Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлетпӗр (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑра юлашки ҫулсенче ҫемьесене пулӑшас енӗпе тытӑмлӑн, йӗркеллӗн ӗҫлетпӗр.

В республике в последние годы ведется системная, последовательная работа по поддержке семей.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫапах та, йывӑрлӑхсем пулсан та, эпир ҫаплах ӗҫлетпӗр, социаллӑ обязательствӑсене пурне те пурнӑҫлатпӑр, халӑх пурӑнакан вырӑнсене хӑтлӑлататпӑр, малалла ҫирӗппӗн утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3637104

Эпир пӗр тӗллев тытса, пӗр идейӑпа хавхаланса ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Хӑвах пӗлетӗн, кӑнтӑрла килте, ҫӗрле анкартинче ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Халӗ те ӗҫлетпӗр, йывӑрлӑхсенчен хӑраса тӑмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ сменӑпа ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпир те кӑткӑ пек пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлетпӗр, мӗншӗн ӗҫленине хамӑр та пӗлместпӗр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпир унпала пӗр заводра ӗҫлетпӗр, — малтанах калаҫса татӑлнӑ пек хуравларӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Калама ҫук маттур ӗҫлетпӗр, Матрена Игнатьевна!

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӗрле ӗҫлетпӗр, анчах юнашар мар.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Акӑ итле, эпир, сварщиксем, мӗнле ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Тулли мар штатпа ӗҫлетпӗр тени» таса мар чунлӑ ҫын сывлӑша кӑларса янӑ сӑмах ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗрле ӗҫлетпӗр, ӑмӑртатпӑр вӗт…

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эпир планпа ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Апла пӗр ҫӗртех ӗҫлетпӗр, пӗр коллективрах.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Пӗлтӗрхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа паян кунчченех ҫӗнтерӳшӗн тӑрӑшса ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем 100 сетка ҫыхнӑ // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Раҫҫей Пушкӑртстанне тӗнчене уҫас тӗлӗшпе активлӑ ӗҫлетпӗр.

Активно работаем над тем, чтобы открыть Башкортостан России, миру.

Радий Хабиров: "Этнотуризм енӗпе Пӗтӗм Тӗнчери форума эпир Уфара виҫҫӗмӗш хут ирттеретпӗр" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -r-3492481

Эпир, республикӑра пурӑнакансем, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тата аталанӑвӗшӗн яваплӑ ӗҫлетпӗр.

Мы, жители республики, ответственно трудимся ради благополучия и процветания нашего Отечества.

"Нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик": Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Владимир Путина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3470287

— Юр ирӗлет кӑна, эпир Николай упӑшкапа ирех ҫӗр ҫинче ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

«Пӗр хутчен тӳлекен 50 пин тенке социаллӑ казначейство формачӗпе пӗр документ, заявлени памасӑрх тӳлӗҫ. Тепӗр чухне реквизитсене тӗрӗс мар кӑтартни пулкалать, кашни тӗслӗхпе уйрӑммӑн ӗҫлетпӗр», — тесе пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Контрактниксем СВО-на хутшӑнни стажра икке хутланӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d0%b ... %b6%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех