Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳссе (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫе ҫакӑн пек йӗркеленине пула АПК таварӗсен экспорчӗ ҫултан-ҫул шанчӑклӑн ӳссе пырать, санкцисем кӗртнӗ, экспортӑн пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗсем палӑрмаллах чакса кайнӑ 2022 ҫулта та ку ҫаплах пулнӑ.

Благодаря такому подходу экспорт продукции АПК уверенно растет из года в год, даже в санкционном 2022 году, когда в целом показатели экспорта значительно упали.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Эпир шкул умӗнхи, пӗтӗмӗшле, вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан учрежденисенче тӑрӑшакансен тавра курӑмлӑхӗ ӳссе пытӑр тесе хӑтлӑ условисем туса паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче юлашки ҫулсенче пирӗн региона курма килес текенсен йышӗ самай ӳссе пынине асӑннӑ, хӑнасем хулари паллӑ вырӑнсемпе тата кӑсӑклӑ мероприятисемпе паллашма кӑмӑл тунине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Наука ӗҫне тӗрлӗ сферӑра аталантарма ӑнтӑлакан ҫамрӑксен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать.

С каждым годом растет число молодых людей, которые хотят заниматься научной деятельностью в различных сферах.

Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/02/08/oleg- ... skoj-nauki

Ҫӗршывӗпе паллӑ А. Соловьев, Ш. Богородский, Ф. Модоров художниксем патӗнче вӗренсе, Августа Спиридонова искусство ӗҫӗнче хӑвӑрт ӳссе пынӑ, 1943 ҫулта институтран вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Курма пыракансем чӑваш искусствинче пысӑк пуласлӑхлӑ, хӑйне евӗр пултаруллӑ художница ӳссе пынине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫак паллӑ художница чӑваш кил-йышӗнче ҫуралнӑ, Сентӗрвӑрри хулинче ӳссе ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ӑна кил-йышри вак-тӗвек ӗҫсенчен хӑтармасан, кунран-кун ӳссе пымалли майсем памасан, вӑл искусство ӗҫне пӑрахасси е пултарулӑх тӗлӗшпе кая юласси паллах.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫакна эпир радиовещанипе телевидени комитетне килекен ҫырусен хисепӗ ӳссе пынинчен те аван куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радио чӑвашла калаҫма пуҫланӑранпа вырӑнти вещани халӑха коммунизмла воспитани парас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫсем туса ирттерчӗ, унӑн хуҫалӑхпа культура строительствинчи пӗлтерӗшӗ ӳссе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫак хушӑра, уйрӑмах юлашки вунӑ ҫуллӑхра, радио пӗлтерӗшӗ ҫав тери хӑватлӑ ӳссе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Акӑ унӑн ывӑлӗ-хӗрӗсем ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ӗмӗртен пушӑ выртнӑ ҫеҫен хирсенче тырӑсем хумханчӗҫ, аслӑ юхан шывсем ҫинче ҫӳллӗ пӗвесем ҫӗкленчӗҫ, унта та кунта ҫын алли тунӑ тинӗссем сарӑлчӗҫ, ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ хуласем ӳссе ларчӗҫ, ялсем илемленчӗҫ — пире тата нумай-нумай ырӑ япаласем курма телей килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Лай биржӑра регистрациленӗ тата Тайваньре вырнаҫнӑ транснациллӗ мӗнпур предприятисемпе компанисене тупӑшпа эффективлӑрах майпа усӑ курма чӗннӗ, хӑйсен ӗҫченӗсене пуҫласа сӗнекен ӗҫ укҫине ӳстерсен ҫынсен пурнӑҫӗ ҫирӗп пулӗ тата экономика та тивӗҫлӗ шайра ӳссе пырӗ тенӗ.

Лай призвал все предприятия, компании, зарегистрированные на бирже, и транснациональные компании, базирующиеся на Тайване, разработать более эффективный способ распределения прибыли для поддержания роста экономики и поддержания стабильного уровня жизни за счет повышения стартовой заработной платы, предлагаемой сотрудникам.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Лӑпкӑ океанӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнчи кӑвак китсен популяцийӗ те ырӑ кӑтартусемпе савӑнтарать — 1990-мӗш ҫулсенче унӑн йышӗ 2000 чӗрчунпа танлашнӑ, темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ вӑл ӳссе пырать.

Популяция синих китов северо-восточной части Тихого океана также подаёт обнадёживающие признаки восстановления — в 1990-х годах её численность оценивалась в 2000 животных и на протяжении нескольких лет она возрастала.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

1999 ҫулта Атлантика океанӗн ҫурҫӗр-анӑҫ пайӗнчи курпун китсен шучӗ 10600 чӗрчуна ҫитнӗ, вӗсен шучӗ ҫулсерен, ҫулла Мэйн кӳлмекӗнче тӑранса пурӑнаканнисене шутласан, 6,5 процент ӳссе пырать.

Численность горбачей в северо-западной части Атлантического океана в 1999 году оценивалась в 10600 животных, а ежегодный прирост хорошо изученной популяции, кормящейся летом в заливе Мэйн, составил 6,5 процента.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Самбопа интересленекенсем округра ӳссе пырассине шанни ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Пакша йӑхӗ ӳссе пынӑшӑн савӑнмалла кӑна.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Ӳссе ҫитичченех лекрӗ тӗрмене.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Юрлани малтанах хуллен илтӗнчӗ, ӳснӗҫем ӳссе, сарӑлса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех