Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑша (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савин мучи, темӗн лайӑх мар япалана аса илсе, кӑвак куҫ харшине хаяррӑн пӗрчӗ, — чӗлӗм тӗтӗмне ӑша ҫӑтса туртрӗ, вара, ачасен кӑмӑлне ҫырлахтарас тесе, васкамасӑр кала пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Курӑк сӗткенне ӑша ҫӑтать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑхӑт кун хыҫҫӑн кун «ҫӑмхаланӑ» май ӑшра «лӗпӗш хурчӗн ҫӑвӑрӗ те йӑшӑлтатма» пуҫларӗ: ҫуни-ҫунми тӗлкӗшнипех, чӗлтӗр-чӗлтӗр «шӑкӑртатса юхнипех» юлташӑмсен кӑмӑл картне лараймӑп, вӗсен ӑшӑ, ыр сунӑмлӑ куҫӗсене хам ҫине ҫавӑраймӑп — епле те пулсан хатара та сехре хӑппине таптаса хӑварса манӑн пӗрре ялтӑрт! ялтлатса, чанк! чанклатса илмеллех (ун чухне ҫитӗннисем хушшинче анлӑн, халлӑн сарӑлнӑ «хӑрушлӑха пӑхмасӑр тунӑ ӗҫ — теветкеллӗх — пархатарлӑ» текен каларӑша ӑша хывма мар, хӑлхана кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха)!

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Унта ҫитсен, ҫурт хыҫӗнче ун куҫне шукӑль, ӳт-тире витӗрех ҫиҫтермелле ҫӳхешке тумланнӑ икӗ ҫамрӑк хӗр чечекри тал пиҫен пек тирӗнсе кӗчӗ: кӗленчесенчен лӑнкӑрт-лӑнкӑрт лӑнкӑртатса сӑра сӑрӑхтараҫҫӗ те, ейкеленсе, йӑкӑл-йӑкӑл хуҫкаланкаласа, тӗтӗмне ӑша илмесӗр сигарет ӗмсе сӑвӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Кӗркури пӗр пирусне алхапӑл сылтӑм хӑлхи хушшине хӗстерчӗ, теприне ҫӑварне хыпрӗ те кӳкӗрт вучӗпе тивертсе ячӗ, вара ӗмӗтсӗррӗн, татти-сыпписӗр, тӗтӗмне ӑша ямасӑр тӗтӗрлентерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Унтан сасартӑк, куҫне ман хулпуҫҫи урлӑ такама тӑрӑнтарса, вӑрттӑн, хӑрӑк-харӑк айӗнчен хиркелесе кӑларнӑ, ӑша хивре пӗтӗрекен пӑштӑн саспа хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Хырӑмӗ лӑкӑр-р-рк! та лӑкӑр-р-рк! лӑкӑртаткаласа илет: хӑй выҫҫине аса илтерет пуль, иртенпех ӑша пӗр хӗлхем те яман та-ха…

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Пӗчӗкрех чухне Иван, ҫакна курса, хӑй кӳренӗвне, тарӑхӑвне ӑша ҫӑткаласа пурӑнатчӗ-ха, ара ҫитсе пынӑҫемӗн вӑл, амӑшне хӳтӗлесе, чӑкӑртӑш, тӳрккес ашшӗне хирӗҫ хӑй пуҫне хӑюллӑраххӑн та хӗрӳллӗреххӗн ҫӗклеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Пациент, суранӗсене йод ҫатӑртаттарнипе, сывлӑша шӑлӗ витӗр ш-ш-ш-ш» ӑшлатса ӑша туртса, кӗлеткипе пӑркалана-пӑркалана, туртӑна-туртӑна илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пурпӗрех, тен, ман сӑмахсен тӗшшине те пулин ӑша хывма пултарӑн?

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӗсем ман ӑша тавӑрсах, чун чӗлкӗмӗсене пайӑрӑн-пайӑрӑн сӳсех, тӗселенӗн туйӑнаҫҫӗ: «Мӗнле ҫын эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тепӗр кунне вӑл, ҫак ӑша вӗҫтерекен, чуна хурлӑн йӑштарса ланчашкалантаракан, чӗрене хӗссе ыраттаракан йӳҫек хуйхӑ кутамккине мекеҫленсе, кӗхлесе, аппӑн-тӗппӗн йӑтса, килне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Эсир пурнӑҫ парнелетӗр, ачасене пӑхса ӳстеретӗр, вӗсене ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ӑша хывма вӗрентетӗр, хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсене юратупа ҫупӑрласа тимлӗн пулӑшса пыратӑр, кил вучахӗн ӑшшине шанчӑклӑн упратӑр, пире паттӑрла ӗҫсем тума хавхалантаратӑр.

Вы дарите жизнь, растите детей, прививаете им высокие нравственные ценности, окружаете своих близких любовью и заботой, охраняете тепло домашнего очага, вдохновляете нас на самые мужественные поступки.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Тинех яриех ыйхӑран уҫӑлса кайрӗ те, чӑн тӗнчене таврӑнса, ӑшчикки йӗкленнине, пуҫӗ хӗссех ыратнине ӑша ҫӑткаласа ҫӗленсе ларнӑ куҫне чарӑлтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн вара унӑн «аялалла» пырӗ кашни кунах ӑша юхсашуса кӗрсе йӑва ҫавӑрнӑ «симӗс ҫӗленӗн наркӑмӑшшӑн» антӑхакан ӑшне кантарассишӗн ярӑнкалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑн тата суд хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче, хамӑн ывӑлӑм Христос ытарлӑ каланӑ пек, «пукрасем» (усаллисем) пӗтӗҫ, «тулӑх тырӑ тӗшшисем» (тӗрӗс пурӑнса ырӑ тунӑ, тӑвакансем), мана ӑша, чуна хывса, ман пурнӑҫпа пурӑнакансем ҫеҫ юлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ик-виҫӗ сыпкӑм тусанах, йӗкленсе, ӗҫме чарӑнчӗ: шывӗ пӑтраннӑ хыҫҫӑн тӑрӑлсах ҫитейменскер, лӑпӑрлапӑрскер, лӗпскер, ӑша кантармаллиех пулмарӗ, шӑл хушшинче йӑлха кӑчӑр-кӑчӑр турӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тинех вӑл мухмӑр-сухмӑртан пачах уҫӑлса кайнӑ пек пулчӗ, тинех вӑл, самантлӑха ӑншӑртне те ӑша ҫӑтанҫи туса, хӑй ҫине те шеллӗ, ӳпкевлӗ куҫпа пӑхса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Эх, пӗр хӗлхем те пулин ӑша ярасчӗ…»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хырӑмӗ панк пуличченех ӗҫсе ӑшне самаях кантарсан (ытахальтен мар пуль ҫав ваттисем выртса ӗҫсен кӑна шыв ӑша кантарать, теҫҫӗ), эхлетсе илчӗ, ҫӑвара лекнӗ шапа лӗккине сурса пӑрахрӗ, питне шывпа сӑтӑркаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех