Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынни (тĕпĕ: ҫынна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн чаҫӗн личнӑй составӗ полкӑн юратнӑ ҫынни, хӑйӗн пурнӑҫне пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн панӑ паттӑр та тӳрӗ чунлӑ хӗр вилни пирки хурланать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов та ӑна хӑй ҫинчен каласа кӑтартрӗ, ҫур сехетрен вара хӗр вӑл Володя ятлине, вун тӑхӑр ҫултине, вӑл та Мускав ҫынни пулнине, ун пекех кӑҫал института кӗме хатӗрленнине пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах леш ҫынни, шӳтлерех хуравласа, ӑна хирӗҫ: миллионшар ҫынсем ҫӗр ҫинче ҫӳреҫҫӗ тата ҫакна чипер йӗркеллех тесе шутлаҫҫӗ, пӗлӗтелле хӑпарма шутламаҫҫӗ те, терӗ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах Завьялов пек ҫын, кадровӑй офицер пулнӑскер, йӑх-ях мар, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын — епле пулсан та ним пӗлмен ҫар ҫынни мар, «пурне те ӑнланаканни» — шӑп та шай ансӑр та мар, сарлака та мар брюки тӑхӑнса ҫӳремелле.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Юлашкинчен экран ҫинче Ленӑн нумайранпа палланӑ ҫынни, арҫын ачанни пек урлӑ хӑлхаллӑ, ытармалла мар Жерар курӑнчӗ — вӑл Лена пурнӑҫра пӗлнӗ пур арҫынсемшӗн те ниепле танашма май ҫук чаплӑ тӗслӗх пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫынни никамсӑр, пӗччен пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫынни тупӑнать-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Туҫа ялӗн ҫынни, Еремеев Николай Петрович, ҫав кун вӑрмана кайнӑ та киле таврӑнман.

Житель деревни Тойси-Паразуси Еремеев Николай Петрович в тот день ушел в лес и не вернулся.

Йӗпреҫ районӗнче арҫын вӑрмана кайсан таврӑнман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36027.html

Иккӗмӗш вырӑна Эдди Ван Бирс — 55 очкопа йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшне — Мускав ҫынни Данила Павлов йышӑннӑ.

Второе место занял Эдди Ван Бирс — 55 очков, третье — москвич Данила Павлов.

Уфимец шахмат композицийӗпе тӗнчери чи ҫамрӑк гроссмейстер пулса тӑнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... -n-3431154

Ҫар ҫынни ӑна яланах кӗсьере сыхласа упрать.

Военнослужащий хранит его всегда в кармане, как оберег.

Хушӑлкари вӑтам шкулта СВОна хутшӑнакан ентешпе тӗл пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3416908

Пушкӑрт ҫар ҫынни Динар ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен зонӑра ҫар оркестрӗн солисчӗ пулса ӗҫлет.

Военнослужащий из Башкирии Динар служит в зоне проведения специальной военной операции солистом военного оркестра.

Пушкӑртри боец СВОра ҫар оркестрӗн солисчӗ пулса ӗҫлет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3416382

Ҫаксене курсан, ирӗксӗрех кунта пурнӑҫ ырлӑхӗсемпе иртӗхмен сӑпайлӑ совет ҫынни пурӑннине туятӑн.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

«Киркка Иленӗ» поэмӑра пӗчӗкренпе тертленсе ӳснӗ ял ҫынни колхоза кӗрсе кӑна ҫирӗппӗн ура ҫине тӑнине куратпӑр, вӑл, малтан ҫӗнӗлӗхрен шикленнӗскер, кайран хӑй те ыттисене артеле кӗме йыхӑрнине пӗлсе савӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Сакӑр ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн вӑл ялхуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухрӗ, агрономра ӗҫлерӗ: ял ҫынни ялхуҫалӑх наукине ӑста пӗлмелле!

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Каппель — нимӗҫ ҫынни, вӑл хӑйӗн хушаматне нимӗҫсен «каппе» (ҫӗлӗк) сӑмахӗнчен тунӑ теме пулать.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Евгений Киселев — ҫар ҫынни:

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

«Урожай» ООО директорӗ Вячеслав Кузнецов пирки: пултаруллӑ организатор, ӑста инженер анчах мар, чӑн-чӑн ҫӗр ҫынни те тесе калас килет.

Куҫарса пулӑш

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Унсӑр пуҫне ял ҫынни ыркӑмӑллӑх ӗҫне тата ҫынсене пулӑшассине мала хурать – нуша курнӑ ҫынсене тӳлевсӗр сысна ҫурисем, чӑх-чӗпсем, пӑрусемпе сурӑхсем парать.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Малтанхи информаципе килӗшӳллӗн вӑл Египет ҫынни пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтаруҫӑсем шыв ҫинчи хӑрушлӑха сирсе янӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... tn-3387936

Вӑл ӗҫ ҫынни массисене ӑс-тӑн чуралӑхӗпе тӗттӗмлӗхрен хӑтарчӗ, вӗсене этемлӗх пухнӑ культурӑ пуянлӑхне алла илме май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех