Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрӗпе (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн летчик ӗмӗрӗ винтӑллӑ авиаци ӗмӗрӗпе пӗрле вӗҫленнӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ман вырӑнта тепри пулсан, ӗмӗрӗпе каҫармӗ уншӑн — эп ҫилленсе пурӑнмастӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Хӗрӗм, ӗмӗрӗпе ырӑ кур! — терӗ Маюк инке.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Пысӑк технологисен ӗмӗрӗпе вӑрнарсем те тан пынине IT-Куб, Санарпуҫӗнчи агрокласс тата ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ хӑйсем ӑсталанӑ роботсем, 3-D изделисем, агрегатсем урлӑ кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Хальхинче ҫак ҫӳҫӗ-пуҫӗ тусӑлнӑ, тӑпрапа ҫӑрӑлса-вараланса пӗтнӗ хӗрарӑм Сахара ун сӑмахӗнчен иртмесӗр ӗмӗрӗпе итлесе пурӑннӑ арӑмӗ пек мар, таҫти шуйттан шӑтӑкӗнчен сиксе тухнӑ тухатмӑш карчӑкӗ пек курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулталӑк тесен вара тепри этем ӗмӗрӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Вӑй-хал пур чухне ӗҫлем, ӗмӗрӗпе ун ҫинче вӗт», — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре хастар Беловсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... %b5%d0%bc/

Пулать ҫав тепӗр чухне ҫапла: тулать те тулать шыв ҫырмара, тытса тӑрать те тӑрать ӑна пӗве; анчах, акӑ, капланӑвӑн чикки ҫитет те, шар кӑна ҫурса ярать пӗвене, ӗмӗрӗпе пӗчӗккӗн сӑрхӑнас юханшыв шавласа-кӗрлесе илет вара пӗр кана, унчченхи тытӑнчӑкшӑн та, ӳлӗмришӗн те савӑнса юлас тесе.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗн-и, Улька, — тахҫанхи пек, ятран кӑна ӑшшӑн каларӗ вара Крапивин, — тепӗр ҫын, калӑпӑр, ӗмӗрӗпе таса пурӑнать, ырӑ ӗҫ кӑна тӑвать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр шутласан, ӗмӗрӗпе халӑха ҫутта кӑларас енӗпе ӗҫленӗ, интеллигент юнӗ витӗр ҫапнӑ ҫын ҫакнашкал калаҫни тӗлӗнмелле те пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах ӗмӗрӗпе тӗрӗслемӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Яланах, ӗмӗрӗпе туйса пурӑнӗччӗ те ҫав…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пуриншӗн те пӗр евӗрлӗ, тусанлӑ тумтирпе хупланнӑ ырхан кӗлеткесем, шӗвӗр сӑмсаллӑ, пӗркеленчӗк, кушӑхса типнӗ питсем, кустӑрмасен мӗлтлетӗвне, шахтӑсен сӗмлӗхне ӗмӗрӗпе хӑнӑхнӑ хуйхӑллӑ куҫсем, савӑнӑҫпа хӑюлӑхра кӑнттамрах имшер алӑсем, — алӑсем, питсем, кӑвайт хӗлхемӗллӗ куҫсем, — Тӳпе ывӑлӗ еннелле тӑсӑлаҫҫӗ.

Худые тела, прикрытые пыльной, однообразной для всех, одеждой, морщинистые, востроносенькие, дряблые лица, печальные глаза, веками приученные к мельканию колёс, к сумраку шахт, тощие руки, неумелые в движениях радости и смелости, — руки, лица, глаза с искрами костров — тянулись к сыну неба.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Мӗншӗн тесен эсӗ маншӑн, хӗр ӗмӗрӗпе ӗмӗрлӗхех уйрӑлас ӑшхыппи чуншӑн, чаплӑран та чаплӑ туй пӗркенчӗкӗ пултӑн, ятне савӑнӑҫ парнелерӗн.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗн ӗмӗрӗпе суха сухаласа, тырӑ акса пурӑнакан хресчене-и?

Крестьянам, которые всю жизнь пашут землю и сеют хлеб?

13 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Хӑвар та вӗсене хӑйсем тӗллӗн, кайран ӗмӗрӗпе кулянса пурӑн».

 — Оставь одних потом весь век будешь каяться».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Хӗрхенсе мар, чунтан-вартан тархасласа, ӗмӗрӗпе шыранӑ ӗмӗте тупшӑрса, ху патна ҫакӑн пек чысӑмӑрпа килтӗмӗр те, ан пӳлсемччӗ ӗнтӗ пирӗн сӑваплӑ ҫулӑмӑра, ан татсамччӗ пирӗн ятлӑ сӑмахӑмӑра…

Не из жалости, а от всей души просим, выслушай ты нас, узнай мечту нашу, не прерывай нашего учтивого слова, не преграждай нам честной дороги к тебе…

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Е пулман та кун пӗкки, тен, ҫак куна, чӗре ҫакӑн пек кунсене ӗмӗрӗпе кӗтсе пурӑннӑ?»

 — Или не было этого, а только всю жизнь ждало-дожидалось сердце вот такого дня, вот таких дней?»

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ӗмӗрӗпе эсӗ ман пурнӑҫа пӳлсе пыратӑн, анчах хальхинче, астӑватӑн-и, ун чухнехи пек тархасласа хӑтланмастӑп.

Всю жизню ты мне поперек стоишь, но зараз уж я просить не буду, как тогда, помнишь?

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗтнӗ сехетсем ытла вӑрах иртрӗҫ, шуйхатрӗҫ те вӗсем, канӑҫа та ҫухаттарчӗҫ, ҫапла ӗмӗрӗпе тӑсӑлассӑн туйӑнчӗ.

Долгие часы, полные трепетного ожидания, жгучего волнения и беспокойства, казались ей вечностью.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех