Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫылӑх сăмах пирĕн базăра пур.
ҫылӑх (тĕпĕ: ҫылӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Кам та пулин ылханакан сасса илтсе кӳнтелен пулса е курса, е пӗлсе тӑрса ыттисене каласа кӑтартмасӑр ҫылӑха кӗрсессӗн, вӑл хӑй ҫине ҫылӑх илӗ.

1. Если кто согрешит тем, что слышал голос проклятия и был свидетелем, или видел, или знал, но не объявил, то он понесет на себе грех.

Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Моисей каялла Ҫӳлхуҫа патне таврӑннӑ та каланӑ: эй [Ҫӳлхуҫамӑм!] ҫак халӑх пысӑк ҫылӑх турӗ: хӑй валли ылтӑн турӑ турӗ; 32. вӗсен ҫылӑхне каҫарсам, каҫармастӑн пулсассӑн — мана та Хӑвӑн кӗнекӳнтен, Хӑв ҫырса хунӑ ҫӗртен, кӑларса пӑрах, тенӗ.

31. И возвратился Моисей к Господу и сказал: о, [Господи!] народ сей сделал великий грех: сделал себе золотого бога; 32. прости им грех их, а если нет, то изгладь и меня из книги Твоей, в которую Ты вписал.

Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Тепӗр кунне Моисей халӑха каланӑ: эсир пысӑк ҫылӑх турӑр; эпӗ Ҫӳлхуҫамӑр патне улӑхам, сирӗн ҫылӑхӑра каҫарттарса пулмӗ-и, тенӗ.

30. На другой день сказал Моисей народу: вы сделали великий грех; итак я взойду к Господу, не заглажу ли греха вашего.

Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Вӗсене тасатмашкӑн кулленех ҫылӑхшӑн пӑру кӳрсе тӑр, парне вырӑнне тасатмашкӑн ун ҫинче ҫылӑх парни кӳр, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн ӑна тата ҫу сӗр; 37. парне вырӑнне ҫичӗ кун тасат, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара парне вырӑнӗ аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ: парне вырӑнне сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ.

36. И тельца за грех приноси каждый день для очищения, и жертву за грех совершай на жертвеннике для очищения его, и помажь его для освящения его; 37. семь дней очищай жертвенник, и освяти его, и будет жертвенник святыня великая: все, прикасающееся к жертвеннику, освятится.

Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Авимелех Авраама чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: эсӗ пире мӗн турӑн? эсӗ мана тата манӑн патшалӑха пысӑк ҫылӑха кӗртеттӗн, ҫапла тума сан умӑнта мӗнле ҫылӑх тунӑ эпӗ?

9. И призвал Авимелех Авраама и сказал ему: что ты с нами сделал? чем согрешил я против тебя, что ты навел было на меня и на царство мое великий грех?

Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫӳлхуҫа татах каланӑ: Содомпа Гоморрӑра — йӗрекен сасӑ, хӑрушӑ сасӑ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ питех те йывӑр ҫылӑх; 21. анам та пӑхам: Ман патӑма ҫитекен сасӑ — вӗсене тарӑхса йӗни — тӗрӗсех-и, вӗсем чӑнах та ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ-и, ҫук-и? пӗлем, тенӗ.

20. И сказал Господь: вопль Содомский и Гоморрский, велик он, и грех их, тяжел он весьма; 21. сойду и посмотрю, точно ли они поступают так, каков вопль на них, восходящий ко Мне, или нет; узнаю.

Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Чипер калаҫ, Сантӑркка, ним ҫукран ху ҫине ҫылӑх ан ил.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунта турӑ умӗнче ҫылӑх каҫарттарни мар пуль.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, венчет тумасӑр ҫылӑх пулмӗ-и? — пӑшӑлтатрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн таран ҫылӑх мана…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ ҫапла шутлатӑп, господин квартальнӑй, ҫӑкӑр-тӑвартан пысӑк пулни ҫылӑх.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куншӑн ҫылӑх пулмалла мар пек-ҫке?..

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Турӑ пилленӗ пурнӑҫпа ҫырлахманни, чунна ҫӑласшӑн тӑрӑшмасӑр ҫӗр ҫинчи илӗртмӗш пурнӑҫ хыҫҫӑн кай-ни — питех те пысӑк ҫылӑх.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашӗнче ҫеҫ: «Ҫук, Микула ачине хам хӗрача пек юратӑп. Ҫавӑнпа вӗсене пуш алӑпа ярас мар. Амӑшӗ урӑх шут. Май килнӗ чух унран кӑшт мӑшкӑлласа кулсан та ҫылӑх мар», — тесе тӗв турӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрер стакан эрех ӗҫтерсен те ҫылӑх мар.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Енчен те сирӗн хӑвӑрӑн йӑмӑк е тӑванӑрсен пирӗн хӗрсем пеккисем пулсан, вара вӗсене вараласан тӗнче кӳренет вӗт, Турӑ умӗнче ҫылӑх пулӗ, — тесе асӑрханса, ҫиллентересрен хӑраса калатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Мӗнле калас сана, — тӑскаларӗ Якку сӑмахсене, — ҫылӑх каҫарттарма килтӗм.

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кустӑрма умне пенӗ ҫав каскана илсе пуҫӑнтан кӗрӗслеттерсен, халь те ҫылӑх пулмасть.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эп те, вӑн, ватсупнӑ тесен те ҫылӑх мар, кӑштӑртататӑп ҫынсемпе пӗрле.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑҫта власть, унта ҫылӑх.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех