Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫӗрӳнте (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
5. Эпӗ хам умӗнхи патшасем сана мӗн тӗрлӗ хырҫӑран хӑтарнине, мӗн тӗрлӗ парнесем парассинчен хӑтарнине пурне те ҫаплипех, хӑтарнӑ халлӗнех, хӑваратӑп; 6. сана хӑвӑн ҫӗрӳнте хӑвӑн укҫуна ҫапма ирӗк паратӑп.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн тӑванусенчен е ютран килсе сан ҫӗрӳнте, сан килӳ-ҫуртунта пурӑнакансенчен тара кӗрӗшсе ӗҫлекене — чухӑн, кӗлмӗҫ ҫынна — ан кӳрентер; 15. ӑна ӗҫӗшӗн хунӑ хака ҫав куннех, хӗвел анса ларичченех, тӳлесе тат, мӗншӗн тесессӗн вӑл чухӑн, чунӗ ҫавна кӗтет: унӑн сана ӳпкелесе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнмалла ан пултӑр, сан ҫинче ҫапла ҫылӑх ан пултӑр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫывӑх ҫыннун хир чиккине ан пӑс, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру еткерлӗхе паракан ҫӗрӳнте сана тивӗҫес пайпа унӑн пайне мӑн аслаҫусемех чикӗленӗ.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Санӑн чиккӳсене Хӗрлӗ тинӗсрен пуҫласа Филисти тинӗсӗ патне ҫитиччен, пушхиртен пуҫласа [аслӑ] юханшыв [Евфрат] патне ҫитиччен тӑвӑп, ҫак ҫӗрти халӑха сирӗн аллӑра парӑп, вара вӗсене ху патӑнтан хӑваласа ярӑн; 32. вӗсемпе те, вӗсен туррисемпе те [ан хутшӑн,] туслӑ пулма канаш ан ту; 33. вӗсем сана Мана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗртчӗр: ҫавӑнпа вӗсем санӑн ҫӗрӳнте пурӑнмалла мар; эхер те эсӗ вӗсен туррисене пуҫҫапас пулсассӑн, ку саншӑн таната пулӗ, тенӗ.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Санӑн ҫӗрӳнте вӑхӑтсӑр ҫуратакан, ача туман арӑм пулмӗ; санӑн кунҫулна ҫителӗклӗ тӑвӑп.26. Не будет преждевременно рождающих и бесплодных в земле твоей; число дней твоих сделаю полным.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа [Турру] сана ханаансен, хетсен, аморрейсен, евейсен, иевусейсен [тата гергесейсен, ферезейсен] ҫӗрне — Турӑ аҫусене тупа туса сана пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ҫакӑ уйӑхра ҫапла кӗлӗ ту; 6. ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, ҫиччӗмӗш кунӗ вара Ҫӳлхуҫана пултӑр — уяв ту; 7. ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫимелле, сан патӑнта йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар, санӑн мӗнпур ҫӗрӳнте те йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1