Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырать (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗтри мучи калани мана Ева Лисина сӑмахӗсене аса илтерет: — Ахаль ҫынсем хушшинче (службӑра, сӑмахран) хама «чудачка», «смешная» тенине чылай илткеленӗ, – ҫырать паллӑ ҫыравҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Ӑна ырма пӗлмесӗр: «тӗнче шайӗнче» ҫырать, «никампа танлаштармалла мар тарӑн сухалать», «вилӗмсӗр ҫӗнуҫавсем тӑвать» тесе чыслакан холопсем шухӑша та илме пултарайман пуль часах ҫӗнӗ хуҫа ячӗпе мухтав юрри шӑрантармалли вӑхӑт ҫитессе.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

«Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ», — тесе ҫырать автор хыпарӑн тӳрлетмен вариантӗнче.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Хӑшпӗр поэт ашшӗн килне мухтаса мӗн чухлӗ сӑвӑ ҫырать.

Некоторые поэты слагают очень много стихов об отцовском доме.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Акӑ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ А.Кузнецов ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫапла каланӑччӗ: «1992 ҫулта йышӑннӑ орфографи хӑйӗн вырӑнне тупаймарӗ. Паян кунчченех пӑтрашӑнса пурӑнатпӑр: пӗр хаҫат капла ҫырать, тепри — апла. Шкулта ун пек вӗрентеҫҫӗ, аслӑ шкулта — тепӗр майлӑ. Аптӑрав».

Так например, сотрудник Чувашского государственного института гуманитарных наук А.Кузнецов 22-го апреля сказал так: "Принятая 1992 году орфография не нашла своего места. До сегодняшнего дня живем путаясь: в одной газете пишут так, в другой - эдак. В школе учат вот так, в высших учебных заведениях - по другому. Не знаешь, что делать".

Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

» — ҫырать Надежда Смирнова журналист.

" - пишет журналистика Надежда Смирнова.

Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӑл ҫапла ҫырать: «Хисеплӗ Чекушкин хӑспатин! Сирӗн юрӑсене итлесе эсир текстсемпе кӗвӗсенчен мӗнлерех вӑй-хал илнине, ӑна хӑвӑра итлекенсене епле панине туятӑн. Тӗрлӗ халӑх ҫынни сирӗн кӗвве тӑнлать, ҫапла майпа вӑл чӗлхене ҫаврӑнать».

Он пишет так: "Дорогой господин Чекушкин! Когда слушаешь ваши песни, чувствуешь, какую энергию вы получаете из текстов и мелодий, как передаете ее своим слушателям. Люди разных национальностей понимают вашу мелодию, таким образом она превращается в язык."

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Хӑшпӗр йӑлӑхтармӑш ҫумкурӑка — йытпыршине, хурхуха, пиҫене, шурута, чӑрӑш тӑррине, хӑлха ҫакки курӑкне пахчара пӗтерме питӗ йывӑр. Ҫулсеренех кӗрешетпӗр вӗсемпе, тымарӗпех тӑпӑлтаратпӑр, анчах вӗсем кӑшт вӑхӑт иртсен каллех пуҫӗсене ҫӗклеҫҫӗ, — ҫырать Федор Денисов хӑйӗн ҫырӑвӗнче. — Ҫакнашкал киревсӗрсене мӗнле хими препарачӗсем витереҫҫӗ-ши?»

Куҫарса пулӑш

Глифосат имҫамӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Вӑл та сӑвӑсем ҫырать.

Он тоже пишет стихи.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Асӑннӑ комиссин виҫҫӗмӗш ларӑвӗ ҫинчен abai.kz страницӑра Бейбут Койшыбаев ҫырать.

О третем заседании вышеупомянутой комиссии Бейбут Койшыбаев пишет на странице abai.kz.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Кунта ӗҫленӗ вӑхӑтра витӗмлӗ статьясем ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Сӑвӑсем те ҫырать.

И стихи пишет.

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Светлана Яруткинӑн пултарулӑхӗ пирки калас тӑк — вӑл кашни «чун ҫимӗҫнех» тӗплӗн шухӑшласа, анлӑн тишкерсе ҫырать.

Если говорить о творчестве Светланы Яруткиной - она каждую "пищу души" пишет окончательно продумав, глубоко анализировав.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Раҫҫейри травматолог-ортопедсен ассоциацийӗн членӗ Александр Григорьев чӗркуҫҫи шӑммин аманнӑ ҫыхӑну аппаратне кӗске тапхӑртах тӳрлетме уйрӑм методика шухӑшласа кӑларнӑ, хаҫатсемпе журналсем валли статьясем ҫырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Паллах, хӑшпӗр йӗрки кама та пулсан килӗшмессе те пултарӗ, ытла та уҫҫӑн, тӳррӗн, чӗрене витермелле ҫырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫавӑнпах-и — икӗ чӗлхепе те таса та хитре ҫырать.

Может и поэтому - она на обоих языках пишет одинаково красиво.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах вара алла ручка тытса сӑвӑ ҫырать е гитарӑпа, баянпа калама хӑнӑхать.

Когда находится свободное время, пишет стихи или упражняется игре на гитаре, баяне.

«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Г.Т.Тимофеев тӑхӑрьялсем Ҫимӗке тахҫан авал кӗҫнерникун туни ҫинчен ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Вӑл ҫапла ҫырать: «Ҫимӗк – ҫӗр ҫинчи этемӗн чи авалхи уявӗсенчен пӗри. Чӑваш халӑхӗ ӑна Ҫинҫе хыҫҫӑн виҫӗ кунтан ирттернӗ».

Он пишет так: "Симек - один из древних праздников людей, живущих на Земле. Чуваши отмечали его через три дня после Синзе".

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Леня сӑввисене тахӑш вӑхӑтра ҫырать, эпӗ курмастӑп та, сисместӗп те.

В какое время Леня пишет стихи, я и не вижу, и не чувствую.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех