Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳле сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӳле (тĕпĕ: ҫӳле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл усал тӑвас шутпа сарнӑ сӑмахсем Ҫтаппанпа Макҫӑмӑн ячӗсене пушшех ҫӳле ҫӗклерӗҫ, вӗсене Энӗшкасси ҫыннисем умӗнче паттӑрсем туса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн турӑм эпӗ сана? — тесе, улшуҫа ал вӗҫҫӗн ҫӳле ҫӗклерӗ те ушкӑн ҫинелле ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ, ывӑлне икӗ хулӗ айӗнчен тытса, ҫӳле ҫӗклерӗ, хӑй кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар вӑраннӑ тӗле чылай ҫӳле хӑпарнӑ хӗвел ҫути пахча енчи чӳречерен кӗрсе кӑмака ҫине ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗвел урам вӗҫӗнчи тирексенчен те ҫӳле хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗлӗт хӗрринчен ҫӗкленсе тухнӑ хӗвел ҫӳлтен ҫӳле хӑпарать, савӑк кӑмӑллӑ хӗр пек ӑшшӑн кулкаласа пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вулӑсрисемпе Шупашкартисен умӗнче чапа тухса, хӑй те ҫӳле хӑпарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӳпене самай ҫӳле хӑпарма ӗлкӗрнӗ сарӑ хӗвел пӗтӗм тавралӑха уҫӑ кӑмӑллӑ хӗр пек кулса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хура пӗккине йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ хӑюпа ҫавӑрса тухнӑ, ҫӳле, чи тӑррине, самаях пысӑк шӑнкӑрав ҫакса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗвел хитререх те хитререх йӑлкӑшса кулса, ҫӳлтен ҫӳле хӑпарса пырать, ӗҫчен ҫынсене иксӗлми ырӑ кӑмӑлӗпе савӑнтарма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫӳлтен ҫӳле хӑпаракан хӗвел урисем ӑшшине парӑнса, кунсеренех шӑтӑклана-шӑтӑклана шупкалса пырать.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тукай саламатне пуҫ тӗлне ҫӳле ҫӗклерӗ, сывлӑшра пӗррех сулса ячӗ, анчах тӗкӗрҫе ҫапма хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак, лайӑхрах пӑх, лайӑхрах пӑх Тукай мана мӗн тунине, — Мампч-Берден казакин ҫаннисене ҫӳле хӑпартрӗ, кӗпине сирчӗ, Эпселем умӗнче ҫаврӑнкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗрхи хӗвел чылай ҫӳле хӑпарсан вӗсен хӳшшине Акпарспа Алттыш пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӳле хӑпарса кайнӑ вырӑссен ирӗксӗрех каялла анмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахаль ҫынсен ҫӳле хӑпарма юрамасть тесе каласа хунӑ пулас, вӗсем пурте ҫыран хӗрринче, ҫӑрӑлса тӑракан вырӑнта кӗшӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ пурте курӑр тенӗ евӗр, Шигалей патша ярса пана хута ҫӳле ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кун шӑрӑхланса пырать, хӗвел ҫӳле хӑпарнӑ, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл нухайне ҫӳле ҫӗклерӗ те хыттӑн кӑна Ятламас хул пуҫҫийӗ ҫине антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех