Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑх сăмах пирĕн базăра пур.
ҫывӑх (тĕпĕ: ҫывӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гидроним *Дьсна сӑмахран пулса кайни, вӑл Деснапа ҫывӑх пулни йышӑнма йывӑррисен шутне кӗрет.

Вариант происхождения гидронима от из *Дьсна и сближение с Десна́ считается менее вероятным.

Цна (Припять юппи) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A6%D0%BD%D ... %BF%D0%B8)

«Тилли юррисем» ӗмӗртен ӗмӗре куҫса, илемленсе пынӑ пахалӑхӗпе хальхи чӑваш поэзине ҫывӑх тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пирӗн тата ҫапла хушса калас килет: вӗсем чӑвашсен хальхи юррисене те ҫывӑх тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

«Тилли юррисене» хакласа, вӗсене поэт илемлетнине асра тытса, Илпек Микулайӗ «…вӗсем тӑван халӑхӑн авалхи юррисене пурпӗрех ҫывӑх тӑраҫҫӗ», тет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тилли хӑйӗн йыттине, ҫывӑх тусне, «ҫум ҫакки» вырӑнне хурать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

1933—1940 ҫулсенче ҫырнӑскерсем, вӗсем чӑваш поэзийӗн паха тӗслӗхӗсем шутне кӗреҫҫӗ, поэтӑн таланчӗ тӑван халӑх ӑс-хакӑлӗпе, чун-чӗрипе ҫывӑхран та ҫывӑх тӑнине кӑтартса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пирӗн парти журналистсен ӗҫне пысӑка хурса хаклать, вӗсене хӑйсен чи ҫывӑх юлташӗсем, ӗҫре пулӑшаканӗсем тесе шутлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫывӑх вӑхӑтрах телевидени передачисене Мускавран виҫӗ программӑпа пама тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Хӑйсен халӑх умӗнчи ӗҫне ырӑ сӑмахпа асӑнса тӗрӗс хакланӑшӑн писательсем тӑван партие, хӑйсемпе яланах ҫывӑх тӑван пек калаҫакан Н. С. Хрущева чунтан-чӗререн тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Лай Циндэ региона АПШпа тата вӗсен ҫывӑх юлташӗсемпе ҫывӑхлантарӗ, хӗҫ-пӑшал туянма укҫа ытларах уйӑрӗ тата Америка хӗҫ-пӑшалне туянма тӑрӑшӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Ожидается, что Лай Циндэ будет поддерживать сближение с США и их союзниками в регионе и наращивать военный бюджет и закупки американского оружия.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Нумай вӑхӑт хушши Социализм партине ҫывӑх тӑнӑ, унтан «Республика, Малалла!» партие кӗнӗ.

Долгое время была близка к Социалистической партии, затем вступила в партию «Вперёд, Республика!».

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Ҫамрӑк чухне Джойс Джонатан юрӑҫпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулнӑ, анчах юрӑҫ вӗсене пӗчӗк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлать.

В юности состоял в близких отношениях с певицей Джойс Джонатан, которые она считает маловажными.

Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C

Штатӑн тӗп чӗлхи — чхаттисгархи — вӑл хиндине пит ҫывӑх.

Основной язык штата — чхаттисгархи — близок хинди.

Чхаттисгарх // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A7%D1% ... 1%80%D1%85

Ҫыран хӗррин ҫурҫӗр пайӗ, Зулуленд, тропик климатне ҫывӑх ӑшӑрах тата нӳрӗрех ҫанталӑкпа палӑрса тӑрать.

Северная часть побережья, Зулуленд, характеризуется более тёплым и влажным климатом, близким к тропическому.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Speed skating патне ҫывӑх теме пулать, анчах ку тӗсрен ытла аякра тӑрать.

Очень-очень отдаленно можно записать к Speed skating.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Кӑҫал Тутар Шурутӗнче ФАП хута кайрӗ, ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Юрӑри йӗркесенчи тӗп шухӑш — анне пурнӑҫра чи хакли тата пахи, ҫывӑх ҫыннӑн вӗрентӗвӗпе пилӗ ачисене пулӑшса пыни, пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайсан та ҫӳл тӳперен сӑнаса пулӑшса тӑни, яланах пирӗн чӗрере пулни.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Кирлӗ самантра туххӑмрах тӗрӗс йышӑну тума пӗлни, харпӑр хӑйне, тӑванӗсене, ҫывӑх ҫынсене, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пӗлни вӗсемшӗн парӑнса пурӑнни, яваплӑха туйса мӗн пур вӑйтан ӗҫлени те паха», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

Эпир вӗсене манмастпӑр, кашни ҫулах тӑван килте пуҫтарӑнса ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене аса илетпӗр, вӗсен юратнӑ юррисене юрлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Ҫак статьяна Акчуринсен ҫывӑх ҫыннисем пулӑшнипе тата «Хӑрпӑла пуҫламӑшӗнче» историллӗ кӗнекери материалсемпе усӑ курса хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех