Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтсем (тĕпĕ: ӗмӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн шанчӑк, пирӗн ӗмӗтсем, эпир кӗтни, юлашкинчен ҫакна пӗтӗмпех пӗр сӑмахпа калас пулсан (ҫав сӑмах — туйӑм) — пирӗн икӗ ҫыннӑн пӗрле пӗрлешнӗ пӗр туйӑмӗ кашни тӗлпулу хыҫҫӑн чакма кӑна мар, ӳснӗҫем ӳссе кӑна пынӑ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ӗмӗтсем пирки аса илме, чун киленӗҫӗсене ҫӗнӗрен чӗртме вӑхӑт.

Пришло время вспомнить о своих мечтах, воскресить свои увлечения.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗмӗтсем улшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыттисем ыйха путрӗҫ ӗнтӗ, ман пуҫра вара ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗмӗтсем ҫуралаҫҫӗ: путевка, дача…

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Мӗнле-ха вара пирӗн ӗмӗтсем?..

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӗмӗтсем, тӗллевсем пирки шутлас тесен пӗчченлӗхре пулӑр.

Стоит побыть в одиночестве, чтобы сконцентрироваться на своих мечтах и целях.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗмӗтсем пурнӑҫланмалли тапхӑр ҫитет.

Наступает время исполнения желаний.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Микулана курсан, Наҫтик чӗри нӑйкӑшма тытӑнчӗ, хӗрӗ ун мӑшӑрӗ пулма ӗмӗтленнине, ӗнтӗ ку ӗмӗтсем ӗмӗрлӗхех ҫухалнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Темӗнле ӗмӗтсем пулни ҫинчен калаҫатӑн…

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апла Али-Акрам ним ҫукран нимӗр пӗҫерме килмен кунта, ӗмӗтсем пысӑк унӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ав ӗмӗтсем мӗнле Усеин-Сеитӑн!

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ проект. Эпир ӑна кӗтнӗ, ӗмӗтсем пурнӑҫланчӗҫ», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Вилни пирки никам та уҫӑмлӑн каламанран ашшӗ ку таранччен шанчӑкне ҫухатманччӗ-ха, тен, мӗнле те пулин ҫаврӑнса ҫитет пуль тесе пурӑнатчӗ, халь ак ӗмӗтсем татӑлчӗҫ темелле.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗмӗтсем

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ахӑртнех, вӑй-хал чакнипе ӗмӗтсем, коммерципе ҫыхӑннӑ плансем кӗтнӗ чухлӗ тупӑш илсе килмеҫҫӗ.

Вероятно, из-за резкого понижения жизненной энергии надеждам и планам по коммерческим операциям не суждено принести ожидаемого дохода.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурин те хӑйне уйрӑм пурнӑҫ тӗллевӗ, хӑйне уйрӑм вак-тӗвек ӗҫсем, ӗмӗтсем.

У каждого свой интерес, свои заботы и надежды.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унӑн урӑх шухӑшсем, урӑх ӗмӗтсем

Мысли его совсем об ином, об ином его мечты…

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унӑн пуҫӗнче йӑлтах урӑх шухӑшсем, урӑх ӗмӗтсем

В его голове — совсем иные мысли, иные мечты…

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫапах та Укахви Карачӑм ҫинчен нумай шухӑшлаймасть, ӗмӗтсем ӑна каллех ҫырма леш енне, хӑйӗн Галимджанӗ патнелле илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗмӗтсем унӑн начар мар-ха.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех