Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак хушӑра Пуслӑх Мишши чӑмӑрла пӗҫернӗ ҫӑмартана, пӗтӗмпех хыпнӑскерне, шӑвӑҫ куркари сӑрапа сыпса, кӑшт-кашт чӑмласах ӑнӑҫлӑн ҫӑтса ячӗ те, хаяр эрехе самай ӗҫсе лартнине пула хӗрме те, нӳрӗрен кӗнӗ хыҫҫӑн ӑшӑнма та ӗлкӗрнӗскер, утаман хушнине итлесе, хӑй мӗн пӗлнине каласа кӑтартма тытӑнчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Тахҫанхишӗн, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчишӗн лектерчӗҫ-няк ачана», — текелерӗ ҫеҫ Шикки Ваҫҫи, милиционерсемпе темиҫе сӑмах перкелешсе илме ӗлкӗрнӗскер.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫав вӑхӑтра каллех «союзлӑ» император Франц, Ульмӑна ҫухатнӑ хыҫҫӑн Наполеона Вена хулине тата хӑйӗн ҫӗршывӑн ҫур пайне пама ӗлкӗрнӗскер, Кутузова чарӑнса тӑрса Наполеонпа ҫапӑҫма хушнӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Салтак Костин, ӗҫсе ӳсӗрӗлме ӗлкӗрнӗскер, хыттӑн кӑшкӑрчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ ҫав-ҫавах пӗччен пултӑм, анчах ҫав минутсенче пӗрмаях ҫапла туйӑнчӗ: ӑнланмалла мар чаплӑ ҫутҫанталӑк, шупкарах сенкер тӳпере пӗр тӗлли-паллисӗр ҫӳлӗ вырӑнта темшӗн чарӑннӑ ҫутӑ уйӑхӑн хӑй патнелле туртакан кӑшӑлӗ, кирек ӑҫта та яланах манпа пӗрле пулса, хӑйпе вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑша тултарса тӑнӑ пек курӑнаканскер, тата эпӗ, ниме тӑми ӑман, этемӗн япӑх та юрлӑ туртӑмӗсемпе ирсӗрленме ӗлкӗрнӗскер, анчах ӑсра сӑнарлассипе юратӑвӑн хӑватлӑ та тем анлӑш вӑйне пытарса усраканскер, — эпир пурте: ҫутҫанталӑк та, уйӑх та, эпӗ те пӗр япала пулнӑн туйӑнчӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуллахи вӑрӑм кун та тӗттӗмленме ӗлкӗрнӗскер, вӑхӑт нумай иртнӗ ӗнтӗ, тесе шухӑшласа пыра тӑп.Я подумал, что летние дни очень долгие и раз уже успело стемнеть — значит, совсем поздно.
«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Бикмуш мучи, хӑрах йӗм пӗҫҫине ҫеҫ хывма ӗлкӗрнӗскер, шыв хӗрринех лакӑштатса пычӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӗсенчен уйрӑмах паттӑр Коваленко, таҫтан ваксӑ тупса хӑйӗн кирза аттисене тасатма ӗлкӗрнӗскер, уйрӑлса тӑнӑ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Паллах, Малик ашшӗ, хут вӗренмен колхоз кӗтӳҫи ватӑ Гавдулла Элемесов та, Малик Габдуллин хӑй те, кӗтӳҫӗрен доцента ҫитнӗ совет каччи, ҫуралнӑ ҫӗршывӗнче паллӑ фольклорист пулса темиҫе ӗҫ пичетлесе кӑларма ӗлкӗрнӗскер, хӑй пурнӑҫӗнче казахсен былинин паттӑрӗ пулса тӑрасса нихҫан та шутламан ӗнтӗ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
— Анюта ҫырма хӗрне кайрӗ-ха, — терӗ атте, килтен пӗр бутылка эрех илсе тухма ӗлкӗрнӗскер.— Анюта пошла на речку, — отвечает отец, уже успевший вернуться из дому с бутылкой вина.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Аслӑ Козельцов, ҫӗр иртиччен пур пурлӑхне те выляса яма ӗлкӗрнӗскер, шинель ҫанни ҫумне ҫӗлесе хунӑ ылтӑн укҫисене те выляса яма ӗлкӗрнӗскер, тӗлӗксемпе аташса супнӑ хыҫҫӑн ир енне шӑпах хыттӑн, тутлӑн ҫывӑрса кайрӗ.
25 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Михайлов, ҫак виҫӗ сехет хушшинче темиҫе хутчен те, ҫук, хӑтӑласси пулас ҫук ӗнтӗ манран, тесе шухӑшланӑскер, хӑй ҫумӗнче пур пек пӗчӗкҫӗ иконӑсене темиҫе хутчен те чуптуса илме ӗлкӗрнӗскер, юлашкинчен кӑштах лӑпланчӗ, ку таранччен те бомбӑсемпе етресем пайтах вӗҫсе иртрӗҫ, пӗри те мана килсе лекмерӗ, халь тин ма лектӗр ентӗ? тесе лӑплантарчӗ вӑл хӑйне хӑй.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тёма, ҫул варрине чупса ҫитме ӗлкӗрнӗскер, тӑпах чарӑнать; икӗ аллипе те тутине хуплать, самантлӑха пӗр хускалмасӑр тӑрать те, каялла вӗҫтерсе таврӑнать.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Пурте пӗр-пӗрин ҫине кӑмӑлсӑрланнӑ: Цимбал ҫине тӑрсах хӑйӗн хыт-хура пусса илнӗ лаптӑкӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхма ыйтрӗ, Городцов, йӑнӑшӗсемшӗн ӳкӗнсе, кӑтартуллӑ колхозсем тума кирлӗ тесе ӗнентерчӗ, гварди капитанӗ Сердюк, ҫартан пуҫӗпех таврӑннӑранпа виҫӗ хутчен вырӑнтан тухса ӳкме ӗлкӗрнӗскер, районӑн ыранхи кунӗ ҫинчен унсӑр пуҫне никам та шутлакан ҫук тата ӑна вӗри те ӑнланасшӑн мар тесе шантарчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унӑн хваттерӗнче вӑрттӑн типографи тунӑ пулнӑ та, жандармсем кун ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, ухтарма пырсан, Софья, вӗсем пыриччен пӗр минут малтан кӑна горничнӑй пек тумланма ӗлкӗрнӗскер, хӑйӗн хӑнисене хапха умӗнче тӗл пулса, килтен тухса кайнӑ; вара хӗлле, шартлама сивӗре, ӑшӑ тумтирсӗр, пуҫне пӗр ҫӳхе тутӑр кӑна ҫыхса, аллине краҫҫын ямалли шуҫ савӑт тытса, хулан пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне утса тухнӑ; тепрехинче вӑл ют хулана хӑй палланӑ ҫынсем патне кайнӑ та вӗсен хваттерне картлашка тӑрӑх хӑпарнӑ чух унта жандармсем ухтарнине сиснӗ.
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Лашасем пирӗн! — кӑшкӑрнӑ холмянскисенчен пӗри, тӑсланкӑрахскер, йӗнерленӗ нимӗҫ лаши ҫине утланса ларасса ӗлкӗрнӗскер, хӑй айӗнчи лашисӗр пуҫне тата виҫӗ лашана чӗлпӗрсенчен тытса тӑраканскер.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Унӑн аслӑ ывӑлӗ, ашшӗн кутӑнлӑхне чӑтаймасӑр тата унпа пӗрле намӑс купӑс мӑр тесе, хулана тухса кайса йӗп пек ҫухалнӑ, кӗҫӗнни, Ванька, ҫуралма ҫеҫ ӗлкӗрнӗскер, татӑклӑ сӑмах калайман-ха.
Шӑпчӑк Ванюшӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Казак ятлӑ кушак, каҫма ҫине вӗтӗ пулӑ самаях кӑларса тултарма ӗлкӗрнӗскер, ун ҫине асӑрхануллӑн пӑхса илчӗ.
VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тепӗр кӗтесре батальон вӗренӗвӗ ҫинчен тавлашу пырать, Чертокуцкий вара, вӑйӑра икӗ хутчен майра вырӑнне валет пӑрахма ӗлкӗрнӗскер, кӗтмен ҫӗртен ҫын калаҫӑвне хутшӑнса: «Хӑш ҫул» е «хӑш полкран?» — тесе кӑшкӑрать.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫавна кура республикӑн вӑхӑтлӑх правителӗ, шыҫмак питӗнчи тачка ӳтне ҫав кунсенче самай хухтарма ӗлкӗрнӗскер; тӳмеллӗ атӑ кунчинчи ура хырӑмӗсене Наполеон пек вылянтарса, правительствӑн черетле ларӑвӗнче ҫӗршывра «политика тӗлӗшӗнчен ҫирӗп лару-тӑру» туса хуни ҫинчен пӗлтерсе хурать.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.