Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗртенех (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ура тӳрленсех ҫитеймест-ха, ҫавӑнпа Ятман кун пирки шухӑшлас мар тенӗ ҫӗртенех шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗлте турттаракансен ӗҫне шута илнӗ чухне Марине Сехре Иванне курчӗ те ытла чарӑнса тӑрас мар тенӗ ҫӗртенех калаҫӑва кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен те паян калаҫу ҫыпҫӑнмасть: Укахвин хуйхӑ — Галимджан виҫ эрне хушши ҫыру ҫырмасть, Липӑн та шухӑшсем сапаланчӑк — Ятман килетӗп тенӗ ҫӗртенех килеймерӗ, Кабир та вӑрҫа тухса каять, хӑйӗн чӗринче те канӑҫсӑрлӑх сисӗнет — паян темле ӗҫе туса ҫитермен пек, каймалли ҫӗре кайса килмен пек.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман аса илес мар тенӗ ҫӗртенех хӗрачана укӑлча патӗнче тӗл пулнине аса илет.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала арӑмӗ патне пырса ун аллине ярса тытрӗ, унтан леш сисмен ҫӗртенех арӑмне ҫамкаран та, питӗнчен те, пуҫӗнчен та чаплаттарса чуптума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн питҫӑмартисем вут пек пӗҫерсе тӑраҫҫӗ, тарӑхнипе хӑй сисмен ҫӗртенех хыттӑн-хыттӑн утать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алӑ панӑ чухне Ятман хӑй кӗтмен ҫӗртенех Левентее ӑмсаннине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Унтан вӑл Ятман тем ыйтма тӑнӑ ҫӗртенех ӑна пӳлсе каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл та ӳпре-шӑна ҫыртман ҫӗртенех урисене ҫӗмӗрт ҫулҫисемпе ҫатлаттаркаласа ларать (питӗ йывӑр ҫак Карачӑмпа калаҫма, хӑюсӑр вӑл, анчах ҫав вӑхӑтрах унпа ларма кӑмӑллӑ, Анушка унпа пӗр калаҫмасӑр та ҫӗр каҫах ларӗччӗ).

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм, «ку сӑмахсене кам-кам илтрӗ-ши» тенӗ пек, хӑй сисмен ҫӗртенех ҫамрӑксем еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унталла ҫитес умӗн Укахви утӑмне чакарчӗ, хӑй сисмен ҫӗртенех пуҫӗнчи тутӑрне тӳрлетсе илчӗ те урамӑн тепӗр енне каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата аса илес мар тенӗ ҫӗртенех вырӑс воеводисене аса илетӗн, вӗсене тутар мӑрсисемпе танлаштарса пӑхатӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫапла шутлатӑп, — хан йӗкӗлтесе ыйтнине сиснӗ ҫӗртенех хӑрамасӑр тавӑрчӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайран, ик эрнерен, тӑна кӗрсе кӑштах этем нӗрне ҫитсен Черемисинов ҫакна пӗлчӗ: вырӑссем илме май пур ҫӗртенех крепоҫе илеймен иккен.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑн кӑмӑлланса пӗр-пӗринпе вӑрҫса каяҫҫӗ-и, манӑн ытти воеводӑсене кӳрентереҫҫӗ-и е кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех тӑшманпа ҫыхӑну тытма пуҫлаҫҫӗ-и — кашнинчех мана систеретӗн.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ман мӗн тӑвас-ха? — хӑй сисмен ҫӗртенех тӳрккесреххӗн каларӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сан сӑмаху тӗрӗс, аслӑ князь, Хусан княҫӗсем кӳрентерме пуҫларӗҫ! — хӑй сисмен ҫӗртенех хыттӑн каласа хучӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Калаҫса татӑлтӑр пуль? — мӗн пулса иртнине хӑй куҫӗпе курнӑ ҫӗртенех ыйтрӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах чи хӑрушши кунта урӑххи пулчӗ: аслӑ князь хыттӑн асӑрхаттарнӑ ҫӗртенех мӗнле персе ячӗ-ха вӑл Шигалее хан тӑвасси ҫинчен?

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кам пӗлет, тен, сиснӗ ҫӗртенех боярсене кӑшт шухӑшласа илме вӑхӑт пачӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех