Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳрерӗ (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килне ҫитсен, чылайччен шухӑша кайса ларчӗ, уткаласа ҫӳрерӗ, каллех ларчӗ, каллех тӑчӗ…

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шухӑшласа пӑхӑр ӗнтӗ, шӑпах тата пӗтӗм халӑх акатуйӗнче пулнӑ вӑхӑтра, — пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ Михаля.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пушартан ҫӑлӑнса юлчӗ пулин те, Сахар ҫакӑншӑн савӑнмарӗ, пуҫне усса, вӑрахчен каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑвана тавар илме кайсан, пасарта пӑхкаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла вӑл урама хирӗҫлӗ-мӗреслӗ каҫса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Али-Акрама пытарнӑ кунсенче, вӑрӑм та йӗплӗ чӗлхесем лӑпланиччен, Мамич-Бердей шӑппӑн ҫеҫ ҫӳрерӗ; мӑрсасемпе тавлашӑва кӗмерӗ, халь кунта эп хуҫа тесе никама та нимӗнле ӗҫ те хушмарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алӑк умӗнче ҫеҫ Садыя аппа хӑлхисене чанк тӑратса чӗрне вӗҫҫӗн уткаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫ-тӑватӑ кун хыттӑнах сурса ҫӳрерӗ хул пуҫҫи чӗн пушӑ тивнӗ тӗлте.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Амӑшӗ ятласа тӑксан та чӗмсӗр ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл тем вӑхӑтчен алӑран алла ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паян патша халичченхинчен ир вӑранчӗ, тумлансан чатӑртан тухса кӑшт уткаласа ҫӳрерӗ те ирхи апата хӑйӗн «суйласа илнӗ радин» ҫыннисене чӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Хусан шывӗ еннелле ал сулчӗ те сӗтел хушшинчен тухса кӑшт уткаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен утлӑ ҫарӗ пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна ҫил пек ыткӑнса ҫӳрерӗ, вырӑс стрелецӗсене юлан утсенчен хӳтӗленме ҫав тери кансӗр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйма чӳлмекӗ курнӑ кушак евӗр ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ ман йӗри-тавра.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳ-сирен ҫыпӑҫуллӑрах пулнӑран (тем тесен те вӑл ытти тӗкӗрҫӗсенчен ҫамрӑк-ҫке-ха!) тата нихҫан та хуҫа сӑмахӗнчен тухманнине кура мӑрса ӑна хӑйпе пӗрле час-часах тӗрлӗ пуҫлӑхсем патне илсе ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пушӑрах вӑхӑтсенче Иливан мӑрсаран ирӗк ыйтса илсе ашшӗ патне кайса ҫӳрерӗ, унта та ӑна тимӗрҫӗсем хӑнана пӑхнӑ евӗр пӑха-пӑха ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр тимӗрҫӗ лаҫҫинчен тепӗрне темле ҫамрӑк стрелецки голова чупкаласа ҫӳрерӗ, вӑл тимӗр ӑстисем патне халиччен никам курман сӑнӑсем, ункӑсем, ҫӑрасем, хӑлӑпсем, тимӗр патаксем — тата тем те пӗр йӑта-йӑта килчӗ, ҫавӑн пек япаласене ытларах тумалла тесе вӗрентсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр уйӑха яхӑн ҫӳрерӗ Мускавра, килсен те чи малтан хан патне мар, аслӑ карачи патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пысӑк палатӑна куҫсан Сафа-Гирей тӳрех курбан байрам пирки сӑмах хускатрӗ, хӑйне тӗрлӗ купсасем панӑ чаплӑ парнесене кӑтартса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хаким каллех енчен енне утса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех