Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑх сăмах пирĕн базăра пур.
ҫывӑх (тĕпĕ: ҫывӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапах та Греков маншӑн чуна питӗ ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӗн тӑвас халь, чавса ҫывӑх та — ҫыртма ҫук.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сятров Кавӗрли Палюка мӗнле пулӑшнине те, хурахсем Юман Йӑкӑнатне мӗнле вӗлернине те тӗплӗн каласа панӑ, тет, «Эпӗ пӗрре те пемен ӑна ун чух. Утаманӑн ҫывӑх тусӗ, лаша вӑрри Ишмулла, юман хыҫӗнчен персе амантрӗ, вӑлах юман ҫумне ҫыхтарчӗ», — тенӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗлӗк юпа касма кайсан урапа хыҫҫӑн утпа чи ҫывӑх тӑвансенчен пӗри утланса пымалла, купӑс ҫеммипе юрламалла пулнӑ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Нюҫҫа, эсӗ манӑн чи ҫывӑх тусӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Епле питӗ лайӑх туйӑм вӑл — чи ҫывӑх ҫын пурри, ӑна юнашар туйни.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи ҫывӑх тусӗ Нюҫҫа вара, хӑй те пӗчченех пурӑнса ирттернӗ пулин те, Кузнецовсем ҫине пӑхса савӑнатчӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле урамра йытӑ уласа ячӗ пулсан ҫемьере ҫывӑх виле пуласса, ун пек чухне минтере тепӗр енне ҫавӑрса хурса «сана, ахалех вӗрекене, пушӑ пултӑр» тесе каламалла имӗш, вара йытӑ улама чарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл шухӑшсемпе халӗ те хӑйӗн ҫывӑх тус-тантӑшӗпе — Нюҫҫапа тавлашнине тавҫӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашки пӑнчӑ тӗлне ҫитиччен вуласа тухнӑ хыҫҫӑн арӑмӗ ҫавӑркаларӗ-пӗтӗркелерӗ ҫывӑх калаҫакан, Ванюшӑн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ ку хута.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумаях пулмасть Ваҫилен чи ҫывӑх тантӑшӗ малтанхи ачине ҫуратнӑ вӑхӑтра вилсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл упӑшкипе ҫывӑх вӑхӑтра тӗл пулма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫанталӑк ырӑ пулнӑран вӑл Ванюшпа ҫывӑх вӑхӑтрах тӗл пулма ӗмӗтленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл ҫав «путсӗре турттаракан ҫунана» пӗрре мар аса илӗ-ха, халь вара ун урисем ҫирӗппӗн утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗртен-пӗр ҫывӑх ҫын пур — ялан ӗҫпе кичемленсе ҫӳрекен амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Иккӗшӗ те пӗр урамра — Ҫӗнӗ касра — пурӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсен килӗсене тӑватӑ тӑкӑрлӑк кӑна уйӑрса тӑрать пулин те, ҫакӑн пек ҫывӑх тӗл пулма май килмен вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ырӑ хыпарпа ҫӳретӗн пулсан — маншӑн чи ҫывӑх тус пулӑн, усал шухӑшу пулсан — манран ыррине ан кӗт!

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Авӑ Ешӗлпин ҫывӑх тантӑшӗн чи кӗҫӗн хӗрӗ те, Шывачипе пӗр вӑхӑтра ҫуралнӑскер, пӗве ҫитрӗ, ытарайми хӗр пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Часах вӑл Пулӑ патшин ҫӑварӗнчи йывӑр шӑршӑран чӑнтӑхса ҫутӑ тӗнчепе, ҫывӑх тӑван-пӗтенпе, халӑхпа, ҫутҫанталӑкпа сывпуллашрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ҫывӑх ҫыннисемпе халӑха вилӗмрен ҫӑлса хӑварма май пуррине пӗлсе хӗпӗртенӗ Ментти урӑх тӑхтаса тӑмарӗ — кайӑк ҫине меллӗн вырнаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех