Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑраскалне (тĕпĕ: ӑраскал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтернине эпӗ ҫеҫ чухларӑм; вӗсене ман пиркиех каланӑ ӗнтӗ; эпӗ мӗскӗне кӗтмен ҫӗртенех унӑн ӑраскалне каласа патӑм; инстинктӑм улталамарӗ ҫав мана: унӑн улшӑннӑ пит-куҫӗнче эпӗ вилӗм ҫывхарнине кӑтартакан паллӑна тӗрӗс сӑнаса илтӗм иккен.

Я один понимал темное значение этих слов: они относились ко мне; я предсказал невольно бедному его судьбу; мой инстинкт не обманул меня: я точно прочел на его изменившемся лице печать близкой кончины.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сӑмахӑмӑр этем ӑраскалне пӗлӗт ҫинче ҫырса хунӑ тесе шухӑшлакан мусульмансем пек ҫынсем хамӑр хушӑра та нумай пурри ҫинчен пычӗ; кашниех тӗрлӗрен тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗҫ.

Рассуждали о том, что мусульманское поверье, будто судьба человека написана на небесах, находит и между нами, христианами, многих поклонников; каждый рассказывал разные необыкновенные случаи pro или contra.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех