Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмӑртса (тĕпĕ: ӑмӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман ӗнтӗ, ват ҫыннӑн, кампа ӑмӑртса чупмалла унта?

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса, пӗр-пӗринчен кӗвӗҫсе пулӑ шӳрпи пӗҫереҫҫӗ, хӗр ачисем шуйӑхса шыва кӗреҫҫӗ, хан темиҫе аскерпа пӗрле сунарта ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫатма пек тикӗс ҫулпа колхоз ӑйӑрӗсем ӑмӑртса чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Алӑсене усса ларма мар, халӗ пӗр-пӗринпе нихҫанхинчен ытларах ӑмӑртса ӗҫлемелле!

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи икӗ ача амӑшӗ, Раҫҫей спорт мастерӗ Алина Рубцова-Иванова 68 килограмм виҫеллӗ атлетсен ушкӑнӗнче ӑмӑртса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Маттур шӑпчӑк, ытти кайӑксемпе ӑмӑртса юрланӑ пек, илемлӗ сассипе вӑрмана янӑратать.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫитет, иртет вӑл систермесӗр, Чупать-ҫке, тейӗн, ӑмӑртса.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ман вырӑн тимӗрҫӗ лаҫҫинче, хӑвах калатӑн-ҫке Ниловпа ӑмӑртса мӑлатук ҫапакан ҫуккӑ тесе.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сана Нилов нумайранпа кӗтет, ӑмӑртса мӑлатук ҫапакан ҫуккӑ тесе ӳпкелешет, — хӗтӗртрӗ вӑл пӗррехинче, Галимджан ҫула май правление кӗрсен.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Каччӑсем пулнӑ пулсан, халь ҫакӑнта вӗсемпе ӑмӑртса ҫулаттӑмӑрччӗ!

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ир-ирех ҫара уран чупнисем, Ӑмӑртса ҫут ҫерем ҫийӗпе, Ҫурӑмран лӑпкакан ҫилӗпе.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

1982 ҫулта Калининград облаҫӗнчи Зеленоградскра кире спорчӗенӗпе РСФСР спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ, 1983 ҫулта Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче РСФСР чемпионӗ пулса тӑнӑ, хӑй ӑмӑртса пиллӗкмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑх хуралӗнче - 40 ҫул ытла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10684 ... 0-cul-ytla

Кашни ушкӑн ӑмӑртса пӗр-пӗринпе вӑйлӑ хуралҫӑсем шутне кӗресшӗн тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӗҫех автансем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса авӑтни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унпа та ӑмӑртса пӑхатпӑр Кӗчкейре, юрать-и?

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пуҫлӑр часрах ӑмӑртса калама!

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтан чиперех калаҫса пычӗ-ҫке, кӑмӑллӑн шӳт турӗ, лашасемпе ӑмӑртса пӑхма сӗнчӗ, унтан, сунарҫӑна курнӑ пӑши пек, айккинелле тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тепӗр чух ӑмӑртса пӑхӑпӑр, — шӑппӑн хуравларӗ хӗр ача Урасмета.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, ӑмӑртса пӑхатпӑр-и? — Нухратӑн ҫак вӑхӑтра Урасмета ашшӗ умӗнче намӑс кӑтартасси килсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Татса хатӗрлене вутта котельнӑя антарса пӗтерсен, артистсем хӗпӗртесех шыв хӗрне чупрӗҫ, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса Атӑл варнелле чылаях ише-ише кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех