Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлӑнӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑлӑнӑҫ (тĕпĕ: ҫӑлӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан ҫиллен икӗ ҫамрӑка — хӗрпе йӗкӗте — сан картуна кӗрсех телей ҫинчен, ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен, тавӑру ҫинчен калаҫма пуҫланӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем манран пысӑк пулӑшу — ҫӑлӑнӑҫ кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Паллах, пирӗн телей иккӗлле: сукмак тупсан — ҫӑлӑнӑҫ, тупаймасан — вилӗм…

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Тупрӑм хайхи ҫӑлӑнӑҫ!

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Йӗкӗт пӗр авӑк, вӗсене хурав шыраса, виҫӗ хыр хушшинчех ҫухалса кайрӗ, тейӗн, хырӗсене хӑйсене те ҫулӑм ҫуллама пуҫланине курсан ҫеҫ, шалтан йӳҫӗхсе те тӑрмаланса илсе, тутине сивлеккӗн те йӗплӗн чалӑштарса, ҫӑлӑнӑҫ «пакурне» кӑрттӑн-карттӑн ярса тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сисетӗп: манра ҫӑлӑнӑҫ шырать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пурис хӑй те сиссе юлаймарӗ — ҫӑлӑнӑҫ шыраса, тытамаклӑ, тархасласа йӑлӑнакан саспа кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрман тыткӑнӗнчен часрах хӑтӑлса тухасшӑн тапӑҫланакан ҫынна сасартӑках тепӗр хут чун кӗчӗ тейӗн: вӑл лӑшах кайрӗ, чӗри тутлӑн-тутлӑн, ыррӑн-ыррӑн кӗрккеме пуҫларӗ, ҫав ҫутӑсем ӑна халӗ пӗртен пӗр пурнӑҫ хыпарҫи, шанчӑкӗ, ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен асамлӑ кӗтрет пек курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис чӗринче ҫӑлӑнӑҫ шанӑҫӗ паракан темле ӑшӑ туйӑм йӑшӑлтатса илчӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах, шиклӗ иккӗленӳпе сивӗнсе, пӑрлӑ шыв хумне ҫаврӑнса, ҫырантан чӑшӑлл та чӑкӑр-чӑкӑр чакса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсене ытама «пӗтӗлентеричченех» пухсан, хӑш та хаш хашлаткаласа, каялла таврӑнчӗ, капламне — «ҫӑлӑнӑҫ шанӑҫне» машинӑн хыҫалти кустӑрмисем умне пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрремӗш сӑвви, «Ҫӑлӑнӑҫ» ятлӑскер, 1906 ҫулта ҫапӑнса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Ҫӑлӑнӑҫ пур.

— Выход есть.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Курӑр-ха: «Асап тӳсекене тата ҫӑлӑнӑҫ кӳрекене!» — тенӗ унта.

Вот: «Мученику и спасителю!»

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мухаров училищӗре ҫӑлӑнӑҫ шырама пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Теприсем, ним тума пӗлмесӗр, пӗр вырӑнта хытса тӑчӗҫ — ҫавраҫил вӗҫтерсе пыракан ачапа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ килсенче хыпа-хыпа каякан ҫуртсем ҫине куҫӗсене чарса пӑхрӗҫ, пӗлӗтелле тинкерсе, ҫӳлти турӑран пулӑшупа ҫӑлӑнӑҫ ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрре унта, тепре кунта пырса сикрӗ вӑл, анчах ниҫта та ҫӑлӑнӑҫ тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чим, тӑхта кӑшт, кӗҫех ак унран та пысӑкраххисем ҫӑлӑнӑҫ ыйтма килӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр самант вӑл ним тума, ниҫталла ишме аптӑраса тӑчӗ, ҫӑлӑнӑҫ шыраса, пуҫне ун-кун пӑркаласа пӑхса илчӗ, унтан тин, таҫтан вӑй ҫитерсе, Сахар ҫурчӗ еннелле ишсе килме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, шухӑша кайнӑ пек пулса, пӗрре ывӑлӗ, тепре шӑллӗ, унтан пӳрт тӑрринче ҫӑлӑнӑҫ кӗтсе тилмӗрекенсем ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ҫӑлӑнӑҫ пӗрре кӑна, — терӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех