Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкӗте (тĕпĕ: ӳкӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пин хут та вӑрҫнӑ пулӗ Пинеҫ инке упӑшкине айванла калаҫатӑн тесе, ҫук, пӗрре те ӳкӗте кӗртме пултарайман.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ӳкӗте кӗртес тесе сана ҫак юман патне илсе килтӗм.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халь эп сана ӳкӗте кӗртме шутламастӑп.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑшра кулянса илчӗ: калас пеккине калаймарӗ пулас вӑл, воеводӑсене ним чухлӗ те ӳкӗте кӗртеймерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хазрат Кучак, эс мана хам тума пултарайман ӗҫ хушатӑн, эпир аттепе тахҫанах ҫыхӑну тытма пӑрахнӑ, эпӗ ӗнтӗ ӑна каласа ӳкӗте кӗртес ҫук, чӑн-чӑн тӑшмансем пек пурӑнатпӑр унпала тенӗ пулсан хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхӗ ӑна чӑваш ҫӗр-шывне ирӗксӗр хӑваласа ямастчӗ те пуль.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс ӑна ахаль илсе кил, ӳкӗте кӗртсе.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нимпе те ӳкӗте кӗмесен вайпут патне каяссипе те хӑратма пулать.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ывӑл ҫуралнӑ кун тесен мӗнле килмеҫҫӗ пуль вара? — ӳкӗте кӗмерӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юрать, хӗрарӑмӑн пысӑк парӑмӗсем ҫинчен тӑванӗ пӗлнӗ, ӑна полицие кайма ӳкӗте кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Миҫемӗш хут тавлашать вӑл унпа сӗнӗ габэт пирки, пур пӗр ӳкӗте кӗмест старик, хӑйӗннех перет.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытла ӳкӗте кӗмесен тарать вӗсенчен, лере илсе ҫитерсен те тарать.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑм ӳкӗте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тек чӑтса пурӑнаймарӑр, Пракуха ӳкӗте кӗртме хамӑр учителе — Семен Петровича каларӑм.

Куҫарса пулӑш

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Ҫук, ниепле те ӳкӗте кӗртеймерӗм Пракуха, ҫав-ҫавах кӑларса ямарӗ шӑнкӑрча.

Куҫарса пулӑш

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Кӗртӗр ӳкӗте!

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Вихтӑр Андрейч, Петӗр, ӳкӗте кӗртӗр-ха Пантелеймон Матвеича.

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пирӗн председатель ҫынни ҫавнашкал: пӗрре каларӗ пулсан, ӳкӗте кӗртеймӗн.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Эп макӑрни ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, каласан та ӳкӗте кӗмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

18 ялти халӑх ним тусан та ӳкӗте кӗмерӗ.

В 18 деревнях люди не приняли наших предложений, как мы их ни уговаривали.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫенӗк умӗнче йӗкӗт, те тӗттӗмре тата пӑртак калаҫса тӑрас тесе, те ӳкӗте кӗнипе, чарӑнма та шутланӑччӗ, халь ӗнтӗ хӗрӗ чарӑнмарӗ.

У сеней юноша или в темноте хотел бы поговорить еще немного, или уговорить, и решился бы остановиться, но теперь уже не хотела остановиться девушка.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех