Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшнелле (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ак питне утӑ ӑшнелле турӗ.

Лицом она уткнулась в сено.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Халь ӗнтӗ сан туйна тӑватпӑр, — тет Ивук шӑнса кӳтнипе пиншаккин ҫухи ӑшнелле хутланса.

— Ну, теперь самое время твою свадьбу справлять, — говорит Ивук, зябко ежась и засовывая руки в рукава пиджака.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫаврӑнасчӗ те ялалла утасчӗ — юрамасть, темӗнле хӑват туртнӑ пек, юхӑм ҫаплах малалла, тусанпа ӑрша карса илнӗ сӑрӑ карри ӑшнелле шӑвать.

Чего бы проще — взять и повернуть к деревне, в прохладу и сень, но нет, нельзя, люди, словно влекомые какой-то силой, идут и идут вперед, задыхаясь и ничего не видя в пыльном тумане…

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ялтан тухрӗ, ыткӑнса Чупрӗ вӑрман ӑшнелле.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӗсем хыҫҫӑн чанасем те тасатман кӑмака мӑрйисем ҫине пыра-пыра ларса чанкаҫҫӗ, пуҫӗсене чалӑштарса мӑрье ӑшнелле пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чаплӑ кун сӑрт-тӑва хӗвелӗн чӗрӗ шыв сиккипе шӑварать, хӗвел шевлисем чӑтлӑх вӑрманӑн тӑвӑр уҫлӑхӗсенче ылтӑн пӑнчӑсенче, ҫиҫкӗнчӗк ҫулҫӑсенче, чике пайӑркасенче ӑнтӑлуллӑн куҫа-куҫа ирӗлеҫҫӗ; ут чӗрни айӗнчен курӑка сывлӑмпа пӗрӗхтере-пӗрӗхтере чечексем чӗтренсе юлаҫҫӗ, ансӑр сукмаксен арпашӑнчӑк тымарӗсем вара пур еннелле те тӑсӑлаҫҫӗ, ҫеҫкеленсе капӑрланнӑ кашкӑр ҫырли, акаци тата шӗшкӗлӗх ӑшнелле кӗрсе сапаланаҫҫӗ.

Прекрасный день заливал горы живым водопадом солнца, тающего в тесных изгибах чащи крупным дождем золотых пятен, озаренных листьев и отвесных лучей; цветы вздрагивали под копытами, обрызгивая росой траву, а спутанные корни тропинок вились по всем направлениям, уходя в цветущую жимолость, акацию и орешник.

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Нимӗн те чӑрмантарманскер — ҫула хуплакан, ыттисенчен уйрӑлса тӑракан, икӗ еннелле уҫӑлакан алӑк тӗлне ҫитсе тӑтӑм; вӑл тӑваткал пекрех, унӑн икӗ ҫурри уҫӑлать те стенасен ӑшнелле кӗрет.

Ничем не задерживаясь, я достиг загораживающей проход створчатой двери не совсем обычного вида; она была почти квадратных размеров, а половины ее раздвигались, уходя в стены.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл ҫавӑркаласа пӑхрӗ, ӑна курӑк ӑшнелле ывӑтса ячӗ.

Он повертел ее и отбросил в траву.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпир каҫмалли вырӑнтан тӗмсем ӑшнелле пӑрӑнтӑмӑр та, хӑвӑрт шыва кӗрсе тухрӑмӑр.

Мы отошли от брода в кусты и наскоро выкупались.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл хӑй юррине пӗтерсенех, ҫуначӗсемпе йывӑррӑн ҫапкаланса, аялалла чиксе тусанлӑ хупах ҫулҫисен ӑшнелле чӑмрӗ, хутӑрта шӑпах пулчӗ, нимӗнле сасӑ та ҫук, йӗри-тавра шӑплӑхра халиччен илтӗнмен тӑри сасси янрама пуҫларӗ, чечексем ҫинчен хӗвелпе ӑшӑннӑ тутлӑ шӑршӑллӑ пыл пухакан хуртсем сӗрлени илтӗне пуҫларӗ.

Когда он смолк, тяжело хлопая крыльями, бултыхнулся и утонул в гуще пыльных лопухов, стало совсем тихо на хуторе, так тихо, что выплыло из тишины — до сих пор неслышимое — журчанье солнечного жаворонка и однотонный звон пчел, собиравших с цветов капли разогретого душистого меда.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Графиня йывӑҫ тӗмисен ӑшнелле тарса кӗчӗ, Жанет ниҫта кайма пӗлмесӗр хӑранипе шыва чампӑртатрӗ.

Графиня в кусты, а Жанет некуда деваться, и она со страху в воду сиганула.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫутӑлас умӗн ҫул ҫинчен вӑрман ӑшнелле пӑрӑнса кӗтӗмӗр.

К рассвету свернули с дороги в рощу.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Унтан пӗр сӑмах каламасӑрах пӗр-пӗринпе килӗшсе, чӑтлӑх ӑшнелле ҫавӑрӑнса шаларах кӗрсе, пӗр-перин патне пытӑмӑр.

Потом по молчаливому соглашению завернули подальше в чащу и подошли один к другому.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ун умӗнчен тӑватӑ утӑм анлӑшӗнче ҫухӑракан, нӑйлакан, элес-мелес, киревсӗр кӳлепе силленет, акӑ ҫаврӑнса тӑчӗ, аллисемпе сулкалашать, пӗкӗрӗлчӗ те тӗттӗм муклашкаллӑ курӑк ӑшнелле кӗресшӗн.

Перед ним на расстоянии четырех шагов зашаталась безобразная, воющая и визжащая фигура, перевернулась, взмахивая руками, согнулась и сунулась темным комком в траву.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Кайранхи классенче вӗренекенсем юри пуҫлӑхсене курӑнмалла брюкисене атӑ кунчисен ӑшнелле ҫавӑрса чикрӗҫ, ӗлӗкрех ҫапла тума хушмастчӗҫ, вӗсем уборнӑй патне пухӑнса, классенчи наставниксен куҫӗ умӗнчех табак туртма пуҫларӗҫ.

Старшеклассники демонстративно заправили брюки в сапоги (что раньше не разрешалось) и, собравшись возле уборной, нарочно, на глазах у классных наставников, закурили.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Автомобиль телейсӗр ҫынна шухӑша чарса тӑракан, пулма тивӗҫлӗ мар курнӑҫу енне хӑвӑрттӑн ҫывхартнӑ май Эсборн хӑйне иртнӗлӗх ҫулӗсен ӑшнелле ӑнтӑлнӑн, вӑхӑт нимӗн те мар — терт-асап кӑна пулнӑн туять.

По мере того, как автомобиль мчал несчастного человека к невозможному, останавливающему мысли свиданию, ему казалось, что он мчится в глубь прошедших годов и что время — не более, как мучение.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Вӑл тӗкӗр умӗнче шухӑша путса ларчӗ, арпашнӑ ҫӳҫне тикӗслерӗ; куҫ кӗски ӑшнелле тинкерчӗ, — унта хыттӑн чарӑлнӑ куҫӗсем сӑнарланнӑ.

Задумавшись, она сидела перед зеркалом, перебирая распущенные волосы и смотря в глубину стекла, где отражались ее широко раскрытые глаза.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Энниок юнашар тӑнине манса кайсах тенӗ пек — Гнор арккӑ ӑшнелле чӗмсӗррӗн тинкерчӗ, ирхи тӗтӗмлӗ ҫутӑн чалӑш юписем касӑлнӑ ҫӗрте — аслӑ залсен кати.

Почти забыв о присутствии Энниока, Гнор молча смотрел в глубь арки, открывающей перспективу дальних, пересеченных косыми столбами дымного утреннего света, просторных зал.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Эпӗ? — Ассоль карҫинкка ӑшнелле тӗмсӗлчӗ, анчах унта хӑна валли витӗмлӗ парне тупаймарӗ ахӑр.

— Я? — Ассоль посмотрела в корзину, но, видимо, не нашла там ничего достойного служить веским вознаграждением.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Юланутсем ҫӗрлехи тӗттӗм ӑшнелле вӗҫтерсе кайрӗҫ.

Всадники унеслись в ночь.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех