Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшра (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан тав, малтанах пулнӑ эс, эп ун чухне сан чӗрӳне те, сан кӑмӑлна та пӗлмен, ҫавӑнпах хам ӑшра вырӑн панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.

Курни-илтнине ӑшра тытма хӗн.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Халь Улюкӑн хитрелӗхӗ ӑшра вӗчӗрхенӳ ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Борис ҫук чух ӑш вӑркать, вӑл пур чух вӑтантарать, ӑшра савӑнӑҫпа телей ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Куншӑн ӑшра хама хам вӑрҫатӑп-ха: ытлӑ та килӗшӳсӗр ку танлаштару.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Хам ӑшра ҫеҫ эпӗ: библири ҫветтуйсем мар, ҫӗр ҫинчи Толстой пек «ҫветтуйсем» ытларах пулинччӗ ҫынсен килӗсенче, тесе шухӑшларӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Пӗтрӗм, тетӗп хам ӑшра.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Хӗр куляннӑран-ши, ӑшра темӗнле иккӗленӳ ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Анчах эп Санюк патне туртӑннине, ӑшра пӗр унпа ҫеҫ пурӑннине Риммӑсӑр пуҫне никам та пӗлместчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ӑшра хамӑн вут ҫунать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Умран ҫаплах хӗр кайма пӗлмест, ӑшра хирӗҫтӑру.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Анастасия Александровна унӑн ӗҫне ӑшра вуласа тухрӗ те кӑмӑллӑ пит-куҫпа сӗтел ҫине пырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑн ӑшра темӗн хытӑ япала капланнӑ пек пулчӗ: ҫӑвара карса сывласан та, сывлӑш кӗмест те, тухмасть те.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Темле ют ҫын йӗрет тейӗн ман ӑшра.

Кажется, не я плачу, а кто-то чужой внутри меня плачет…

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ман ӑшра хӗрарӑм чунӗ вӑраннӑ кӑна — эс харлаттарса ҫывӑрса кайнӑ.

А во мне только-только бабье желание зародится — ты уж храпишь вовсю.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пире, этемсене, мар хирӗҫ вӗсем (тен, ӑшра пире те юратмаҫҫӗ, унтан та ытларах — кураймаҫҫӗ вӗсем пире, анчах вӑл ниме те пӗлтермест-ха, сӑмах халь ун пирки мар пырать), эпӗр мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине пӗлнӗрен хирӗҫ вӗсем пире.

Нет, они были не против нас как людей (хотя, вполне возможно, ненавидят и нас, но сейчас речь не об этом); они были против наших намерений, с какими мы прибыли.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑшра хӑйпе хӑй туллашса, макӑрса, хӑйне ылханса, таркӑн хупах хуҫин пӳртум алӑкне пырса кӗрслеттерчӗ.

Кляня себя последними словами, беглец решился наконец зайти в кабак. Он сильно забарабанил в дверь.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑшра ырӑ мар.

К горлу подкатывает тошнота…

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑшра ҫеҫ хресчен эп.

Разве что в мыслях только остался крестьянином.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑшра тарӑху та, ҫилӗ те пулман.

Внутри не было ни злости, ни обиды.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех