Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырансен (тĕпĕ: ҫыран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ав лере, инҫетре-инҫетре, ун вӑййи те курӑнми пулать, ҫырансен тӗксӗм мӗлки те, шыв ҫийӗ те, вӑрман та хутшӑнса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫырансен икӗ енӗпе тахҫан-тахҫан, асаттесем лартнӑ йӑмрасем сарӑлса кайнӑ, ҫырма тӗпӗнче вӗсен тымарӗсем ватӑлса ҫитнӗ ҫын сухалӗсем пек сайран туха-туха выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Йывӑҫ вуллисен мӑкӑрӑлчӑкӗсен хушшинче вӑрман ӗнтрӗкӗ вӗлкӗшет-ҫиҫкӗнет; шурлӑхри капаш упа саррисем ҫырансен йӗрӗ-ӗренкисене хуплаҫҫӗ; юхан шыв варри ҫӑра ҫутӑпа йӑлтӑртатать, — ҫак ҫутта капмар йывӑҫсен витӗр курӑнми ҫулҫӑ капламӗнчи шыв ҫине ӳкнӗ мӗлке чикӗлесе-чарса лартнӑ.

Меж выпуклостей стволов реял лесной сумрак; пышные болотные папоротники скрывали очертание берегов; середина воды блестела густым светом, ограниченным тенью, падавшей на реку от непроницаемой листвы огромных деревьев.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Шыв хӑвӑрт, лӑпкӑн юхать; ҫырансен хура мӗлкисем юхӑм ҫуррине тӗксӗмлетеҫҫӗ, варри вара хӗвел ҫинче тасатнӑ пӑхӑр пек йӑлтӑртатать.

Речка текла быстро и глухо; от берегов черные тени мрачнили половину течения, а середина сверкала, как чищенная на солнце медь.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Атӑл юхӑмӗ ҫинчи, таҫти инҫетри тӗттӗмрен тухса сӑртлӑ ҫырансен мӗлкинче ҫухалакан юхӑм ҫинчи ҫемҫе ҫутӑ лаптӑкӗ чӳхенни ҫине пӑхса ларса, — эпӗ хамӑн шухӑш хаваслӑрах, ҫивӗчрех пулса пынине туятӑп.

Глядя, как течение Волги колеблет парчовую полосу света и, зарождённое где-то далеко во тьме, исчезает в чёрной тени горного берега, — я чувствую, что мысль моя становится бодрее и острей.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Уй-хирсемпе йывӑҫсене йӑлтах шурӑ шӑналӑк карса илчӗ, юрпа витӗннӗ ҫырансен хушшинчи ҫырмасенчи шӑнса ҫитмен шыв тӗксӗм, катаран вара пӗтӗмпех хуп-хура курӑнать.

Белым пологом затянуло поля, деревья, незамерзшая речка в заснеженных берегах потемнела и казалась издали совсем черной.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Куҫӗсене сарлакан чарса, вӑл ҫырансен вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫӑлса пыракан чӗрӗ картинисем ҫине чӗмсӗррӗн пӑхса пынӑ, ӑна юмахсенчи паттӑрсем тата асамҫӑсем пурӑнакан тӗлӗнмелле патшалӑха кӗмӗл сукмакпа кайнӑн туйӑннӑ.

Молча, широко раскрытыми глазами смотрел он на бесконечную панораму берегов, и ему казалось, что он движется по широкой серебряной тропе в те чудесные царства, где живут чародеи и богатыри сказок.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сигаретӑпа сигара тӗтӗмӗ тулнӑ машинӑран аннӑ американец уҫӑ ҫӗрте тулли кӑкӑрӑн сывлать: унӑн мухмӑр иртмен-ха, ют ҫӗршыври каҫхи юханшывӑн, ют ҫырансен тата вулкан сирпӗнсе тухнӑ чухнехи евӗрлӗ пӗлӗтсен сулхӑн сывлӑшӗ ӑна кӑмӑллӑ пулчӗ.

Американец дышал всей грудью после машины, в которой столько курили сигар и сигарет; хмель еще блуждал в его голове, и было приятно это прохладное, незнакомое дыханье чужой вечерней реки, чужих берегов и неба, похожего на взрыв вулкана.

Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Лере ав, чӑнкӑ ҫырансен леш енче, унта ял.

А там вон, за кручами, там село.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫырансен хӗррипе шурӑ ҫуртсем, сад пахчисен эрешлӗ сукмакӗсем сапаланса тухнӑ.

По берегам разбросаны белые домики, узорные дорожки садов.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шывра тӗлӗрекен ҫӑра вӑрман, кӑштах пӗчӗкленсе, сип-симӗссӗн курӑнать Тухурисем, айлӑмсем, сӗвек ҫырансен ҫара тӑррисем — пурте шыва пытаннӑ.

И увидел под водой дремучий зеленый лес в уменьшенном виде, холмы, низины и пологие горы прятались под водой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫил чарӑнать, вара тинӗс ҫинче те, ҫавра чуллӑ ҫырансен хӗрринче те пушӑ хирти пекех шӑпах тӑрать.

Порою ветер стихал, и глубокая тишина пустыни воцарялась и на море и на бесплодных скалах.

XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Иртсе юлакан чул ҫырансен, йывӑҫсен, кайӑксен ушкӑнӗнче пӗр-пӗр пӗлӗш чӗрчуна палласа илсе, ӑна хӑйпе пӗрле лартса каяс тесе, чӗнсе илме кирлӗ пулнӑ пек, Воропаев машинӑна хирӗҫ чупакан япаласене пурне те хыттӑн пӑшӑрханнӑ пек пӑхса пырать.

Воропаев рассматривал все, что мчалось навстречу машине, с чувством огромного беспокойства, точно ему сейчас предстояло в проносящейся мимо кавалькаде скал, деревьев, кустов и птиц узнать знакомое существо и окликнуть его, чтобы забрать с собою в дальнейший путь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Гленарван Австрали ҫӗрӗ ҫинче иртмелли юлашки сехетсенче вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тухакан ҫырансен тӑрӑхӗпе тепӗр хут кайса ҫӳресшӗн пулчӗ.

Гленарван хотел использовать последние часы пребывания в Австралии, чтобы ещё раз побывать в том месте, где тридцать седьмая параллель пересекает побережье.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британи» икӗ ҫул каялла ҫеҫ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ иккен те, ҫавӑнпа та вӑл: Гленарван шыракан ҫынсем кунти ҫырансен ҫывӑхӗнче ҫукки ҫинчен те, вӗсем нихӑҫан та пулманни ҫинчен те каласа пачӗ.

А так как катастрофа с «Британией» произошла всего два года тому назад, то он с полной уверенностью заявил, что разыскиваемых Гленарваном людей нет и не было в этой части побережья.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

1795-мӗшпе 1797-мӗш ҫулсенче хастарлӑ ҫынсем икӗ ҫамрӑк, Флиндерс тата Басс, сакӑр футлӑ кимӗ ҫине ларса, кӑнтӑр енчи ҫырансен тӑрӑхӗпе ҫӳренӗ.

В 1795 и 1797 годах двое молодых людей, Флиндерс и Басе, мужественно исследуют южный берег в лодчонке длиной в восемь футов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Британи» ҫав ҫырансен хӗррипе тӑсӑлакан чуллӑ ҫӗрсем ҫине ҫапӑнса ваннӑ пулсан, ҫакӑн евӗрлӗ инкек Вӑтаҫӗр Африкӑн тискер ҫӗрӗсенче пулнӑ пекех, ӑна ниҫтан та пулӑшу пулма пултарайман.

Если «Британия» разбилась о скалы, тянущиеся вдоль этих берегов, то ей неоткуда было ждать помощи, точно так же, как если бы это случилось в дикой Центральной Африке.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫырансен тӑрӑхӗпе, лапсӑркка тӗмӗсен хӳттинче, ҫӑмӑл королексем явӑнса ҫӳреҫҫӗ, хаваслӑ тӑрисем юрлаҫҫӗ; сывлӑшра тангорсем мӗлтлетсе илеҫҫӗ, вӗсен тӗкӗсем колибри тӗкӗ пекех ҫап-ҫутӑ.

На берегах под защитой густого кустарника резвились лёгкие корольки, пели весёлые жаворонки; в воздухе мелькали тангары, соперничающие по яркости оперения с колибри.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫырансен тӑрӑшшӗпе карап ҫӗмрӗкӗсен мӗнле те пулсан ванчӑкне тупсан та — хуҫӑк рангоут е ахаль йывӑҫ татӑкӗ, этем алли витӗр тухнӑскер пулсан — экспедици ҫавӑнтах инкеке лекнӗ ҫынсене шырама пикенеччӗ.

Если бы на побережье удалось обнаружить хоть какие-нибудь следы кораблекрушения — сломанный рангоут или просто кусок дерева, обработанный человеческими руками, — экспедиция тотчас же приступила бы к поискам потерпевших крушение.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ноябрьтен пуҫласа март уйӑхне ҫитичченех ку ҫӗршывӑн тӳпине пӗр пӗлӗт татки те салхуллантармасть, кунсӑр пуҫне Андо сӑрчӗсемпе хӳтӗленсе тӑракан мӗнпур ҫырансен тӑрӑшшӗпех ялан кӑнтӑр ҫилӗ вӗрсе тӑрать.

С ноября до марта небо этой страны не омрачает ни одна тучка, и южный ветер неизменно веет на всём побережье, защищённом хребтом Анд.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех