Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхаҫҫӗ (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Остапа ҫӗнтерсе пыраҫҫӗ ӗнтӗ; ак ӗнтӗ пӗри ун мӑйне йӑлмак тӑхӑнтарчӗ, ӗнтӗ ҫыхаҫҫӗ, ӗнтӗ йӑтаҫҫӗ Остапа.

Но уж одолевают Остапа; уже один накинул ему на шею аркан, уже вяжут, уже берут Остапа.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пысӑкрах йӗппе е пански йӗп вӗҫӗпех ҫыхаҫҫӗ.

Вяжут иглой побольше или спицей.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ӑна кӑларса тӗвӗсем тӑва-тӑва кӗскетеҫҫӗ те каллех ҫыхаҫҫӗ.

Тогда все вынимают из бутылки, укорачивают вязание узлами на нем и опускают вновь…

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Халь ӑна кирек мӗнле ҫипрен те ҫыхаҫҫӗ, синтетика та юрать.

Получаются красивые пояса из синтетической пряжи.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ҫав шӳлкеме ҫыххине пилӗк тавра ҫавӑрса, шӳлкеме унки витӗр кӑларса ҫыхаҫҫӗ.

От этого неудобства спасал поясок, его обертывали вокруг талии, один конец пропускали через петлю на нижнем краю шюльгеме и завязывали как обычно.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ку пайӗ валли пӗр патак кирлӗ, ӑна йӑлӑсем ӑшне кӗртсе ярса икӗ вӗҫӗнчен ӳретти ҫиппин вӗҫӗсемпех туртса ҫыхаҫҫӗ.

Так же в петли пропускали палку, привязывали концами основы, готовая пара ремизок снабжалась подножками, подвешивалась на блоки.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Анчах вагонра ӗнтӗ, яланхи пек, поездран анас умӗн пулакан пӑтрану пуҫланчӗ: кӗрӗксем тӑхӑнаҫҫӗ, алсасем, перчеткесем тӑхӑнаҫҫӗ, минтерсене ҫавӑрса туртса ҫыхаҫҫӗ.

Но уже шла по вагону та суетня, что всегда бывает перед высадкой: надевались шубы, натягивались варежки и перчатки, закручивались подушки в ремни.

VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Теприн ҫинче матроссем манӑн пуҫ тӗлӗнче ҫӳлте мачта тӑррисене канатсем ҫыхаҫҫӗ, каначӗсем аялтан эрешмен карти пек ҫинҫе курӑнаҫҫӗ.

На другом матросы высоко над моей головой висели на канатах, которые снизу казались не толще паутинок.

VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫынсем пурте хӑй ӗҫне тӑваҫҫӗ: шлепкесем ҫыхаҫҫӗ, чӑпта ҫапаҫҫӗ, выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ, лашисене тасатаҫҫӗ.

Всюду люди были заняты своими делами: плели шляпы и цыновки, готовили корм, чистили лошадей.

XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсем уйра ӗҫлекенсем валли улӑмран шлепке ҫыхаҫҫӗ.

Они плетут соломенные шляпы для работы на полях.

XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Юаньмаотунь ялӗнчи хӗрарӑмсем ҫитес кӗркунне пухса кӗртмелли тырра хурса усрама корзинӑсем ҫыхаҫҫӗ, акмалли вӑрлӑха суйласа тасатаҫҫӗ, тумтирсемпе атӑ-пушмаксене юсаҫҫӗ.

Женщины деревни Юаньмаотунь усердно плели корзины для хранения зерна будущего урожая, отбирали семена для посева, шили и чинили одежду и обувь.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ли арӑмӗ ҫапла ӑнлантарчӗ: халӗ чухӑн хӗрарӑмсем пурте чӑпта ҫыхаҫҫӗ.

Вдова Ли объяснила, что их плетут теперь все женщины-беднячки.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тӗнчере мӗнле ӑшӑ тутӑр пур, ҫавӑн пекки ҫыхаҫҫӗ ӗнтӗ ҫав ҫӑмран.

Самые тёплые платки, какие есть на свете.

Тура // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара ҫав ҫӑмран темӗн те пӗр ҫыхаҫҫӗ те ҫапаҫҫӗ: шлепкесем тӑваҫҫӗ, ҫип те арлаҫҫӗ, ҫав ҫипрен тутӑрсем те ҫыхаҫҫӗ, шӑтӑкла ҫыхмалли йӗппе ҫыхаҫҫӗ ӑна.

А потом из этой шерсти что угодно делают: шляпы делают, и нитки делают, и платки делают из этих ниток — крючком вяжут.

Тура // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Петя шахтер тата икӗ рабочи ун пуҫне ҫурнӑ кӗпе татӑкӗсемпе ҫыхаҫҫӗ.

Шахтер Петя и двое других рабочих перевязывали ему голову лоскутами.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗсем ҫӑмран ҫав тери сӗлӗм тумтир ҫыхаҫҫӗ, хӑйсен шухӑшӗсене япаласене ӳкерсе кӑтартас мелпе ҫыраҫҫӗ, — ҫак пӗлӗве вӗсем юнпа илсе килнӗ, ку — ҫухалнӑ цивилизацин авалтан куҫакан ас тӑвӑмӗ.

Они ткали превосходные одежды из шерсти, и умели записывать мысли посредством изображения предметов, — это знание они вынесли в крови, как древнее воспоминание исчезнувшей цивилизации.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пурне те шӑв-шав та савӑнӑҫ ярса илчӗ, ваттисем те, ҫамрӑккисем те — пурте палуба ҫине тухрӗҫ; пайтахӑшӗ ӗнтӗ хӑйсен япалисене те илсе тухнӑ, вӗсене пиҫиххийӗсемпе туртса ҫыхаҫҫӗ.

Оживление и радость охватили всех; старый и малый — все высыпали на палубу; многие уже вносили наверх свои узлы и стягивали их ремнями.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Вӗсенне суранӗсене ҫыхаҫҫӗ.

Их уже перевязали.

11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вара комендант сасартӑк ҫакна ӑнланса илчӗ: ҫывӑракан ҫынна ҫыхаҫҫӗ!

И вдруг комендант понял: вяжут сонного!

V // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Чикӗре ҫӳрекен карап ҫывӑхра пулсан, пулӑ вӑррисем унран виҫӗ миль аяккарах чарӑнса тӑраҫҫӗ те карап иртсе каясса кӗтеҫҫӗ, тетелӗсене юсаҫҫӗ, фуфайка ҫыхаҫҫӗ е, Камчатка сопкисене ытарайми пӑхнӑ евӗр, палуба ҫинче уткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Если пограничный корабль поблизости, хищники держатся за пределами трехмильной зоны; здесь они ждут, чинят сети, вяжут фуфайки или прохаживаются по палубе с таким видом, как будто не могут налюбоваться камчатскими сопками.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех