Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗрех (тĕпĕ: ӗмӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ пӗчӗккӗ мар ӗнтӗ, ӗмӗрех пире шанса пурӑнаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Арҫын-ҫке вӑл, ӗмӗрех общежитире пурӑнас килмӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ара, кӗрес те ҫук-ха вӗсем, этеме ӗмӗрех ҫын апачӗ усраймӗ, ҫапах та кӑмӑл туни темрен те паха.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Мана хӳтӗлекенӗ ӗмӗрех эсӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсӗ тетӳпе ӗмӗрех пӗр чӗлхепе, пӗр шухӑшпа пурӑннӑ, Захар Петрович ҫавӑн чухлӗ япала пытарма пултарнӑ пулсан, эсӗ те унран сахал пытарман теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑл ҫӗрсем ӗмӗрех пирӗн ялӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗмӗрех эпир ҫулнӑ, ӳлӗмрен те ҫулатпӑр.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Бурнаш таврашӗ ӗмӗрех пирӗн тӑшман пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усал ӗмӗрех усалтан тӗп пулать.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Катя: «Капла чӗркуҫҫи ҫинче ӗмӗрех пулаймӑн, тӑрас», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр самантра ҫӗмӗрсе Тӗп турӑмӑр вӗсене Мухтав пултӑр ӗмӗрех Пирӗн партизансене!

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Чӑвашсен 95 — 97% ӗмӗрех ҫурма выҫӑ пурӑннӑ.

95–97% населения всегда жили впроголодь,

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халь эпӗр ҫӗрулмине ҫеҫ мар, ӗмӗрех уйрӑм ҫырнӑ ҫӗр ҫырли, хурӑн ҫырли, шыв арманӗ, ҫил арманӗ сӑмахсене те пӗрле ҫыра пуҫларӑмӑр тем?

Мы теперь не только картофель, но те слова, что вечно писали отдельно, начали писать слитно: земляника, ягода, водяная мельница, ветряная мельница?

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑваш ҫӗрӗ ӗмӗрех хӗсӗк пулнӑ.

Земли у чуваша было всегда негусто.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Яланах, ӗмӗрех манӑн пул эс.

Только стань моей навсегда, навеки!

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӳре-шара таврашӗнчен ӗмӗрех сехӗрленсе пурӑннӑ чӑвашӑн чӗри лаштӑр татӑлса анчӗ.

Привыкший, как и все чуваши, бояться любого начальства, Яндул так и присел от страха.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗчӗккӗрен ҫапла ачаш ӳснӗ хӗре ку пӗртте тӗлӗнтермен, ӗмӗрех ҫапла пулмалла пек туйӑннӑ.

С детства изаблованную девушку это всё совсем не удивляло, ей казалось, что так и должно быть.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ӗмӗрех мар ҫав.

— Нет, не всю.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Вӑл ӗмӗрех ҫавӑн пек».

— Да он всю жизнь такой…

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чун савнинчен ӗмӗрех Ячӗҫ ӑна уйӑрса:

Куҫарса пулӑш

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех