Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрне (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лашасӑр хресчен хӑй ҫӗрне тара та параймӗ, сухалама та вӑй ҫитереймӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— «Кам та кам стан пуххине каймасть, ҫав хуҫалӑхӑн ҫӗрне туртса илмелле, — татах вуларӗ Кӗпӗрьян.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тырӑ ҫук чухӑнсене ҫӗрне акса хӑварма та пулӑшӗҫ-и, тен, вӗсем «кивҫенле» тенӗ пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хусан ханлӑхне парӑнтарсан та икӗ вут хушшинчех тӑрса юлать Ту енчи ҫӗр-шыв (хальхи Чӑваш ҫӗрне ҫапла ят панӑ романра).

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Кам хӑйӗн ҫӗрне тара тытса ӗҫлеттерет, батраксен вӑйӗпе усӑ курса пуять, — ҫавна большевиксем кулак теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗрне те тахҫанах Паймуксене тара парса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юра юлнӑ хресченсен ҫӗрне вӗсем укҫасӑр тара илмен-ҫке?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах халӑх шанӑҫне эсир тӳрре кӑлармарӑр: вӑрҫа чарас пирки те, пуянсен ытлашши ҫӗрне туртса илсе, чухӑн хресченсене валеҫсе парасси ҫинчен те пӗр сӑмах та каламарӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Большевиксен программи — улпутсен ытлашши ҫӗрне касса илсе хресченсене парасси, — лӑпкӑнрах калама тӑрӑшрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вулама-ҫырма вӗрентес пулать тӗттӗм халӑха малтан, унсӑрӑн, пӗр-пӗр Ваҫҫа пеккисем, е хамӑрӑн Сашша пеккисемех ҫӗрне илнӗ-илмен картла выляса ярӗҫ, е сутса ярса эрех ӗҫсе кӳпӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр пус укҫа тӳлемесӗр мӗнле улпут хӑй ҫӗрне хресченсене парӗ?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗршер теҫеттин хӑшӗ-пӗрин, ҫӗрне ӗҫлесе тӑваканӗсем — чухӑн хресченсем, ҫурри выҫӑ ларакансем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Евлен та ман патӑмра ӗҫлесе пурӑнчӗ, анчах вӑл хӗрлӗ ялав ҫӗклесе Тимофей Николаевич хыҫҫӑн кайрӗ, пурӑнасса та ҫӗрне Артура тара парса кӑна пурӑнать, ҫемйи те ҫук унӑн, пулма та пултараймасть: пӗр кантӑклӑ хура пӳртре ача-пӑчасемпе ҫӑкӑрсӑр-мӗнсӗр пурӑнаймӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗр улпучӗсен, мӑнастырсен ҫӗрне пурне та ӗҫлесе пурӑнакан хресченсен аллине укҫасӑрах памалла!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр-пӗр Ваҫҫа пеккисем е хамӑрӑн Сашша пеккисемех ҫӗрне илнӗ-илмен картла выляса ярӗҫ е сутса эрех ӗҫсе кӳпӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Пӗр улпут та хресчене хӑйӗн ҫӗрне тӳлевсӗр памӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Темӗн тӗрлӗ инкеке, терт-нушана ҫӗнтере-ҫӗнтере Бобамба, Барунгу королӗсен ҫӗрӗсемпе иртрӗм, Пунду ҫӗрне пырса кӗтӗм.

Преследуемый всякими неудачами, я прошел земли королей Бобамбы, Барунгу и прошел в Пунду.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Колхозсем, ҫавӑн пекех ҫӗрне усӑ куракансем ыттисем те, ҫӗрпе эффективлӑ усӑ курма, ӑна упрама, унӑн пулӑхне ӳстерсе пыма тивӗҫ.

Колхозы, как и другие землепользователи, обязаны эффективно использовать землю, бережно относиться к ней, повышать ее плодородие.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Сан шутпа пулсан, пӗтӗм революци сана пӑртакҫӑ улпут ҫӗрне касса панисӗр пуҫне, помещик вӑрманӗнчен укҫасӑрах ҫирӗм пӗрене панисӗр пуҫне тата староста вырӑнне председатель туса лартнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те памасть пек туйӑнать ӗнтӗ; сан шутпа пурӑнӑҫ та халиччен мӗнле пулнӑ, малашне те ҫавӑн пекех юлмалла пек туйӑнать ӗнтӗ.

По-твоему, вот вся революция только и кончится тем, что прирежут тебе барской земли да отпустят из помещичьего леса бревен штук двадцать задаром, ну, да старосту председателем заменят, а жизнь сама какой была, такой и останется.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Унтан вара Стомадор ӑна «Тип ҫӗрне тинӗс» парнелерӗ.

А затем Стомадор отдал ему «Сушу и море».

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех