Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳрерӗ (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑрма та пултарать — пӗр эрне ытла ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе шӑршласа ҫӳрерӗ.

Все может быть — ведь целую неделю не спал, все ходил вокруг, вынюхивал.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук Ухтиван ларнӑ юпана сӑнарӗ, ӑна тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ.

Ивук зло посмотрел на столб, на котором только что сидел Ухтиван, заходил взад-вперед по загону.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл сана малтан тарҫа илес тесе ҫӳрерӗ-и? — терӗ те Мултиер хӑех каласа хучӗ: — Ҫӳрерӗ.

Он тебя сперва звал в батраки? — спросил Мульдиер и сам же ответил: — Звал.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫапла виҫӗ ҫул хушши кайса ҫӳрерӗ.

Три года эдак-то и прошли.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах тӑшман пур: чун сӳлерӗ, Пӗтерчӗ канӑҫа пачах; Хӑр шухӑшпа Ишут ҫӳрерӗ, Тытасшӑн супрӗ хӗл каҫах.

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл пулӗ икӗ ҫамрӑк пуҫшӑн Вутран юлайнӑ шел кӑвар: Пӗр саманта анчах телей Хӳреллӗ ҫӑлтӑр пек ҫӳрерӗ, Хӑна пулма та ӗлкӗрмерӗ, Иртсе лармарӗ тӗпеле.

Куҫарса пулӑш

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Салхуллӑ кун Ишутӑн пулчӗ, Ҫӳрерӗ кашкӑр пек урса.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хыпар асар-писер ҫӳрерӗ, Вӑраххӑн ҫитрӗ Чӑваша.

Куҫарса пулӑш

XXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Те шухӑшран тарса ҫӳресшӗн, Те канӑҫлӑх хӑйне кӳресшӗн, Ишут ҫӳрерӗ вӑрманта.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

…Ҫур ҫул ытла Ишут ҫӳрерӗ, Вӑл кӗлмӗҫленчӗ ӑшӗнче, Хӑй ҫамрӑкшӑн нумай тӳлерӗ, Ҫапах пӗлмерӗ, хӑшӗнче, Камра пурнать кӗтмен инкекӗ, Ӑҫта тӑрать вӑл витлесе.

Куҫарса пулӑш

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл хӑех сисрӗ, ун пичӗ халь вӑтаннӑ хӗрача пичӗ евӗр ҫиҫсе тӑрать, кӑна палӑртас мар тесе каччӑ, ҫӗрелле пӗшкӗнсе, хӗрарӑмсем тупайман ҫӗмӗрте пуҫтарам пекки туса ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Старик кӗрешекенсем тавра пӗчӗк ача евӗр хыпӑнса чупкаласа ҫӳрерӗ, вӗсен йӑнӑшӗсене курса, канашсем пачӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян ӗҫе хӗрсем самай кая юлса тухрӗҫ тата Укахви ытти ӗҫпе унта-кунта сахал мар чупкаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, Мӗтри ӑна ывӑнтарса ҫӗклесе ҫапасшӑн пулнипе килӗшнӗ пекех, ун ытамӗнче ытлашши турткаланмасӑр уткаласа ҫӳрерӗ, халран кайнине систерсе, пӳрнисемпе ҫурӑмран шаккарӗ, Мӗтри хӑлхи тӗлӗнче хашлатса сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑҫта ҫапас?» тесе ҫеҫ ахӑрса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хӑйӗн бригадине ҫырма хӗрринчи тем пысӑкӑш участока пахча-ҫимӗҫ лартса тухрӗ, икӗ эрне хушши шӑварнӑ калча ҫулҫӑ сарасса кӗтрӗ, вара Левентей патне пычӗ те, ӑна хӑй ӗҫленӗ ҫӗре илсе кайса, йӑрансем аяккинче нумайччен кӑтартса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем тухса кайсан та вӑл часах лӑпланаймарӗ, текех пӳртре кускаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксем ӑҫта килнӗ унта хӗсӗнчӗҫ, анчах Назиб лара-тӑра пӗлмерӗ, вӑл ҫав-ҫавах Ятман умӗнче каялла-маялла ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кунне ирех вӑл «Атӑл» колхозӑн ыраш пуссине кайса ҫынсем мӗнле ӗҫленине чылайччен пӑхкаласа ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн тӑвас тетӗн, кӑнтӑрла та апата килеймерӗ, те ҫирӗ ӗнтӗ, те выҫ варлах ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех