Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗҫ-вӗҫ туртса ҫурма хатӗр ушкӑн вӗсене облаҫ правленийӗ тӗлне ҫитиех урнӑ пек ҫухӑрашса ӑсатрӗ.До самого областного правления бесновалась провожавшая их, жаждавшая самосудной расправы, толпа.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергейпе Кривцова Голубева кӑмӑллӑн агротехника ҫуртне ӑсатрӗ, вӑл ҫуртра пӗр пысӑк залпа тӑватӑ пӗчӗкрех пӳлӗм пулнӑ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей вӗсене ҫул кукӑрне ҫити ӑсатрӗ те малтан Краснокаменскине, унтан сулахай ҫыран хӗрринчи хуторсем тӑрӑх кайрӗ.Сергей проводил их до поворота и поехал сперва в Краснокаменскую, а затем в левобережные хутора.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Саккӑрмӗш курка чей тултарса ӗҫнӗ май Емельян Аксинйӑна куҫӗпе сиввӗн пӑхса ӑсатрӗ, сӑмахӗсене суккӑр ҫын утса иртнӗ пек майӗпен сӑрхӑнтарса, ятлаҫса илчӗ:
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Тухтӑр ӑна хулпуҫҫийӗнчен лӑпкаса илчӗ те, аллине хут татӑкӗ тыттарса, ҫӑмӑллӑн коридора ӑсатрӗ.— Доктор похлопал его по плечу и, сунув в руки клочок бумаги, легонько вытолкал Григория в коридор.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан аллипе сулчӗ, кӑрпӑклӑ ҫерем тӑрӑх кайма пуҫланӑ вӑкӑрӗсене ҫул ҫине кӑларса, пушшипеле шартлаттарса илчӗ, унтан ҫуна хыҫӗнчен утса пыракан Григорие нумайччен тинкерсе пӑхса ӑсатрӗ, Григорий малтанхи кӳлӗрен аякрах мар ҫул ҫине пӑрахса хӑварнӑ ҫунана курчӗ: ҫуна патӗнче Аксинья тӑрать.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл ӑна куҫӗпе кимӗ патне ҫитичченех ӑсатрӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий Аксинйӑн кашни хусканӑвне сӑнаса ӑсатрӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл юлташне пӑхса ӑсатрӗ те алӑк патнелле ярса пусрӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ӑна пӑр муклашки питрен вирлӗнех ҫапӑнчӗ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Часах Кондратьев чарӑнса тӑчӗ, малалла кайнӑ трактора пӑхса ӑсатрӗ, хура тӑпран кӗрпеклӗ муклашкине алтупанӗ ҫине хучӗ, вара, ҫӗрнӗ тымарӑн ҫип пек ҫинҫе пайракисене пӑха-пӑха, хӑй патне Григорие чӗнчӗ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Виктор ҫине ҫавӑн пекех ачашшӑн, хӑшпӗр самантсенче пуҫа ҫавӑрмалла ачашшӑн пӑха-пӑха илсе Антонина Федоровна ӑна юнашарти пӳлӗме, вырӑн сарса хатӗрленӗ ҫӗре, ӑсатрӗ, вара, лӑпкӑ ыйӑх сунса, унтан тухрӗ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Колхозри куллен пулакан ӗҫсем ҫинчен кӗскен те, анчах халӗ ӗнтӗ туслӑн калаҫнӑ хыҫҫӑн, Хворостянкин, кӑмӑллӑн йӑл кулса тата уссине пӗтӗркелесе, электропралук илме паянах лав яма пулчӗ, ҫитменнине тата Татьянӑна алӑк патне ҫитичченех кӑмӑллӑн ӑсатрӗ…
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна Нецветовӑн та унпа пӗрле каймалла пулса тухрӗ — хӑйӗн тӑванӗсем патӗнче ҫӗркаҫма шутласа, машинӑна ҫынсемпе пӗрле ӑсатрӗ: Кондратьевпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Рощенскине паянах кайма шутларӗ те, вара, Хворостянкин тачанки площадьре тӑнине курсан, савӑнсах кайрӗ.
XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей шофера ӑсатрӗ те чӳречисенче ҫаплах ҫутӑсем ҫунакан, тӑррине черепица витнӗ лутра ҫурта билетсем регистрацилеме кайрӗ.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ирхине Иван Кузьмич хӑнана хапхаран тухса ӑсатрӗ те пӳрте кӗчӗ.Утром Иван Кузьмич проводил за ворота гостя и вернулся в хату.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Вӑл Шамрая ӑсатрӗ те, ҫавӑнтах кладовщике тӗл пулчӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Головачев шыва патак татки пӑрахрӗ те ӑна нумайччен чӗнмесӗр, шухӑшлӑн пӑхса тӑрса ӑсатрӗ.Головачев бросил в воду хворостинку и долго провожал ее задумчивым взглядом.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑйне сывлӑх суннине хирӗҫ чӗнмесӗр, Костьӑна Лозневой выртакан горница алӑкӗ патне ҫитиех куҫпа пӑхса ӑсатрӗ, унтан йывӑррӑн сывласа илсе, кинне хулпуҫҫи урлах ҫилӗллӗн ҫапла каласа хучӗ:
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Амӑшӗ ав — ӑсатрӗ те кӗрсе выртрӗ.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Марийка Андрее ялтан чылай инҫете ӑсатрӗ.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.