Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫчен сăмах пирĕн базăра пур.
ӗҫчен (тĕпĕ: ӗҫчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пирки шухӑшлас шухӑшӑм та манӑн чи ансатти: ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ырми-канми тӑрӑшнӑ ӗҫчен пулнӑ вӑл, ырӑ та тӳрӗ этем.

И дума моя о нем - простая: вечный был труженик, добрый, честный человек.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Сар хӗвеллӗ тӗнчен халӑх шӑпи ӗмӗртен-ӗмӗре тӗрлӗрен килнӗ пулин те ӗҫчен чӑваш халӑх хӑйӗн чӑнлӑхне, тӗрӗслӗхне, ӑсталӑхне, тасалӑхне упрать, ырӑ йӑла-йӗркене малалла тӑсма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Катькас халахӗн ял уявӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. http://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/72 ... n-yal-uyav

Николай Федорович конкурсӑн тӗллевне ҫапларах палӑртрӗ: «Эпир - чӑвашсем. Ҫак сӑмахсене мӑнаҫланса тата савӑнса калатӑп, мӗншӗн тесен эпир ӗҫчен, маттур халӑх. Кун-ҫулӑмӑр та аслӑ та чаплӑ. Ҫак ҫӗр ҫинчен чӑваш ан ҫӗттӗр тесен чӗлхене, культурӑна, йӑла-йӗркесене ҫухатмалла мар. Ҫамрӑк ӑрӑва чӑн чӑваш пулса ҫитӗнтермелле. «Чӑваш пики» конкурс ҫак енӗпе тивӗҫлӗ ӗҫсем тӑвать», - терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Паянхи почтальон темӗн тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакан ӗҫчен.

Куҫарса пулӑш

Маттур ӗҫлекенсене – парне // Каҫал Ен. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/

Пӗтӗмӗшле илсен вара, кун пек мероприятисенче ачасен чирлесе ларма вӑхӑт ҫук, вӗсем вӑрман хӗрринче ирттерекен кашни сехетпе туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ, — уҫать шухӑшне шурӑ халатлӑ ӗҫчен.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/

Вӑхӑтпа тан утас тесен, ӑслӑ-тӑнлӑ, ӗҫчен, хӑвӑрт тавҫӑрса илекен, чылай чӗлхе пӗлекен ҫын пулмалла, мӗншӗн тесен ӑслисем ӑслисемпе ӑмӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Анне чи малтанах, паллах, питӗ шикленсе ӳкнӗччӗ, анчах та ҫемьесем паллашнӑ хыҫҫӑн, вӗсем те хамӑр пекех тирпейлӗ тата ӗҫчен ҫынсем пулнине курса ӗненсен – килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Паян хастар та ӗҫчен, яваплӑха туякан ял ҫамрӑкӗсен пурнӑҫра хӑйсен пултарулӑхне тӳрре кӑларма чӑн майсем пур, вӗсем малашлӑхалла шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ.

Сегодня активная, трудолюбивая, ответственная сельская молодежь получила реальную возможность самореализоваться, обрела уверенность в завтрашнем дне.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Малашне те кун пек пурӑнсан пирӗн районтан, ӗҫчен халӑхпа пуянскертен, мӗн юлӗ-ши?

Если так жить и впредь, что останется от нашего района, богатого трудолюбивым населением?

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Сӑпайлӑ, ҫав вӑхӑтрах ӗҫчен те тавҫӑруллӑччӗ Гена.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Хӑйсем пекех сӑпайлӑ та ӗҫчен.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Района аталантармалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, пурсӑмӑрӑн та тӑрӑшмалла кӑна.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Ӗҫчен халӑх килти хушма хуҫалӑхра мӗн кӑна ӳстермест пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Еплерех пирӗн Салампи ӗҫчен те ырӑ кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Вӑл хӑй пек ӗҫчен те пултаруллӑ пикепе «ҫемье вучахне» чӗртме ӗмӗтленет.

Он мечтает зажечь "семейный очаг" с такой же трудолюбивой и одаренной девушкой, как и сам.

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Лукияновсем — ӗҫчен йӑх.

Куҫарса пулӑш

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кунашкал тӗслӗх пӗрре кӑна мар пулнӑ: социаллӑ ӗҫчен пек кӑтартса е укҫа реформи ирттереҫҫӗ тенипе сӑлтавласа аслӑ ӑру ҫыннисем патне ултавҫӑсем пынӑ, пулӑшма шантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Канаш районӗнчи Яманкассинче пурӑнакан Таисия Степанова хӑйӗн тӑван-хурӑнташӗ, хӑти-тӑхлачи йышлӑ, пултаруллӑ та ӗҫчен пулнӑран яланах ҫапла калать.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Исаковсем хӗрӗсене тирпейлӗ те ӗҫчен пулма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ырӑ та ӗҫчен ҫынна ял савать.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех