Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗкленет (тĕпĕ: ҫӗклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулӑм пӗлӗте ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вут чӗлхи унта та кунта явӑна-явӑна пӗлӗте ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуп-хура хӑрӑм тусан пек сывлӑша ҫӗкленет, яла пырса кӗрсен ҫарҫыннисен кӑкӑрӗсене хупласа сывлама памасть.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кам та пулин иртсе кайсанах ҫул варринчен тусан ҫӗкленет те ҫул хӗррипе ӳсекен сарӑхнӑ курӑк ҫине пӗлӗт пек анать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юмана та паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Чӑваш халӑхӗн те, ай, чунӗ пек, Чӑваш ҫыннин ҫунан чунӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑвӑса та паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хурамана паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Мана ҫывӑх ҫыннӑн, ай, чунӗ пек, Савнӑ аттен ҫунан чунӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пилеше те паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Ман тӑванӑн та, ай, чунӗ пек, Ман йӑмӑкӑн ҫунан чунӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗренене паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Ман тӑванӑн та, ай, чунӗ пек, Ман тетемӗн ҫунан чунӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сирӗн шухӑшсем, кӑмӑлсем, Чаплӑ ӑслӑ сӑмахсем, — Илтсен чунӑм хӗпӗртет, Хавасланса ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах ҫак самантра гитлеровецсен тепӗр ушкӑнӗ хӗвеланӑҫ енчен сӑртлам ҫине ҫӗкленет, юрать, вӗсене Янеев асӑрханӑ-мӗн: хӑйӗн пулемет гашетки ҫине пусать те ҫавӑнтах фашистсене ҫулса пӑрахать, чӗрӗ юлнисем, каялла, кутӑн-пуҫӑн сирпӗнсе, сӑртран вирхӗнсе анаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кузьмич ҫӗкленет те хӑй умӗнчи хыр хыҫне шуса пырса выртать, кунтан ӑна ҫул тӑрӑх мӗнле машинӑсем иртсе кайни аванах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук шыв тӗпӗнче ырса ҫитнипе тата сывлама та кансӗррипе хуллен ҫӗкленет те шывран пуҫне кӑларать: тавралӑх шӑпах, каҫ ӗнтрӗкӗ ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Автанӗ вара хӳме ҫине ҫӗкленет те ки-ки-ру-ку-кук! тесе вӑрӑммӑн авӑтса ярать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ак, хӳри кӑшт ҫеҫ ҫӳлелле ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Марш кӗвви ҫеҫ, чун-хавала мӑнаҫлантаракан ҫунат парса, аслӑ юханшыв ҫийӗн ирӗккӗн, таҫталла, аякка-аякка, палламан инҫетелле йыхӑравлӑн юхса саланать, тӳпенелле ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Мӗн тери йӗркелӗх унта, чун савӑнать, кӑмӑл ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӑшӑ та уҫӑ сывлӑшлӑ ҫӗр ҫумӗнчен каҫхи шӑплӑхра шурӑ тӗтре ҫӗкленет.

В вечерней тишине земля паровала, теплая, благоуханная.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл хӗлӗн-ҫӑвӗн сип-симӗс тинӗс пек илемлӗн хумханса ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Юман калчи татах хуллен ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех