Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳҫенчӗк (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхи тӗнче сивлек, ҫӳҫенчӗк пулин те, чуна ҫӗклентерет, савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Татӑлчӗ ҫӳҫенчӗк ҫулҫӑ, Тайӑлчӗ хӑяккӑн, чалӑш…

Куҫарса пулӑш

Август // Юрий Айташ. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... st-3374193

Ҫав вӑхӑтра шурӑмпуҫ ҫиттийӗ карӑннӑҫем карӑнса пычӗ, ҫӳҫенчӗк тӗссӗр сывлӑш ҫутӑ кӑвак тӗсе куҫрӗ, кайран вара хӗвелтухӑҫ енне ылтӑн тӗс ҫапрӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Фельдшер ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх каллех сулхӑн ҫӳҫенчӗк сӑр-сӑр-сӑр саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пӗтӗм кӗлетки тӑрӑх унӑн, йӗплӗ пӑрҫа ывӑҫласа пӗрхӗнтернӗн, йышлӑ-йышлӑ ҫӳҫенчӗк сапаланчӗ, куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ах, мӗн тери уйӑрӑлса каясси килместчӗ унӑн ҫакӑ ҫутӑ тӗнчерен, ҫак илӗртӳллӗ те тем анлӑш чӗрене савӑк ҫӳҫенчӗк сӑрхӑнтаракан ытарайми кӑваклӑхран.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пуҫ тӑрринчен ҫара ҫерҫисем вӗҫсе иртсе пещерӑн маччи патнелле хӑпарчӗҫ те, ҫунаттисемпе пӑрӑлтаттарса, ҫинҫе те ҫӳҫенчӗк сассисемпе чӑрлатса явӑна пуҫларӗҫ.

Над головами пронеслись летучие мыши, поднялись под своды пещеры и закружились там, шумя крыльями и попискивая тоненькими жуткими голосками.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Курӑксем чӗмсӗр, ҫӳҫенчӗк.

Молчаливая, настороженная зелень.

III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ӳт-тир тӑрӑх ҫӳҫенчӗк чупса кайрӗ.

Мороз пробежал по коже.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Эсир тӑвакан пур ӗҫ те — вӑрӑ-хурахла ӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав ӗҫсем ҫынсене чура тӑвас енӗпе пулсан пыраҫҫӗ; пирӗн ӗҫ — тӗнчене сирӗн суялӑх, усаллӑх, ҫӑткӑнлӑх ҫуратнӑ, халӑха хӑратса тӑнӑ ҫӳҫенчӗк мӗлкесемпе тискер япаласенчен хӑтарать.

Все, что делаете вы, — преступно, ибо направлено к порабощению людей, наша работа освобождает мир от призраков и чудовищ, рожденных вашею ложью, злобой, жадностью, чудовищ, запугавших народ.

XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

«Курма пӳрни вӑл кӗтмен-палламан хӑна пек, вӑл килессе кашни хӗрех ҫӳҫенчӗк ӗмӗтпе кӗтет.

«Судьба — это загадочная гостья, и каждая девушка ждет ее прихода с трепетной надеждой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Кулач ӑстисенчен «салтак Таньӑна йӗрле пуҫларӗ» тенине илтсен, пирӗн пурнӑҫ ҫав тери ҫӳҫенчӗк те ырӑ кӑсӑк пек туйӑнчӗ.

И когда мы узнали от булочников, что солдат начал «приударять за нашей Танькой», нам сделалось жутко хорошо и до того любопытно жить,

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Ҫав кунтан вара эпир темле урӑхла пӑркӑчлантӑмӑр, ҫӳҫенчӗк пурнӑҫпа пурӑнма пуҫларӑмӑр, — ун пек пурӑнса курманччӗ-ха.

Мы с этого дня начали жить какой-то особенной, напряженно нервной жизнью, — так еще не жили мы.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех