Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑш-пӗр хӗрарӑмсем ӗлӗкхиллех тумланнӑ-ха, анчах вӗсем те кӗпе ҫаннисене хӗрлӗ ҫеҫкеллӗ пусмаран ҫӗленӗ.
Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Тӑван чӗлхепе юрӑ ӗлӗкхиллех юн тымарӗсенче упранса юлнӑ пулмалла.
Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.
Эпир ӗлӗкхиллех сӗмсӗррӗн йӑлт таптаса пырсан тӗнче йывӑҫҫи кӑна мар, ҫын хӑй те пӗтет.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ӗлӗкхиллех тапса выртать.
Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Халӑх каллӗ-маллӗ хӗвӗшекен тротуар ҫинче вӑл хӑйне ӗлӗкхиллех маттур тытма тӑрӑшрӗ, ҫапах пултараймарӗ, хӑй сисмесӗрех аллисене кӗсьене чикрӗ, пуҫне усрӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Тимофей Ивановичӑн сасси улшӑнман, ӗлӗкхиллех уҫӑ.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Куҫ тӗкӗсем ҫеҫ ӗлӗкхиллех чӑрсӑр, вӗсем пӳрне тӑршшех ӳсе-ӳсе кайнӑ.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
— Ӗлӗкхиллех мана «Прибой» туртать тет пуль, шӗпӗн, — мӑкӑртатрӗ вӑл, портсигар хупӑлчине шартлаттарса.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Киселева Зинаида, хушаматӑр сирӗн ӗлӗкхиллех юлать-и е упӑшкӑрӑннипе улӑштарас тетӗр? — ыйтрӗ Павӑлӑн пулас арӑмӗнчен регистрацилекен хӗрарӑм.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Малти пӳрте пырса кӗнӗ чух (кайри пӳртне тахҫанах сутса янӑ пулин те, малти пӳрчӗн ячӗ ӗлӗкхиллех юлнӑ) Павӑла пиччӗшӗ тӗл пулчӗ.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ӗлӗкхиллех лӑппи-лаппи хур уриллӗ те хайлавсӑр калаҫакан пӗр йӗре Любочка кӑна амаҫурне юратса пӑрахрӗ, пӗтӗм ҫемьене унпа туслаштарасшӑн ытла та айванла, тепӗр чухне иментерсех ямалла тӑрӑшрӗ; ун вырӑнне вара Авдотья Васильевна, аттене хӗрӳллӗн юратнисӗр пуҫне, хӑйӗн юратӑвӗн тумламне тӗнчере пӗртен-пӗр ҫынна — Любочкӑна уйӑрса пачӗ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫулла эпир вӗсемпе час-часах курнӑҫрӑмӑр пулин те, ку ҫемье ҫине ӗлӗкхиллех сивлек пӑхрӑм.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫпа, эхер хӑнасем ҫук пулсан, сулхӑн галерейӑра чей ӗҫсен тата аттепе пӗрле хуҫалӑха пӑхса ҫаврӑнсан, эпӗ хамӑн ӗлӗкхи вырӑна, Вольтер кресли ҫине, выртатӑп та, Катенька е Любочка музыка каланине итленӗ май, вулатӑп тата ӗлӗкхиллех ӗмӗтсемпе йӑпанатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир тумланмасӑрах пайтах вӑхӑт калаҫса лартӑмӑр, ҫав хушӑра хӗвел диванлӑ пӳлӗм чӳречисем тӗлӗнчен пӑрӑнса ирте пуҫларӗ, пирӗн пӳлӗме Яков кӗчӗ (вӑл ӗлӗкхиллех ватӑ, ӗлӗкхиллех пӳрнисене ҫурӑмӗ хыҫӗнче вылянтарать тата каллех сӑмаха час-час калать), аттене кӳме хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӑлтӑра кӗрсе пусма тӑрӑх хӑпарнӑ чух та эпӗ лайӑххӑн вӑранайманччӗ-ха, анчах малти пӳлӗм алӑкӗн ҫӑри, питӗрмелли пӗчӗк кӗле, пӑрнӑҫнӑ урай хӑми, лар, ҫурта лартмалли кивӗ ывӑс, ӗлӗкхиллех тумлам-тумлам хытса ларнӑ шӑн ҫулӑскер, шӑн ҫу ҫуртин халь ҫеҫ ҫутнӑ кукӑр та сивӗ хӑйӑвӗнчен ӳкекен мелкесем, яланах тусанлӑ, кӑларса лартман ик хут чӳрече (эп астунӑ тӑрӑх, ун умӗнче пилеш ӳсмелле), — ҫаксем пурте чуна ҫывӑх туйӑннӑран, вӗсем асаилӳсемпе тулса тӑнӑран, пӗр шухӑшпа ҫыхӑннӑ пек пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ пулнӑран, эпӗ сасартӑк ҫак савнӑ кивӗ ҫурт хама ҫупӑрланине туйса илтӗм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ унӑн сӑмси ҫывӑхӗнче тата куҫхарши тӗлӗнче икӗ ҫӗвӗ пуррине асӑрхарӑм, анчах тӗлӗнмелле илемлӗ куҫӗсем те, кулли те шӑп та лӑп ман асаилӳсенчи пекех, вӗсем ӗлӗкхиллех йӑлкӑшаҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫутӑ сенкер куҫӗсем те, ӑшшӑн кулакан сӑнӗ те ҫавсемех, тӑпӑл-тӑпӑл тӳрӗ сӑмси те, пӗчӗкҫӗ ҫӑварӗ те ҫавсемех, кӗрен тӗслӗ тап-таса питҫӑмартийӗсем ҫинчи пысӑк мар путӑксем те ҫавсемех, чиперкке шап-шурӑ аллисем те ҫавсемех… ӑна ӗлӗкхиллех тап-таса хӗрача тени те темшӗн ҫав-ҫавах килӗшет.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Петергоф та хӑйӗн чаплӑ фонтанӗсемпе ӗлӗкхиллех куҫа илӗртсе ларать.Мы воссоздали во всей прежней красоте Петергоф с его знаменитыми фонтанами.
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ротӑна халӗ те ӗлӗкхиллех Брянский роти тенӗшӗн нимӗн чухлӗ те ӳпкелешмест.Он нисколько не обижался на то, что его роту и сейчас, по старой памяти, называют ротой Брянского.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ӗлӗкхиллех пысӑк ҫамкаллӑ пуҫ, ун ҫинчи ҫӳҫ кӑна тӑкӑнса пӗте пуҫланӑ.Большая, лобастая голова, которая теперь уже, правда, совсем полысела.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
- 1
- 2