Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗршыври (тĕпĕ: ҫӗршыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫӗршыври экономикӑн ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑвӗнче те регион ҫурт-йӗр строительстви енӗпе аван ӗҫлесе пырать. Паян регион хӑйӗн строительство комплексне тивӗҫтерсе тата патшалӑх программисене пурнӑҫласа халӑх умӗнчи яваплӑха тӳрре кӑларать, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессине кирлӗ шайра тытса тӑма май парать», – тенӗ федераци министрӗ.

Куҫарса пулӑш

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫакна вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫут тӗнчене килнӗ, Чӑваш Енӗн сумлӑхӗпе ырӑ ячӗшӗн сывлӑх сыхлавӗнче, ҫырулӑхра, ӳнерпе культурӑра, вӗрентӳпе ӑслӑлӑхра, ытти сферӑпа отрасльте палӑрнӑ, республикӑри, ҫӗршыври, Европӑри, тӗнчери ӑмӑртусенче, Олимп вӑййисенче чемпионка ятне ҫӗнсе илнисемпе призерсен йышне кӗнӗ спортсменкӑсем, патшалӑх тытӑмӗнче пултаруллӑ, мал курӑмлӑ ӗҫлекен ятлӑ-сумлӑ хӗрарӑмсем тивӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Нумайӑшӗ хамӑр ҫӗршыври паллӑ командӑсен чысне хӳтӗленӗ: «Ак Барс» /Хусан/, «Торпедо» /Чулхула/, «Химик» /Мускав облаҫӗнчи Воскресенск/, «Авангард» /Омск/ т.ыт.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Пурӑннӑ пулсан 1970 ҫулсенчи ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсенчен пӗри, ҫӑмӑл атлетикӑн Пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗн вице-президенчӗ пулнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Краснов 65 ҫул тултармаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Институтра ҫав ҫулсенче Вячеславпа пӗрле тӗнче тата ХХ Олимп вӑййисен чемпионӗ Валерий Ярды велосипедист, 5000 метра чупассипе Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑн чемпионӗ Николай Пуклаков тата ҫӗршыври мухтавлӑ ытти атлет вӗренетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Федерацин Спорт министерствин хаклавӗ тӑрӑх, 2014 ҫулта «Раҫҫей - спорт ҫӗршывӗ» форум Сочири Олимпиада хыҫҫӑн ҫӗршыври пысӑк пӗлтерӗшлӗ иккӗмӗш спорт мероприятийӗ шутланать.

По оценке федерального Министерства спорта, в 2014 году форум «Россия – спортивная держава» стал вторым по значению спортивным праздником в стране после Олимпиады в Сочи.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Республика асӑннӑ пулӑшу ӗҫне кӳрессине Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ вӑхӑтра йӗркеленӗ ҫӗршыври пӗрремӗш регионсенчен пӗри пулса тӑчӗ.

Республика стала одним из первых регионов страны, где удалось обеспечить оказание данной услуги в срок, обозначенный Президентом России.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Унсӑр пуҫне, «Турбоком-Инвест» производствӑпа коммерци фирмин турбокомпрессорсем туса хатӗрлекен Раҫҫейри пӗртен-пӗр завочӗ хута каймалла, вӑл ют ҫӗршыври паллӑ тавар туса кӑларакансен продукцине улӑштарассине тивӗҫтерӗ.

Кроме того, появится единственный в России завод по изготовлению турбокомпрессоров производственно-коммерческой фирмы «Турбоком-Инвест», который обеспечит замещение продукции известных зарубежных производителей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Сӑмахран, 2015 ҫулта республикӑра ют ҫӗршыври ӗҫтешсене хутшӑнтарса ҫӗнӗ предприятисем йӗркелеме палӑртнӑ.

Так, в 2015 году в республике планируется создание новых предприятий с участием зарубежных партнеров.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Республикӑра пурӑнакансем хӑйсен хастарлӑхӗпе, ырӑ кӑмӑлӗпе, чунтан тухакан йӑл куллипе тӗлӗнмелле лару-тӑру йӗркелерӗҫ, ют ҫӗршыври пирӗн ӗҫтешсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫавнашкалли вӗсен патӗнче Раштав уявне паллӑ тунӑ вӑхӑтра кӑна пулать.

Своим оптимизмом, добротой, приветливыми улыбками жители республики создали удивительную атмосферу, которая, по словам зарубежных партнеров, бывает у них только во время празднования Рождества.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех