Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырмаллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫырмаллӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каярах пире тарӑн ҫырмаллӑ, чул катрашкиллӗ Пушкӑрт ҫӗрӗ хӑйӗн ытамне илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Сала, ҫырмаллӑ тӑрӑхра вырнаҫнӑскер, самай пысӑк.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Сӑртлӑ, ҫырмаллӑ Шупашкар хулинче Ӑҫта кирлӗ чул чиркӗ ларать ҫӗкленсе.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тимофеев художник Воскресенски вулӑс правлени ҫурчӗ евӗрлӗ декораци ҫырма тытӑннӑ: крыльцаллӑ пысӑк ҫурт, ӑна хирӗҫ — илемлӗ йывӑҫ чиркӳ, хӗл вӑхӑтӗнчи ҫырмаллӑ урам т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав тип ҫырмаллӑ тӳремлӗхре тӗллӗн-тӗллӗн садсемпе левадӑсем айне пулнӑ ялсем лараҫҫӗ, пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ пек курӑнакан тӗлте, сухаласа пӑрахнӑ е тырпулпа кашласа ларакан лаптӑксем хушшинче, ҫӳллӗ масар тӗмескисем палӑраҫҫӗ.

На этих равнинах, перерезанных кое-где оврагами, лежали, утопая в садах и левадах, села, и кое-где по горизонту, давно запаханные и охваченные желтыми жнивами, рисовались высокие могилы.

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Вара сасартӑк пӗлӗтсем сирӗлчӗҫ, ун умне праҫник пекех ҫутӑ, хӗвелпе ҫиҫсе, йӑлкӑшса тӑракан симӗс сӑртсемлӗ, кӗмӗл пек ҫырмаллӑ Обломовка тухса тӑчӗ; вӑл Ольгӑпа, шухӑша кайса, ӑна пилӗкӗнчен ыталаса, вӑрӑм аллея тӑрӑх утать, беседкӑра, терраса ҫинче ларать…

И вдруг облако исчезло, перед ним распахнулась светлая, как праздник, Обломовка, вся в блеске, в солнечных лучах, с зелеными холмами, с серебряной речкой; он идет с Ольгой задумчиво по длинной аллее, держа ее за талию, сидит в беседке, на террасе…

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑрҫӑ чарӑнсанах вӑл ҫине тӑнипе ялтан ҫухрӑм ҫурӑри тӑмлӑ, ҫырмаллӑ, тыр-пул ӳсмен тӑвайкиллӗ пысӑк лаптӑкра сад пахчи ҫитӗнтерме тытӑнать.

Сразу после окончания войны из-за его стараний за полтора километра от деревни, на глинистом, овражном, неплодородном для зерна и наклонном большом участке берется выращивать сад.

Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех