакне ӳстерсе ыйтать, илекенӗ илесшӗн хаклашать.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Куна вара вӗсем тепӗр темиҫе уйӑхран, шӑнкӑрчсем чӗпписене ӳстерсе вӗҫтерсен, касма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Микул хӑйӗн тачка арӑмӗпе, Елиссапа пилӗк ывӑл ӳстерсе ҫитӗнтерчӗ, ҫемье хушӑнса пынишӗн савӑнӑҫне ниҫта хума пӗлместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Паллӑ мар, ӑҫтан вӑйсем тухрӗҫ — мекӗрленчӗ, ыратнине тата та ӳстерсе.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыттисем юр ҫине ларчӗҫ, усаллӑхне ӳстерсе канса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачаранах пултаруллӑ, пӗлӗвне ӳстерсе пырас ӑнтӑлупа пурӑнакан Дмитрий Захаров ялти пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтерсен Хурӑнварти вырсарни шкулӗнче ӑс пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ // Валентина Шингалова. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Хӑвӑр пӗлӗве ӳстерсе пырӑр, вулама ан пӑрахӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Хамӑр илеме, искусствӑна ыттисене кӑтартса туссен йышне ӳстерсе пырар.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Ванюксем мӗн тем ҫӳллӗш курӑк ӳстерсе силос хывнӑ та ӗне выльӑх йышне пысӑклатасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав паркра эпир пӳлӗмре ӳстерсе усракан ӳсентӑрансем тулта ирӗкрех ӳсеҫҫӗ: тутлӑ шӑршӑллӑ лаврӑсем, шупка-кӗрен чечеклӗ олеандрсем; тата пит пысӑк шур чечеклӗ, тӗксӗм симӗс ҫулҫӑллӑ магнолисем те ӳсеҫҫӗ.

В нем на открытом воздухе растут наши комнатные растения: душистые лавры, олеандры, усыпанные розовыми цветами; растут также темнозеленые магнолии с огромными белыми цветами.

Крымӑн кӑнтӑрти ҫыранӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Выльӑхсем выҫӑпа аптӑрани, ӳке-ӳке вилни байсен пуянлӑхне татах ӳстерсе пынӑ: чухӑнсем ҫука юлнипе вӗсен тарҫисем пула-пула тӑнӑ.

Каждая бескормица, каждый падеж скота приносили им новое богатство — все больше бедняков становилось их батраками.

Типӗ ҫеҫенхирти халӑх Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен мӗнле пурӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Манӑн хамран аслӑрах миллионшар юлташсем, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулта та, унтан каярах та айӑпсӑр ҫынсене хуптарманнисем, ҫӗршыв вӑй-хӑватне ӳстерсе пынисем, ҫавӑн чухнехи преступленисемшӗн пӗртте айӑплӑ мар.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах вӑл хӑй ывӑнни ҫинчен юри ӳстерсе калама тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку тымарҫимӗҫе Пилешкасси ҫыннисем халиччен ӳстерсе курманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерсе пырассишӗн аграри пайӗнче вӑй хуракансем ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ял хуҫалӑх техники ҫӗнелсе пырать – кӑтарту виҫӗ хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/08/chva ... ratj-ktart

Малтан тӑван колхозра тӑрӑшнӑ, каярахпа, пултарулӑхне кура, ӑна ӳстерсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Шкул программине кӗртнӗ предметсене вӗреннипе пӗрлех ачасем хӑйсен тавракурӑмне библиотекӑсенче, кружоксенче куллен ӳстерсе пырӗҫ, сывлӑхне ҫирӗплетме спорт секцийӗсене ҫӳрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӳлӗх «тинӗсӗнче» ӑнӑҫлӑ «ишев» пултӑр // «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗ. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d3%9 ... %bf%d1%83/

«Чапаев вилӗмӗ», «Ҫирӗм улттӑ», «Перекоп», «Летчиксен маршӗ», «Сыхлӑх юрри», «Шанчӑклӑ хурал» тата ытти сӑввисенче вӑл совет ҫыннин чӑтӑмлӑхӗпе паттӑрлӑхне мухтанӑ, тӑван ҫӗршыв хӑватне кунсерен ӳстерсе пыма поэзилле хӗрӳлӗхпе чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Шамзиган аппапа Миназетдин Гельметдинович сакӑр ача ҫуратса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ватлӑха хакламалла // Павел ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d0%b ... %bb%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех