Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳксенех (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ураран кӑна ӳкес марччӗ, ӳксенех тискерленсе кайӗҫ те — пӗлме ҫук — хӗнесе вӗлерсех пӑрахӗҫ. Вара ытла та ухмахла вилӗм пулать-ҫке, факт!» — шухӑшласа илчӗ вӑл, шанчӑкне кӗтсе куҫӗсемпе хир тӳпи еннелле пӑха-пӑха.

«Только бы не свалиться, а то озвереют и — чего доброго — заклюют до смерти. Вот глупая смерть-то будет, факт!» — думал он, с надеждой устремляя глаза на бугор.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Обломов кӑшт тӗлӗрсенех, пӳлӗмре пукан хӑй тӗллӗн ӳксенех, е юнашар пӳлӗмре кивӗ савӑт-сапа ӳксе ҫӗмӗрӗлсенех, е тата ача-пӑчасем шавлама тытӑнсанах — хуть те тухса тар!

Чуть он вздремнет, падал стул в комнате, так, сам собою, или с шумом разбивалась старая, негодная посуда в соседней комнате, а не то зашумят дети — хоть вон беги!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл шыва шаплатса ӳксенех, ачасен кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ — вӗсем хӑйсем ҫинчи темӗнле йывӑрлӑха шыва пӑрахнӑнах туйӑнчӗ.

И как только она плюхнулась в воду, ребята мои сразу повеселели, словно сбросили с себя что-то.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех