Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳретӗн (тĕпĕ: ҫӳрет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑвна ху асап шыраса ҫӳретӗн, эх, мӑнтарӑн айванӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эс мӗн ӗрӗхсе ҫӳретӗн, ват супнӑ? — тесе ӑна тӑма пулӑшрӗ вӑл.

— Ты чего взбрыкиваешься, старый мерин? — помогая старику подняться, зло прошипел Яндул.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗнле пур эс, ҫавӑн пек ларатӑн, выртатӑн, ҫӳретӗн: хӑвӑн ирӗк.

Как есть ты, так сидишь, лежишь, ходишь: воля твоя.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эсӗ ав — ним хӑрамасӑр пӑтранса ҫӳретӗн.

А ты вон ни с того ни с сего кипятишься, шумишь.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ху хушатӑн та хӑвах хыҫалтан пӑхса ҫӳретӗн.

Сам велишь и сам же по пятам ходишь?! —

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Е картла выляса янӑ та халӗ каялла туртса илме хӑтланса ҫӳретӗн?

Иль в карты проиграл, а теперь назад, к папаше, возвернуться боишься?

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑсьясем майӑкласа ҫӳретӗн пулмалла эсӗ».

Небось карманы выворачиваешь встречным-поперечным.

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пустуй лӗпӗртетсе ҫынсене хӑратса ҫӳретӗн.

Болтаешь зря, людей пугаешь…

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн пирки апла ҫӳретӗн вара эсӗ ват пуҫупа?»

И чего ты старой башкой скитаешься-бродишь?

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗскер шыраса ҫӳретӗн вара эсӗ ҫӗр хута?»

— Чего ж ты бродишь ночью, потерял что?

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Намӑс пулсан мӗншен пӗрмаях ман тавра явӑҫса ҫӳретӗн?

— Коль тебе за меня стыдно, чего же ты все время вокруг меня вьешься?

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эсе, Илле пичче, ахалех сӳпӗлтетсе ҫӳретӗн, — тет Ухтиван сиксе тӑрса.

— Зря все это, дядя Илле, — резко поднявшись, говорит Ухтиван.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсӗ йӑвасӑр кайӑк пулӗ, пӑрчӑкан евӗр вӗҫсе кӑна ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн начальник пек тӗрӗслесе ҫӳретӗн, хӑвӑн лашусене тӑрантартӑн-и-ха? — хӑтӑрнӑ пек ыйтрӗ вӑл, ун селкӗш пит-куҫне курман пек пулса.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсӗ те килте ларсах каймастӑн курӑнать, ют ялсем тӑрӑх ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсӗ хамӑр ялта мар-ха, ют ял тӑрӑх ҫӳретӗн, — тӑрӑхларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсӗ, бригадир, мӗн туса ҫӳретӗн?

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн туса ҫӳретӗн эс ку таврара, Тукай ӗмпӳ?

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн эсремет пек хӑратса ҫӳретӗн, Урасмет?

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кайӑк кӑвакал пӗлӗт пек вӗҫет, пулӑ тытатӑн, сунара ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех