Шырав
Шырав ĕçĕ:
8-9. Этем ывӑлӗсем хушшинче ӑҫтиҫуксем асла тухсассӑн та, пур ҫӗрте те усал ҫынсем ҫӳресессӗн те, эй Турӑ, Эсӗ пире упраса хӑварӑн, ҫак ӑруран ӗмӗрех сыхласа усрӑн.
Пс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иудифь каланӑ вӗсене: итлӗр-ха мана — эпӗ пӗр ӗҫ тӑвӑп, ӑна пирӗн йӑхӑн ывӑлӗсем ӑруран ӑрӑва пӗлтерӗҫ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун упӑшки Манассия, — вӑл арӑмӗпе пӗр йӑхран, пӗр ӑруран пулнӑ, — урпа вырнӑ чухне вилнӗ; 3. хирте, кӗлте ҫыхакансем патӗнче тӑнӑ чухне, ӑна хӗвел анӑратнӑ, вӑл кайран вырӑнпах выртнӑ та хӑйӗн хулинче Ветилуяра вилнӗ; ӑна Дофаимпа Валамон хушшинчи хире, ашшӗсемпе юнашар, пытарнӑ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Товит каланӑ ӑна: тӑванӑм, каях ӗнтӗ ыррӑн-сыввӑн, эсӗ хӑш йӑхран, хӑш ӑруран пулнине ыйтса пӗлнӗшӗн ан ҫилленех мана; эсӗ манӑн тӑванӑм пулатӑн, ырӑ, чыслӑ йӑхран тухнӑ эсӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак ӗҫе тумашкӑн Ездра священник ӑру пуҫӗсене, — кашни ӑруран, ятран, — суйласа илнӗ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн сӑмахӑрсене илтрӗ те ҫилленсе кайрӗ, вара тупа туса ҫапла каларӗ: 35. ҫак ҫынсенчен, ҫак усал ӑруран, пӗри те Эпӗ сирӗн аҫӑрсене памашкӑн тупа тунӑ ырӑ ҫӗре кураймӗ; 36. Халев — Иефонния ывӑлӗ — анчах курӗ ӑна; Ҫӳлхуҫана итленӗшӗн хӑй утса тухнӑ ҫӗре Эпӗ ӑна тата унӑн ывӑлӗсене парӑп, терӗ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.