Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсса (тĕпĕ: ӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кукаҫипе Иван пичче шыв ӑсса килчӗҫ, алкум вӗҫне ҫитсен, хӗвелтухӑҫнелле виҫҫӗ тайӑлса илчӗҫ, вара, витрисене йӑтса, пӳрте кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр карчӑк тата витрепе сӑра ӑсса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӳлмек катӑкӗпе касак каткинчен шыв ӑсса илтӗмӗр те виҫӗ тӗслӗ тӑма кашнине уйрӑм ҫӑрса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Васкасах вӑл тытма ҫинче ларакан витререн куркапа шыв ӑсса питне ҫунӑ, шӑлӑнма алкумне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫул курки ӑсса парам-и?

— Давай выпьем на посошок?

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микулай сӗтел ҫинчи лакӑмран икӗ курка сӑра ӑсса илчӗ.

Мигулай налил из стоявшего на столе жбана два ковша пива, один протянул Укке.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кил хуҫи тӗп сакайӗнчен чӑмпа сӑра ӑсса тухрӗ.

И хозяин, проворно нырнув в подпол, вылез оттуда с полным жбаном пива.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан кӑмака кӗтессинчи чӳлмекрен куркапа шыв ӑсса илчӗ те шыв ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Потом встал, прошел к котлу с водой, зачерпнул полный ковш и всмотрелся в него как в зеркало.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыттисем хӑйсен тӳпине ӗҫленӗ — шалча каснӑ, шыв ӑсса килнӗ.

— Остальные уже внесли свою лепту: заготовили в лесу кол, принесли воды с родника…

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кам апат пӗҫерсе ҫитерӗ сана, кам шыв ӑсса парӗ?

Ни сварить тебе, ни водой напоить…

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫурҫӗр енчи — шыв ӑсса кӗмелли.

И вскоре он узнал об этом от старожилов: через северную калитку проносят воду.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шыв ӑсса килер.

Водички принесем.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Атя, кайса ӑсса килетпӗр.

— Идем за водой.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Енчӗпек чӗреспе шыв ӑсса килчӗ.

Ендебек молча развернулась и вскоре воротилась с ковшом воды в руках.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Халех ӑсса килетӗп…

— Сейчас принесу…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрарӑмсем чӗреспе шыв ӑсса килеҫҫӗ.

Женщины принесли воды.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑваш хӗрӗ ӑна таҫтан шыв ӑсса килсе ӗҫтерет.

Молодая чувашка быстро принесла откуда-то воды.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Якку шаприне ҫаплах ыталаса тытса тӗпел кукрине кайса куркапа шыв ӑсса илет те ӑна хӑй чикки патне илсе пырса тӗкӗр ҫине пӑхнӑ пекех пӑхать, тинех хӗрсем мӗнтен кулнине курать.

Яков, все еще держа в обнимку веник, слез с нар, прошел вперед, зачерпнул ковш воды и, подойдя ближе к свету, погляделся в него, как в зеркало, поняв наконец проделки девушек, он сурово пригрозил:

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешӗ ӗҫтерме ыйтнӑ, ку ӑна пӗр алтӑр сивӗ шыв ӑсса тухса панӑ.

Угости, мол, пивком, Ильмушка, а тот ему ковш волы холодной вынес.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хуллен кӑштӑртатса ҫӳресех вӑл шыв ӑсса килсе апат пӗҫерме те, Ухтиван суранӗсене темиҫешер хут салта-салта ҫыхма та ӗлкӗрет.

Носит воду, готовит настои, промывает, перевязывает рану, так день за днем.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех