Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнлан сăмах пирĕн базăра пур.
ӑнлан (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑнлан, Кулюкка: фашистсем пире, турра ӗненмен ҫынсене, ҫеҫ мар, турӑ ҫыннисене те уйӑрса тӑмаҫҫӗ, пӗр ҫылӑхсӑр ачасене чӗрӗлле вута пӑрахса ҫунтараҫҫӗ, ваттисене ҫакаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑнлан эсӗ, Вихтр.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ӑнлан ҫавна.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эсӗ ҫавна ӑнлан, вӗсем пачах урӑх ҫӗршывра пурӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑнлан эсӗ, ку вӑл сӑваплӑ парне — этеме юратма пӗлни, хамӑн мӗн пуррине пӗр хӑвармасӑр ӑна халаллани.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тархасшӑн, ӑнлан, Васса…

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мана ӑнлан эсӗ.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑнлан, Варварушка, — тенӗ Макар Кузьмич питӗ ҫепӗҫҫӗн, арӑмне хулпуҫҫинчен лӑпкаса, — килйышшӑн ҫеҫ тӑрӑшатӑп-ҫке эпӗ — саншӑн, хамӑрӑн иксӗмӗрӗн ытарайми ачасемшӗн…

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ӑнлан та савӑн, мухтан.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кур ӗнтӗ ҫӗр ҫыннине, ӑнлан унӑн чун-чӗрине.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

…Чун-чӗрепе ӑнлан эс, тусӑм: Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫан.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ӑнлан!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Миколӑпа Тимоша пирӗн ҫывӑх юлташсем, ҫавӑнпа та вӗсен умӗнче пытарса тӑмастӑп: Авдей сана улталать, Сима, ӑнлан ҫавна.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ӑнлан, тусӑм, юрамасть урӑх кун пек пурӑнма, эсӗ пӑрӑнчӑк ҫулпа кайма пуҫларӑн.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ӑнлан, тусӑм, эпир пӗр-пӗринсӗр пурӑнаймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑнлан, тусӑм, Санюк аван хӗр ӗнтӗ, анчах эсӗ маншӑн пуринчен те лайӑхраххи, пуринчен те илемлӗреххи.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ӑнлан: капла тума юрамасть санӑн!

— Пойми: не имеешь ты права!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӑнлан, ку маншӑн питех те кирлӗ!

'Пойми, для меня это очень, очень важно!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эс ӑнлан, атте, эп ҫӗмӗрнӗ пӗр метр тырӑ вырӑнне уйра центнерпа ҫӗрме пултарать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Вӑл мар мана, эп ӑна пӑрахнӑ, ӑнлан эсӗ!

— Да не она, я ее бросил, пойми ты, голова садовая!

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех